Апу Джафар ат-Тахавĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Апу Джафар ат-Тахавĕ
арап. أبو جعفر الطحاوي
Çуралнă вăхăт: 843 ç. тата 229 ç. хиджрăпа
Çуралнă вырăн: Икĕпат, Таха ялĕ
Вилнĕ вăхăт: 933 ç. тата 321 ç. хиджрăпа
Вилнĕ вырăн: Икĕпат

Абу Джафар Ахмад Ибн Мухаммад ат-Тахави (843 ç./229 ç. хиджрăпа, Египет, Таха ялĕ) - паллă мăсăльмансен суннит ăслăхçă, ханафит масхăбĕн чи паллă çынсенчен пĕрри.

Пурнăçепе ĕçĕ-хĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Имам Абу Джафар ибн Мухаммад ибн Саляма аль-Азди аль-Хаджри Мисӑрта (Икĕпатра), Таха ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн Йӗмӗнран (Йеменран) тухнӑ мӑн аслашшӗсем Мисӑр (Икĕпат) Хӗлифелӗхпе (Халифатпа) пӗрлешнӗ чухне Йӗмӗнран Мисӑра куҫса кайнӑ. Унăн çуралнă кун вăхăчĕ çинчен тĕрлĕ шухăш пур — тĕрлĕ пурăнăç (кун)-çулĕ çыракансем (биографсем) 229/843, 230/844, 238/852, 239/853 çулсене асăнаççĕ. Вăл 229 çулта хиçăрпа (хиджрăпа) çуралнă тесе çырать Имам ас-Самани тата çак шухăш тĕрĕсрех пулать. Имам 321/933 çулта Мисăрта вилнĕ.