Леон (фильм)

«Лео́н» (фр. Léon, Çурçĕр Америкăра — «Профессионал» (акăл. The Professional) ятпа кăтартнă) — Люк Бессон Франци режиссёрӗн Леон ятлӑ профессионал ҫын вӗлерекен ҫинчен ӳкернӗ фильмӗ, вӑл ҫемйи синкерлӗ пӗтнине пула пӗччен тӑрса юлнӑ кӳршӗри Матильдӑпа паллашнӑ. Фильм экрансем ҫине 1994 ҫулта тухнӑ. Бессон хӑйӗн сценарийӗпе ӳкернӗ. Фильмри тӗп рольсене Жан Рено, Гэри Олдмен, Натали Портман тата Дэнни Айелло выляҫҫӗ.

2022 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне фильм «IMDb версийӗпе 250 чи лайӑх фильм» списокра 43-мӗш[2], «КиноПоиск» сайта кӗрекенсен версийӗпе 250 чи лайӑх фильм» списокра 22-мӗш[3] вырӑн йышӑннӑ.

Сюжет

Тӗп герой — профессионал ҫын вӗлерекен Леон, Нью-Йоркӑн Пӗчӗк Итали районӗнче улах пурнӑҫпа пурӑнать. Ытларах ӑна ӗҫпе Тони (Денни Айелло(выр.)чăв.) ятлӑ мафиозо тивӗҫтерет. Пушӑ вӑхӑтра Леон (Жан Рено(выр.)чăв.) гимнастикӑпа аппаланать, чӳлмекри хӑйӗн юратнӑ чечекне (аглаонема) пӑхать, хӑш чухне кинона ҫӳрет.

Пӗррехинче вӑл кӳршӗре пурӑнакан Матильда Ландо ятлӑ ҫула ҫитмен хӗрачана тӗл пулать. Вӑл ӑнӑҫсӑр ҫемьере пурӑнать. Матильдӑн ашшӗне, Майкла, коррупциленнӗ полицейскисем, наркотиксемпе кӗрешекен департамент ӗҫченӗсем вӗсен кокаинне усрама панӑ, каярахпа наркотиксен пӗр пайӗ ҫухалнине асӑрханӑ. Полици ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ Норман Стэнсфилд (Гэри Олдмен(выр.)чăв.), вӑлах Стэн ятлӑскер, ертсе пырать коррупципе ҫыхӑннисене. Майкла пурне те тавӑрма 24 сехет параҫҫӗ. Пӗр талӑкран полицейскисем каялла таврӑнса ҫемйипех вӗлереҫҫӗ, перкелешӳре полицейскисенчен пӗри вилет. Киле таврӑнсан, мӗн пулса иртнине ӑнланса, Матильда Леон алӑкӗнчен шӑнкӑравлать. Вӑл ӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварса кӗртет.

Матильда ҫакна ӑнланать: Леон — ҫынна вӗлерме тара тытнӑ ҫын, ӑна ҫын вӗлерекенӗн ӗҫне вӗрентме ыйтать: вӑл хӑйӗн юратнӑ тӑватӑ ҫулхи шӑллӗне вӗлернӗшӗн тавӑрасшӑн ҫунать. Тав туса вӑл Леона килти хуҫалӑха тытса пыма пулӑшу сӗнет. Леон иккӗленет, анчах хӗрачан ниҫта кайма ҫуккине ӑнланса унӑн сӗнӗвне йышӑнать, вара вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, майӗпен хутшӑнусем йӗркелеҫҫӗ. Матильда Леона юратса пӑрахнине пӗлтерет. Майӗпен-майӗпен Леонӑн, нихӑҫан та хӑйӗн ҫемйи пулманскерӗн, хӑй сисмесӗрех ашшӗн туйӑмӗсем вӑранаҫҫӗ[4][5].

Матильда Стэнсфилда йӗрлесе тупма шут тытать те ӑна вӗлерме хӑтланса унӑн офисӗ патне пырать, анчах лешӗ ӑна хӗҫпӑшалсӑрлатать. Ҫав вӑхӑтрах Леон киле таврӑнать, Матильда ҫырса хӑварнӑ хута курать. Вӑл Стэнсфилд офисне каять те Матильдӑна ҫӑлать, ҫула май икӗ полици ҫыннине вӗлерет.

Леон унӑн ҫыннисене вӗлерсе Матильдӑна вӑрланисӗр пуҫне тата китайсенчен наркотик туянакан пулӑшуҫине — Малкине — те персе вӗлернине пӗлсен, Стэнсфилд тилӗрсе каять. Вӑл Тони мафиозо патне унӑн бакалей лавккине каять те Леон ӑҫта пурӑннине ыйтса пӗлет. Часах апат-ҫимӗҫ лавккинчен киле таврӑннӑ чухне Матильда Стэнсфилд янӑ спецназпа тӗлпулать. Лешсем ӑна заложница вырӑнне илеҫҫӗ те Леон хваттерне кӗме хӑтланаҫҫӗ. Леон мӗн пулнине ӑнланать, штурмлакан ушкӑнӑн пысӑк пайне вӗлерет, полицейскисене засадӑна илӗртет те Матильдӑна ирӗке кӑларать. Хӗҫпӑшаллӑ ҫынсем каллех хваттере кӗрсе кайсан Леон стенана шӑтарать, вентиляци шахтине кӗмелли шӑтӑка уҫса Матильдӑна антарать. Леон хӗрачана хӑй те ӑна юратни ҫинчен калать, хӗрача вара хваттере граната лекиччен тухса кайма ӗлкӗрет.

Леон, арӑш-пирӗшлӗхпе усӑ курса, вилнӗ спецназовецсенчен пӗрин униформине тӑхӑнать. Вара, аманнӑ полицейски пек пулса, алӑк патнелле утать. Ҫуртран тухнӑ чухне Стэнсфилд ӑна курать те, вӑл Леон иккенне ӑнланса, ун хыҫҫӑн коридор тӑрӑх пырать, Леон ҫак ҫулпа каяссине тавҫӑрса, полицейскисене малтанах хӑваласа ярать; Леона урама тухиччен темиҫе утӑм ҫеҫ юлсан, Стэнсфилд ӑна перет. Леон Стэнсфилда «Матильда парнине» — гранатӑран кӑларнӑ чекана — пама ӗлкӗрет. Леонӑн жилетне салтать, Стэнсфилд унӑн кӑкӑрӗ ҫинче пӗр ҫыхӑ граната ҫакӑнса тӑнине курать. Вӑйлӑ взрыв янӑраса каять, ҫуртӑн пӗр пайне салатать, Стэнсфилдпа Леон вилеҫҫӗ.

Матильда Тони патне каять, енчен те унпа мӗн те пулин пулас пулсан Леон ӑна малтанах ҫапла тума хушнӑ. Тоня Матильдӑна кашни уйӑхрах хӑйне Леон пехиллесе хӑварнӑ пурлӑхран укҫа парса тӑрасси, шкула таврӑнни лайӑхраххи ҫинчен калать. Хӗрача шкул-интернат еннелле ҫул тытать. Ашшӗ-амӑшӗ мӗншӗн вилни ҫинчен каласа панине аран-аран йышӑнса директор Матильдӑна шкула йышӑнать. Матильда Леонӑн чӳлмекри ӳсентӑранӗпе шкул садне каять, шӑтӑк чавать, чечеке хӑйӗн тусӗпе сывпуллашса лартать.

Рольсенче

undefined
Актёр Роль
Жан Рено Леон
Гэри Олдмен Норман Стэнсфилд
Натали Портман Матильда Ландо
Дэнни Айелло Тони мафиози
Майкл Бадалукко Матильдан ашшӗ
Эллен Грин Матильдан амаҫури амӑшӗ
Кит Гласко Бенни
Willi One Blood Блад

Актёрсене суйласа илни

Бессон(выр.)чăв. Матильда сӑнарне вылякан актрисӑна суйланӑ чухне пӗрремӗш черетри кандидатсене пурне те пӑрахӑҫланӑ. Ку списокра Натали Портман та пулнӑ, анчах унӑн кандидатурине режиссёр помощникӗ, ытла ҫамрӑк тесе, пробӑчченех сирсе янӑ — ҫав тапхӑрта Натали 10 ҫулта кӑна пулнӑ. Ҫулталӑка яхӑн иртсен, Люк Бессон, Матильда рольне илме ҫын тупаймасӑр, анкетӑсене тепӗр хут пӑхса тухнӑ май каллех Портмана чӗннӗ. Портман 1993 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тӗрӗслеве лекнӗ. Режиссёр ӑна: «Калӑпӑр, санӑн пӗтӗм кил-йышна вӗлерчӗҫ, анчах сана хӑвӑн пӗчӗк шӑллуна ҫеҫ шел», — тенӗ. Фильма ӳкерекенсем хӗрача ҫемьере пӗччен ӳснине пӗлнӗ, анчах Портман ҫавӑнтах чӑнласах йӗрсе янӑ, ҫавӑнпа та ӑна тӳрех ҫирӗплетнӗ.

Фильм шухӑшӗ Бессона хӑйӗн унччен «Никита(выр.)чăв.» (1990) фильмӗпе ӗҫленӗ вӑхӑтра пырса кӗнӗ. Виҫҫӗмӗш актра Виктор (Жан Рено) тасатакана мисси планпа мар кайсан тӗп героинӑна пулӑшма яраҫҫӗ. Бессон персонажӑн пурнӑҫланайман вӑй-хӑватне курнӑ та ҫак никӗс ҫинче уйрӑм истори йӗркелеме шут тытнӑ. Леон та, Виктор пекех, вӑрӑм ҫӑм пальто, хура куҫлӑх тата ҫыхнӑ шапка тӑхӑнса ҫӳрет. Фильмӑн малтанхи ячӗ «Уборщик» («Чистильщик») пулнӑ.

Фильм версийӗсем

Фильмӑн икӗ варианчӗ пур: ахаль верси тата анлӑлатнӑ, унта 25 минутлӑх хушма сценӑсем пур. Ӑна ҫавӑн пекех «режиссёр варианчӗ» (е «тӗнчери») теҫҫӗ, анчах та Люк Бессон «режиссёр варианчӗ» тесе ахаль версине калать, иккӗмӗшне «анлӑлатнӑ верси» тет[6]. Пӗрремӗш хут «анлӑлатнӑ версине» кинотеатрсенче 1996 ҫулхи ҫулла Францире кӑтартнӑ[7].

Саундтрек

Фильм кӗввине Люк Бессон фильмӗсемпе час-часах ӗҫлекен Франци композиторӗ Эрик Серра(выр.)чăв. ҫырнӑ. Финал титрӗсен вӑхӑтӗнче Стинг(выр.)чăв. шӑрантаракан «Shape of My Heart» юрӑ янӑрать.

Критика

Rotten Tomatoes сайтӗнче фильмӑн 59 шухӑш (42 лайӑх тата 17 япӑх) ҫинче никӗсленнӗ рейтингӗ 71 % танлашать.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Léon: The Professional - Box Office Mojo. Box Office Mojo. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
  2. ^ IMDb Top 250 movies(паллӑ мар). IMDb. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
  3. ^ 250 лучших фильмов — Кинопоиск. Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
  4. ^ Леон • анализ фильма. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
  5. ^ «Леон»: Лолита или Козетта? Разбираемся в двусмысленностях кинокомикса Бессона — Статьи на Кинопоиске. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
  6. ^ Luc Besson | Film | guardian.co.uk (англ.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
  7. ^ Леон (1994) - FAQ - IMDb(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем