Ахметов Илшат Абзалетдинович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Ахметов Илшат Абзалетдинович
Ахметов Илшат Абзалетдинович.jpg
Çуралнă вăхăт 1966 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ(1966-10-28) (58 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Гражданлăх
Альма-матер

Ахметов Илшат Абзалетдинович (1966 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ, Урмаел, Комсомольски районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

1966 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Комсомольски районӗнчи Урмаел ялӗнче ҫуралнӑ. Мари патшалӑх техника университетне (1993) вӗренсе пӗтернӗ. Ҫар хӗсметне флотра иртнӗ, «Ҫар хӗсметӗнче палӑрнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Институтран вӗренсе тухсан Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗн Атрать лесничествин лесничийӗн должноҫӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, кайран Шӑмӑршӑ вӑрман управленийӗн Чукал лесничествин лесничийӗ пулса ӗҫленӗ. 1994—2005 ҫулсенче — Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн Чӑваш Ҫармӑс лесничествин лесничийӗ. Вӑл ертсе пынипе лесничествӑра ҫӗнӗрен пушар-хими станцийӗ, Мӑшавӑш картунне тата ытти объектсем хута янӑ. 2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2008 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн ҫут ҫанталӑкпа усӑ курас сферӑри надзор службин Чӑваш Республикинчи управленийӗнче пай пуҫлӑхӗ. 2008 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен — Йӗпреҫ вӑрман хуҫалӑхӗн директорӗ.

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи (2012);
  • «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх вӑрман хуралӗнче Х ҫул ӗҫленӗшӗн» паллӑ;
  • «Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман пуянлӑхне перекетленӗшӗн тата йышлатнӑшӑн» паллӑ;
  • Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман хуҫалӑх агентствин Хисеп грамоти;
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамоти;
  • Чӑваш Республикин Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин Хисеп грамоти;
  • «Чрезвычайлӑ лару-тӑру сиенне пӗтерессинче палӑрнӑшӑн» медаль;
  • Раҫҫей Федерацийӗн вӑрман хуҫалӑхӗн хисеплӗ ӗҫченӗ (2016).

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]