Афанасьев Прокопий Афанасьевич
Афанасьев Прокопий Афанасьевич (1923 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ, Ҫатракасси (Сарапакасси ял тӑрӑхӗ)|Ҫатракасси, Шупашкар уесӗ — 2003 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ[1]) — ачасене шкулта вӗрентекен.
Пропагандист, халӑх хорне йӗркелекен, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[2].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Тӑван ялӗнчи шкултан 1934 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн[3][2] Прокопий Афанасьевич Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче (ӑна пӗтернӗ вӑхӑтра вӑл 18 ҫулта пулнӑ) тата С.М. Максимов ячӗллӗ музыка училищинче пӗлӳ илнӗ[4].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ (вӑрҫӑ хирне 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тухса кайнӑ), Калининград фронтӗнче 21-мӗш чӑваш дивизи йышӗнче ҫапӑҫнӑ[3]. Рядовой, стрелоксен 5-мӗш полкӗн кабель линийӗн телефонисчӗ, йывӑр танклӑ 1-мӗш ятарлӑ полкӑн автоматчикӗ пулнӑ[5].
Сталинград тата Орёл-Курск пӗкки патӗнче виҫӗ хут аманнӑ[4].
1944 ҫулта вӑрҫӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн Сарапакасси ял клубӗн заведующийӗ, ял канашӗн секретарӗ, «Звезда» колхоз парткомӗн секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Унта тӑрӑшнӑ май 50-60 ҫынран тӑракан пӗтӗм республикипе чапа тухнӑ хор йӗркеленӗ[3][4].
34 ҫул хушши, 1956 ҫултан пуҫласа тивӗҫлӗ канӑва тухичченех, сакӑр ҫул вӗрентекен Ҫатра-Хочахмат шкулӗнче ачасене пӗлӳ парса вӗрентекен пулса ӗҫленӗ. Ачасене вӑл музыка, технологи, ӳкерӳ тата черчени предмечӗсене вӗрентнӗ[3][1].
Вунӑ хутчен ял канашӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Чылай вӑхӑт хушши политвӗренӳ пропагандисчӗ пулса ӗҫленӗ. Чи лайӑх пропагандист ята тивӗҫнӗ май ӑна хисеп хучӗсемпе чысланӑ, ҫавӑн пекех Сочине, Прибалтикӑна тата Брест крепоҫне кайса килме путевка панӑ[3].
Хисепӗсем
Прокопий Афанасьевич ҫак хисепсене тивӗҫнӗ[3][2]:
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ;
- «Хастарлӑхшӑн» медаль (1954);
- II степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
- «Тӑван ҫӗршывӑн 1941–45 ҫҫ. Аслӑ варҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–45 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль.
Ҫемье
Ачисем тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗреннӗ. Пӗри Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ, тепри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ, ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх техникумӗнче тата суту-илӳ училищинче пӗлӳ илнӗ[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Встреча читателей Сарабакасинской сельской библиотеки с дочерью ветерана Великой Отечественной войны. Чăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ (9 ҫӑвӑн 2016).
- ^ 1, 2, 3 Афанасьев Прокопий Афанасьевич (выр.).
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Афанасьев Прокопий Афанасьевич (выр.). Виртуальный музей Сятра-Хочехматской СОШ.
- ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 81. — 505 с.
- ^ Энциклопедия Чебоксарского района : Афанасьев Прокопий Афанасьевич (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР.
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 81. — 505 с.
Каҫӑсем
- Энциклопедия Чебоксарского района : Афанасьев Прокопий Афанасьевич (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР.
- Афанасьев Прокопий Афанасьевич (выр.). Виртуальный музей Сятра-Хочехматской СОШ.