Ашапатман карчăкĕ
| Ашапатман | |
|---|---|
| | |
| Халап | чӑваш халаплӑхӗ |
| Ятне ӑнлантарни | Мухаметӑн Айша арӑмӗпе Фатима хӗрӗ ятӗнчен |
| Арлӑх | Ашапатман карчӑкӗ те Ашапатман старикӗ те тӗл пулать |
Ашапатман (Ашапатман карчӑкӗ е Ашапатман старикӗ) — чӑваш мифологийӗнчи антропоморфлӑ сӑнар[1].
Ячӗ
Н. И. Ашмарин ҫырнӑ тӑрӑх, ячӗ Магомет арӑмӗпе хӗрӗн — Айша тата Фатима — ячӗсенчен пулса кайнӑ. Тутар халапӗсенче Эйше батман теҫҫӗ: унӑн алли витӗм кӳрет, вӑл вӗрет, сурать, тухатать. Ӗпхӳ кӗпӗрнинчи крешшӗнсем тутар-мӑсӑльмансенчен илнӗ сӑмахсене каланӑ: «Ку манӑн сӑмахсем мар, Айшапа Фатима халалӗ»[2].
Сӑнлани
Мифоантропоним — ытларах ҫутӑ, сапаланчӑк кӗмӗл ҫӳҫлӗ, хӑрах куҫлӑ, пӗртен-пӗр ылтӑн шӑллӑ карчӑк (Ашапатман карчӑкӗ). Ашапатман старикӗ те сайрарах тӗл пулать[1].
Ашапатман культури халӑх сиплевӗпе ҫыхӑннӑ, Ӑрӑмҫӑсемпе Юмӑҫсем тухатнӑ е юмӑҫ ярса сипленӗ чухне усӑ кураҫҫӗ, сиплев йӑли-йӗрки вӑхӑтӗнче (куҫ ӳкнине, ҫӑпан-урпана, ҫиле-хаяра тата ыт. те сипленӗ чух) калаҫҫӗ. Унӑн тӗлӗнмелле хӑватлӑ вӑй пур, вӑл чир-чӗртен сыватма пулӑшать.
Ашапатман нумай тинӗс, юхан шывсем, тусем урлӑ — 77 тинӗс леш енчен килет, йӗнерленӗ шурӑ урхамахпа, шурӑ пӗркенчӗкпе, ҫумӗнче яланах йытти пур. Ашапатмана 3 е 5, 7, 9 хут асӑнаҫҫӗ[2]. Ырӑ тӑвас ӗҫре ӑна вут амӑшӗ (вӗрет), шыв амӑшӗ (сурать) тата ытти те пулӑшаҫҫӗ[1].
Ашапатман килӗшӳ, танлӑх, ырлӑх, тӗрӗслӗх, йӗрке тытса тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах, пӗр-пӗр чӗрчун е япала пулса, япӑх сӑнар пек те пулма пултарать[1].
Ытти халӑхсемпе пӗрпеклӗхсем
Вӑл Еврази халӑхӗсен чылай сӑнарӗсемпе ҫывӑх (Алпастӑ, Кара-кара, Шурале, Арҫури тата ыт. те)[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 А. А. Трофимов. Ашапатман (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Чувашская мифология: этнографический справочник. — Чувашское книжное издательство, 2018. — С. 111-112. — 591 с. — ISBN 978-5-7670-2750-7.
- ^ Предания чувашского народа. Ашапатман. (выр.). Портал «Культура.РФ». МБУ «Музей истории Тетюшского края». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
Вуламалли
- Чувашская мифология: этнографический справочник. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. – 591 с.: ил – 111-112 с. ;
- Золотницкий Н. И. Корневой чувашско-русский словарь, сравнённый с языками и наречиями разных народов тюркского, финского и других племён. Казань: Типография Императорского Казанского университета, 1875. 280 с. — 176—177 с.
- Салмин А. К. Система религии чувашей. СПб.: Наука, — 2007. — 653 с. — 401-402 с.
- Родионов В. Г. История сложения чувашской заговорной формулы «Прибыл заморский исцелительский» // Традиционная культура народов Поволжья: материалы IV Всероссийской научно-практической конференции с международным участием (13-15 феврал 2018 г.) Казань: Ихлас, 2018. — С. 336-346;
- Тӗнчери халӑхсен халапӗсем. Энциклопедия: в 2-х т. / гл. ред. С. А. Токарев. Москва: НИ «Большая Российская энциклопедия», 1998. Т. I. А—, К. 672 с.; Т. II. К—-Я. 720 с.-142 с.
- Исхаков Р. Р. Очерки истории традиционной культуры и религиозности татар-кряшен (XIX — начало ХХ вв.) : монографи. Казань: Издательство «Центр инновационных технологи», 2014. — 223 с. — 84 с.