Афанасьев Фёдор Трофимович
Фёдор Трофимович Афанасьев (1923, Кĕçĕн Алтăрьел, Самар кĕперни — 1944 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ, Полоцк районӗ[d], Витебск облаҫӗ[d]) — Хӗрлӗ Ҫар ӗҫченӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, гварди лейтенанчĕ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1923 ҫулта Самар кӗпӗрнин Пӑслӑк уесӗнчи Кӗҫӗн Алтӑрьел ялӗнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш. 8 класс вӗренсе пĕтернĕ, каярах — ФЗУ. Ленинградра ĕçленĕ.
Хĕрлĕ Çара 1942 çулта Куйбышев облаçĕн Петровски РВК урлă кайнă. Куйбышеври пехота училищи хыççăн фронта янă.
1944 çулхи пуш уйăхĕнчен Афанасьев лейтенант 67-мĕш гварди стрелксен дивизийӗн 201-мĕш гварди стрелксен полкĕн рота командирĕ.
1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче дивизи тапӑну операцине пуçланӑ. Афанасьев роти хăвăрт тапăнса 20 ытла тăшмана тӗп туса нимĕçсен окопĕсене алла илнӗ. Икĕ талӑк хушшинче фашистсен 15 контратакине сирет, позицине тытса тăрать.
Тата малалла кайнă май, рота малтисен шутĕнче Анăç Двина юханшывӗ патне çитсе тӳрех ун урлă каçса хĕвеланăç çыранта плацдарм йышăнать. Тăшманăн траншейисен пĕрремĕш йĕрне ярса илнĕ. Плацдарма сарас шутпа иртекен çапăçура Афнасьев лейтенантӑн пурнăçĕ татăлнă.
Витебск облаçĕн Шумилин районĕнчи Тропино ялĕнче пытарнă.
Дивизи командирĕ А. И. Баксов генерал-майор алă пуснă награда хутĕнче çапла çырнă[1]:
Анӑҫ Двина урлӑ каҫнӑ тата леш енче плацдарма ярса илсе, тытса тӑнӑ чух кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Ф. Т. Афанасьев гварди лейтенанчӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята тивӗҫ (вилнӗ хыҫҫӑн).
Хисепӗсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕ («Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль, 22.07.1944);
- Ленин орденĕ (22.07.1944).
Астӑвӑм
- Беларуҫри Витебск облаҫӗнчи Тропина ялӗнче Паттӑра асӑнса обелиск лартнӑ.
- Пӑслӑкри «Память в граните» аллейӑри гранит плита ҫине Паттӑр ятне касса кӑларнӑ.
- Кӗҫӗн Алтӑрьел ялӗнчи шкулта Паттар ячӗпе музей уҫнӑ.
- Кӗҫӗн Алтӑрьел ялӗнчи культура ҫуртӗнче стенд вырнаҫтарнӑ.
- Кӗҫӗн Алтӑрьел ялӗнчи шкулта тата культура керменӗнче Паттӑр ентешне асӑнса мероприятисем иртеҫҫӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ Афанасьев Федор Трофимович. Наградной лист (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Афанасьев Фёдор Трофимович (выр.). Общественный проект «Герои Отечества» (16 ҫурлан 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Афанасьев Федор Трофимович // Наши земляки — Герои Советского Союза. — Чебоксары, 1980. — С. 503.
- Изоркин, А. В. Афанасьев Федор Трофимович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия.- Чебоксары, 2001.- С. 75.
- Изоркин, А. В. Афанасьев Федор Трофимович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 157.