Аттил Алексей Васильевич
| Алексей Аттил | |
|---|---|
| | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ячӗ | Никитин Алексей Васильевич |
| Псевдонимсем | Аттил |
| Ҫуралнӑ | 1943 ҫулхи акан 4-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ | 1979 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ (36 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Гражданлӑх |
|
| Пӗлӳ илни | |
| Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | поэзи |
| Хайлавсен чӗлхи | чăваш |
Аттил Алексей Васильевич (паспортри хушамачĕ Никитин, 1943 ҫулхи акан 4-мӗшӗ, Кивĕ Ахпӳрт, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 1979 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ, Кивĕ Ахпӳрт, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи поэт, журналист, вӗрентекен.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1943 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялĕнче çуралнă[1].
1964 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче вӗренсе пӗтернӗ. Хыҫҫӑн Канаш районӗнчи Шаккӑл шкулӗнче ачасене вӗрентнӗ. Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн Радиопа телевидени комитетӗнче халӑхпа политика кӑларӑмӗсен редакторӗ пулса ӗҫленӗ[1].
1979 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче çуралнă ялӗнче вилнĕ.
Пултарулăхĕ
Поэт тата куҫаруҫӑ пек палӑрнӑ. Чӑвашла Б. Пастернак, А. Фет, Ф. Тютчев, Р. Рильке хайлавӗсене куҫарнӑ[2].
Унӑн сӑввисем хаҫат-журналта, «Виҫӗ хӗлӗх» (виҫӗ поэт — В. Тимаков, А. Аттил, П. Эйзин — пӗрле, 1971), «Хӗвел пайӑрки» (1981) сӑвӑсен пуххисенче пичетленнӗ. 1985 ҫулта хӑйӗн харпӑр кӗнеки «Илем» кун ҫути курнӑ[2].
Хаклав
В. Тимаков поэт «Илем» кӗнекери умсӑмахра Аттилӑн поэзине хакласа ҫапла ҫырнӑ[3]:
А. Аттил поэзийĕнчи тĕнче çутă, хавхалануллă, çав вăхăтрах кăткăс та пăлхануллă. Унăн çутçанталăк ӳкерчĕкĕсем те этем пекех чĕрĕ. «Çутăлнă чух хĕвел хайне ирпе кăштах юлса вăраннă пек туять: питçăмартийĕ ун вăтаннипе йăм-хĕрлĕ шуçăм тăсĕпе тулать», — çакăн пек сăнарлать поэт çуллахи хĕвеле «Çутăлнă чух» сăввинче.
Чăваш халăх поэчӗ Александр Алга та А. Аттилăн «Илем» ятлă алçырăвне çамрăк сăвăçсен 1975 çулхи семинарӗнче пăхса тухнă хыççăн, çак сăвва уйрăмах палăртса, çапла çырса хăварнă[3]:
Тӳрех калас, «Илем» алçырăвĕнчи сăвăсенчен мана пайтахăшĕ килĕшрĕç. Сăмахран, «Çутăлнă чух» епле хитрен шăранса тухнă. Акă унăн юлашки строфи:
Канма ларсан хĕрарăм улăхра
Ача кулли çинче тăр-кăнтăрлах.
Кунта сăнарлăх та пур, шухăш та. Ырă илем куçа курăнсах каять. Яр-уçă сăвă.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Н. Г. Ильина. Аттил Алексей Васильевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Аттил, Алексей Васильевич (писатель; 04.04.1943-12.12.1979) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 «Кунçул хитре ыр тĕллевпе кăна...» www.chuvash.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
Вуламалли
- Алексей Аттил (Алексей Васильевич Никитин) // Тӑван Атӑл. — 2013. — № 4. — С. 69 : сӑн ӳкерчӗк.
- Алексей Аттил // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2] : Поэзи. — С. 463.
- Ильина, Н. «Ҫунать шап-шурӑ ҫутӑ…» : (А. Аттил поэзийӗ ҫинчен) / Н. Ильина // Ялав. — 2002. — № 4. — С. 80-82.
- Ильина, Н. Г. «Ҫунать шап-шурӑ ҫутӑ…» : (Алексей Аттил тӗнчи) / Н. Г. Ильина // Чӑваш лирики (1960-1990 ҫулсем) / Н. Г. Ильина. — Шупашкар, 2013. — С. 65-72.
- Михайлова, Т. Поэзи ҫутӑран тӑрать / Т. Михайлова // Хыпар. — 2008. — 7 ҫу.
- Прокопьев, В. Илеме ҫывӑх туйса / В. Прокопьев // Канаш тӑрӑхӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем / В. Прокопьев. — Шупашкар, 2005. — С. 32-36.
- Тимаков, В. «Кун-ҫул хитре ыр тӗллевпе кӑна…» : (А. Аттил ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ май) / В. Тимаков // Хыпар. — 1993. — 13 ака.
- Тимаков, В. «Кун-ҫул хитре ыр тӗллевпе кӑна…» : Алексей Аттил ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине палӑртса / В. Тимаков // Тӑван Атӑл. — 2013. — № 4. — С. 67-69. — (Астӑвӑм).
- Эйзин, П. Алексей Аттил / П. Эйзин // Ялав. — 2005. — № 9-10. — С. 52.
- Афанасьев, П. Аттил (Никитин) Алексей Васильевич / П. Афанасьев // Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 40-41.
- Григорьев, Н. Г. Аттил (Никитин) Алексей Васильевич: 1943-1979 / Н. Г. Григорьев // Писатели Канашского района Чувашии : (жизнь и деятельность замечательных людей) / Н. Г. Григорьев. — Чебоксары, 2017. — С. 123-132 : порт., фот.
- Ильина, Н. Г. Аттил (Никитин) Алексей Васильевич / Н. Г. Ильина // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 153.
- Никитин Алексей Васильевич (Аттил) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 292.
- Прокопьев, В. П. Аттил (Никитин) Алексей Васильевич / В. П. Прокопьев // Канашский район: энцикл. персоналий. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 68.
- Ялгир, П. Аттил (Никитин) Алексей Васильевич / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 15.
Каçăсем
- Акан 4-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1943 ҫулта ҫуралнисем
- Канаш районĕнче çуралнисем
- Раштавӑн 12-мӗшӗнче вилнисем
- 1979 ҫулта вилнисем
- Канаш районӗнче вилнисем
- Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнисем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Сăвăçсем, алфавитпа
- Чăваш сăвăçисем
- Раççей сăвăçисем
- СССР сăвăçисем