Атăл текстиль компанийĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

УАО «Атăл текстиль компанийĕ» — раççей ĕç-пç йĕркелĕвĕ, Чăваш Республики тата Раççей Федерацин урăх регионĕсенчи çăмăл промăçлăхĕн япала тăвакан комплексĕсен пĕрлешĕвĕ.

Мамăкпа хута тĕртекен пысăк ĕç-пуç йĕркелĕвĕ.

2006 çулхи çурла уйăхĕнче УАО «Шупашкарти мамăк-хут комбиначĕ» корпораципе ХАО «Шупашкар трикотажĕн» куçман пурлăхĕсене пĕрлештерсе ткса хунă. Тĕп офисĕ Шупашкарта вырнаçнă.

УАО «Атăл текстиль компанийĕ» "Савва" ушкăна (Мускав) кĕрет. Хальхи вăхăта фабрика пĕтнĕ тĕле ( банкротство - сăнав) çитнĕ. [1]

Адресĕ: Чăваш Республики, Шупашкар, Текстильщиксен (Тĕртекенсен) урамĕ, 8

УАО «„Шупашкарти мамăк-хут комбиначĕ“

УАО «„Шупашкарти мамăк-хут комбиначĕ“ корпораци»— мамăка тĕртекен Раççейри чи пысăк ĕç йĕркелĕвĕ. 1951 çулта уçнă.

Комбинат тăвакан япала

  • пӳспе сатинран тĕртнĕ вырăн сармалли „Мамăк Çăтамахĕ“, жаккардă тĕртĕмĕнчен тунă вырăн сармалли паха комплектсем
  • сĕтел-пуканпа декораци тĕртĕмĕ, жаккардă витĕм пусми
  • сĕтел тавраш тата алшăлли
  • çăм çиппи трикотаж тата тĕртӳ валли
  • мамăк-хут тĕртĕвĕ — двунитка, саржа, марля
  • ватин, межпрокладка

Шупашкар трикотажĕ

Трикотаж промăçлăхĕн ĕç йĕркелĕвĕ, анчахрах «Шупашкарти чăлха-трикотаж фабрики» ятлăччĕ. «Шупашкар трикотажĕ» паян — чăлха тата трикотаж япалине тăвакан йĕркелӳ.

Комбинат кăларакан япала

  • хĕрарăм колготки, арçын чăлхи, ача чăлхи, çурмачăлха, колготкă;
  • мамăкпа хутран тĕртнĕ çипрен çыхнă ача-пăча тата пепке тумĕ;
  • спорт трикотаж - костюмĕ, шăлавар, шортă;
  • джемпер, халат, юбкă, блузкă.

Парнесем

  • XXI ĕмĕрĕн Пахалăх палли
  • Экологи енчен таса та хăрушсăр япала»
  • «For high quality. New millenium» тĕнче медалĕ

Асăрхавсем

  1. ^ Решением Арбитражного суда Чувашии на ВТК введена процедура банкротства - наблюдение.


Каçăсем