Атлантис (фильм)
«Атла́нтис» (фр. Atlantis) — Люк Бессон ӳнерленĕ наррациллĕ мар[1] мусăк фильмĕ. Фильма виçĕ çул хушши, 1988 çултан пуçласа, çапса илнĕ, экран çине 1991 çулта кăларнă. Фильм валли мусăка Бессонăн пĕрмайхи композиторĕ Эрик Серра çырнă. Бессон хăй режиссёр, сценарист, продюсер пулса ĕçленĕ, оператор тата монтажёр ĕçне тунă. Çак фильм Бессон карьеринче пĕрте-пĕр документалистика фильмĕ пулать.
Истори
Люк Бессон чунĕпе ачаранах тинĕс патне туртăннă. Ашшĕпе амăшĕ аквалангпа ишме хăнăхтаракан инструкторсем пулса тăрăшнă. Люк 17 çулта травмăлансан çак хăтланăва пăрахнă та Парисе киноăсталăхне алла илме кайнă[2].
«Атлантис» фильм «Никита» хыççăн çеç тухнă пулсан та, ăна 1988 çулта хатĕрлеме тытăннă. Тематикăпа фильм ытларах «Тĕпсĕр кăвак авăр» евĕр, экологи темипе ыйтусене хускатнă. Бессон виçĕ çул хушши фильма Кристиан Петронпа ĕçленĕ, вăл «Тĕпсĕр кăвак авăрта» камерăсене дизайнланă[3].
1991 çулхи авăн уйăхĕнче фильма конкурса кĕртмесĕрех 48-мĕш Венеци кинофестивалĕнче кăтартнă.
Литература
- Grabka, Gregory. Christian Viaticum: A Study of Its Cultural Background // Traditio : journal. — 1953. — Т. 9, № 1. — . — Шаблон:JSTOR.
- Morris, Ian. . — New York: Cambridge University Press. — ISBN 0-521-37465-0.
- Sourvinou-Inwood, Christiane. . — New York: Oxford University Press. — ISBN 0-19-815069-5.
- Stevens, Susan T. Charon’s Obol and Other Coins in Ancient Funerary Practice // Phoenix : journal. — 1991. — Т. 45, № 3. — . — DOI:10.2307/1088792.