Охлобыстина Оксана Владимировна

Охлобыстина Оксана Владимировна (хӗр чухнехи хушамачӗ Арбузова; ҫур. 1973 ҫулхи акан 24-мӗшӗ[1], Мускав) — совет саманин вырӑс кино актриси тата сценарисчӗ.

Вӑл режиссёр, сценарист тата актёр Иван Охлобыстин арӑмӗ. 2001 ҫултан упӑшки Вырӑс православи чиркӗвӗн священникӗ пулса тӑнӑ. Ҫапла май Оксана Ксени матушка пулса тӑнӑ[2][3]. 2010 ҫултан Охлобыстин хӑй тӗллӗн вӑхӑтлӑха священник ӗҫӗнчен пӑрӑннӑ.

Актрисӑна халӑх 1989 ҫулхи «Авария — дочь мента» ҫамрӑксен драминчи тӗп роле (Валерия, «Авария») вылянӑ хыҫҫӑн лайӑх пӗлсе ҫитнӗ.

Пурнӑҫӗ

Оксана Владимировна Арбузова 1973 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ (хӑш-пӗр даннӑйсем тӑрӑх — Шупашкарта, анчах ҫӑлкуҫсенчен ытларах пайӗ Мускав тесе палӑртаҫҫӗ).

Ачалӑхра вӑл пултарулӑх енне туртӑннӑ: ӳкерме юратнӑ, Пионерсен ҫуртӗнчи драмкружока ҫӳренӗ. Унӑн актёр ҫулӗ ӑнсӑртран пуҫланнӑ: Леонид Белозорович режиссёр хӑйӗн пӗрремӗш «Катенька» фильмӗ (1987) валли актриса шыранӑ чухне «Юр патши» шкулти спектакльте Оксана хӑйӗн рольне мӗнле вылянине асӑрханӑ. Тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ хыҫҫӑн вӑл «Мосфильм» картотекине лекнӗ[4].

1989 ҫулта «Авария — дочь мента» фильм тухсан, актрисӑна Пӗтӗм Союз пӗлсе ҫитнӗ. Унта вӑл йывӑр ачана, неформала вылянӑ.

1995 ҫулта ВГИК пӗтернӗ (Сергей Соловьёв курсӗ).

1999 ҫулта вӑл упӑшкипе Иван Охлобыстинпа пӗрле «Максимилиан» фильмӑн сценарине ҫырма хутшӑннӑ. Качча кайсан актёр карьерине пӑрахса, пӗтӗм вӑхӑтне ҫемьене уйӑрнӑ.

Ҫемье

Ашшӗ-амӑшӗ

  • Ашшӗ — Владимир Евгеньевич Арбузов (1937 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ), геолог-буровик, «Мосгоргеотрестра» ӗҫленӗ[5].
  • Амӑшӗ — Валентина Степановна Арбузова (хӗр чухнехи хушамачӗ — Терентьева; 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуралнӑ), юрист[4]. РФ Патшалӑх Думин Аппарачӗн документаци тата архив управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулнӑ[6][7].
  • Аппӑшӗ — Елена Владимировна (качча кайсан та Арбузова), патшалӑх службинче ӗҫлет[8].

Харпӑр пурнӑҫӗ

1995 ҫулта вӑл Иван Охлобыстин актёр тата режиссёрпа мӑшӑрланнӑ.

Мӑшӑрӑн 6 ача пур[9]:

  • Анфиса (1996 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — МПУ пӗтӗрнӗ, социаллӑ проектсемпе тата экологи енӗпе ӗҫлет.
  • Евдокия (1997 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — орнитолог.
  • Варвара (1999 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — юрӑҫ.
  • Василий (2001 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — сценарист, ВГИКра вӗреннӗ.
  • Иоанна (2002 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — православи гимназийӗнче вӗреннӗ.
  • Савва (2006 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ).

Мӑнукӗсем:

  • Антоний (Анфиса ачи, 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫуралнӑ).
  • Ева (Евдокия ачи, 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ҫуралнӑ).

Фильмографи

Актриса

Ҫул Ячӗ Роль
1987 ф Катенька Катенька
1989 ф Авария — дочь мента Валерия Николаева («Авария»)
1989 ф Наваждение Майка ru
1990 ф Сделано в СССР Катя ru
1991 ф Волкодав проститутка ru
1991 ф Мигранты Полина ru
1992 ф Мужской зигзаг Аня Егорова ru
1992 ф Белые одежды Женя Бабич ru
1992 ф Увидеть Париж и умереть Люда ru
1993 ф Завещание Сталина Женя ru
1995 кӗск. Переход Чӑн ячӗ паллӑ мар ru
1997 ф Ах, зачем эта ночь… Чӑн ячӗ паллӑ мар ru
1998 ф Кто, если не мы сестра Толясика ru
2007 ф Софи мама Жени ru

Сценарист

  • 1999 — Максимилиан

Примечания

  1. ^ 1, 2 Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  2. ^ Оксана Охлобыстина: Ребро Ивана. Правмир. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
  3. ^ Этот безумный безумный Иван Охлобыстин(недоступная ссылка — история). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Тёща Охлобыстина: «Я была против этого брака!» Собеседник.ру. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  5. ^ Владимир Арбузов (Владимир Евгеньевич Арбузов). Родился 14 марта 1937 года. bogatov.info. — В прошлом — сотрудник ГУП «Мосгоргеотрест». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  6. ^ Валентина Терентьева (Валентина Степановна Терентьева). Родилась 30 мая 1943 года. bogatov.info. — В прошлом — юрист. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  7. ^ Мероприятия. gdm.ru (8 юпан 2002). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  8. ^ Елена Арбузова (Елена Владимировна Арбузова). bogatov.info. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
  9. ^ Как складываются судьбы детей Ивана Охлобыстина (выр.). 24СМИ (4 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем