Апаш Степан Павлович

Степан Павлович Павлов (1918 çул, Коснар ялĕ, Шупашкар уесӗ, (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районӗ) — 1992 çул, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш прозăçи, драматургĕ[1]

Биографи

1918 çулта Шупашкар уесӗнчи (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районӗ) Коснар ялĕнче çуралнă.

Икĕ класлă ял шкулĕнче тата Шупашкарти театр техникумĕнче вĕреннĕ. Актёр, Чистопольти чăваш драма театрĕн ертӳçи, Чăваш Республикин халăх пултарулăхĕн çурчĕн театр пултарулăхĕн методисчĕ, «Капкăн» журналăн литсотрудникĕ пулнă.

1992 çулта Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

Çыравçă 12 кĕнеке пичетлесе кăларнă:

  • «Хаклă хăна» (1961);
  • «Кам Чутая, кам Алтая» (1970);
  • «Çăмах яшки» (1982);

Вуламалли

  1. Агаков, Л. Пĕчĕк пьесăсем те пысăк шухăшлă пулмалла / Л. Агаков // Коммунизм ялавĕ. – 1957. – 28 марта.
  2. Васильев, Г. Шӳтлет те, йĕплет те / Г. Васильев // Пионер сасси. – 1970. – 11 апр.
  3. Никифоров, И. «Савнă тусăм, хура куçăм» / И. Никифоров // Чăваш коммунни. – 1950. – 17 янв.
  4. Ялгир, П. Абаш (Павлов) Степан Павлович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 5.

Ӑнлантарусем