Арцыбышев Николай Сергеевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Арцыбышев Николай Сергеевич, — Чăваш Енен Çĕрпӳ районĕ) Мами Сали ялĕнче çуралнă. 1841 çулхи авăн уйăхĕн 27 вилнĕ.

Пурнăçĕ

Николай Арцыбышев дворян çемьинче çуралнă. Вологдăри помещик, амăшĕ енчен кукаçи Яков Михайлович Чернявский хăйĕн патне илсе кайнă. Унта Николай Арцыбышев хута вĕреннĕ. Хăйĕн ачисене хӳтĕлес тесе амăшĕ Ĕпхӳри помещике Иван Савинович Кублицкийе тепĕр хут качча тухать. 1782 çулта И.С. Кублицкий Николая Вологдăран илсе килет те Хусанти пансиона вĕренме ярать.

Хусанта вăл тăватă çул иртернĕ. 1786 амăшĕ вилет. Яков Михайлович Чернявский ун хыççăн 13 çулхи ачана Петербурга леçет, Преображени полкĕн лейб-гварине капрала çырса хăварать. 1788 çулхи нарăсăн 1 Николай Арцыбышева Сесеновский гварди полкĕн сержантне куçараççĕ. Ку вăхăтранпа вăл çара тăнă. Çав вăхăтрах 1789 çулчен пенсионра вĕреннĕ.

Рынкă Сали ялĕнчи Александра Ивановна Родева (Родина) помещицăна качча илнĕ. 1810 çулта Люба, 1811 çулта Павел ачисем çуралаççĕ. Ачисем питĕ хăвăрт тăлăха юлаççĕ, 1812 çулхи чӳк уйăхĕн пĕр каçхине Александра Ивановна вилет. 1813 çулхи çĕртме уйăхĕн 2 Николай Арцыбышев иккĕмĕш хут авланать, 27 çулхи Анна Никитична Незванова (Названова) (1786-1857) дворянкăна качча илет.

1841 çулхи авăн уйăхĕн 27 Николай Арцыбышев вилнĕ.

Ĕçĕсем

Чăваш çĕрĕнче çуралнăскер Николай Арцыбышев финн-угр шутне кĕрекен халăх тесе шутланă.

Чи паллă литература ĕçĕ — «Раççей çинчен каласа пани» (Повествования о России).