Базенков Николай Ильич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Базенков Николай Ильич
BazenkovNikIl.jpg
Çуралнă вăхăт 1901 ҫулхи акан 17-мӗшӗ(1901-04-17)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1973 ҫулхи акан 13-мӗшӗ(1973-04-13) (71 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Ĕçлев тĕсĕ инженер-конструктор
Премисемпе чысланисем
Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ
Ленин орденӗ Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ «Хисеп палли» орден медаль «За боевые заслуги» медаль «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.»
Ленинская премия Сталинская премия Заслуженный деятель науки и техники РСФСР

Базенков Николай Ильич (1901 ҫулхи акан 17-мӗшӗ, Улатӑр, Улатӑр уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни1973 ҫулхи акан 13-мӗшӗ, Мускав, СССР) — совет авиаконструкторӗ, производство йӗркелӳҫи. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1957). Техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, РСФСР ӑслӑлӑхпа техникӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1901 ҫулхи акан 4 (17)-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Улатӑр хулинче (халӗ Чӑваш Республикине кӗрет) чукун ҫул ӗҫченӗн ҫемьинче ҫуралнӑ[1]. 1919 ҫулта хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ, Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. Демобилизаци хыҫҫӑн 1923 ҫулта Мускаври строительство техникумне вӗренме кӗнӗ, ӑна 1927 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.

22-мӗш номерлӗ патшалӑх авиаци заводӗнче

Ҫав ҫулах Октябрь 10 ҫул тултарнӑ ячӗллӗ 22-мӗш заводӑн конструктор бюровне чертежник должноҫне ӗҫлеме кӗнӗ, 1929 ҫулта кӗҫӗн инженера лартнӑ. 1932 ҫулта ӗҫрен уйрӑлмасӑр Мускав авиаци институтне вӗренсе пӗтернӗ. 22-мӗш заводӑн тӗп конструкторӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ май Ҫурҫӗр полюсне вӗҫекен О. Ю. Шмидт экспедицийӗ валли ТБ-3 самолетсене хатӗрлес тата урӑхлатас ӗҫе ертсе пынӑ. Вӑл ертсе пынипе сериллӗ самолетсене ҫак тӗллевпе ҫӗнетсе улӑштарнӑ. Вӗсем ҫине хушма баксем, ӑшӑтакан кӑмакасем, ятарлӑ оборудовани тата ытти те вырнаҫтарнӑ.

ЦКБ-29

1938 ҫулта арестленӗ, ун хыҫҫӑн тӗрмере СССР НКВД ЦКБ-29 ятарлӑ конструктор бюровӗнче («шарашка») А. Н. Туполев конструкторӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл унпа пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе пӗрле ӗҫленӗ.

ОКБ-156

Ирӗке тухсан ОКБ-156 бюрора тӗп конструкторӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1941 ҫулта конструктор бюровне Омск хулине эвакуациленӗ, унта авиаци заводне тума пуҫланӑ. А. Н. Туполев Н. И. Базенкова Ту-2 самолетсене проектлас тата тӑвас ӗҫсен ертӳҫине лартнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен Н. И. Базенков Ту-14 реактивлӑ самолёта проектлас ӗҫсене ертсе пынӑ. ОКБ-ра А. Н. Туполевӑн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ чухне Н. И. Базенков, конструктор подразделенийӗсенчен пӗрне ертсе пынипе пӗрле пӗр вӑхӑтрах 1952 ҫултанпа Ту-95 самолётӑн тата унӑн мӗнпур модификацисен ертӳҫи (тӗп конструкторӗ) пулнӑ, Ту-114 инҫете вӗҫекен пассажир самолётне те модификациленӗ, ҫавӑн пекех нумай самолёта туса кӑларас тата производствӑна кӗртес ӗҫе хутшӑннӑ. 1971 ҫулта тӗп конструкторӑн пӗрремӗш ҫумӗ тата А. Н. Туполевӑн конструктор бюровӗн (ММЗ «Опыт») яваплӑ ертӳҫи пулма ҫирӗплетнӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1957 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса авиаци техники тӑвас ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Николай Ильич Базенкова Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ.

Сӗрме купӑс (ЦКБ-29-та пулнӑ май, сӗрме купӑса хӑй аллипе тунӑ) калама, вырӑс ӳнерҫисен картинисене ҫуллӑ сӑрӑпа ӳкерсе кописем тума юратнӑ.

1973 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче вилнӗ. Мускавра Новодевичье ҫӑвине пытарнӑ.

Базенков Николай Ильич Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн вилтӑпри (Мускав, Новодевичье ҫӑви (7-мӗш участок)).

Ҫемье

  • Арӑмӗ — Базенкова Зоя Васильевна (1902—1988).
  • Пиччӗшӗ — Базенков Борис Ильич (1896—1938) — Бакури тинӗс авиацийӗн офицерсен шкулӗн выпускникӗ тата инструкторӗ, комдив, репрессиленӗ; 1956 ҫулта реабилитациленӗ.
  • Хӗрӗ — Базенкова Елена Николаевна (1941 ҫ.ҫ.), ВИАМ-ра инженер пулса вӑй хунӑ.
  • Ывӑлӗ — Базенков Лев Николаевич (1927—2010) — А. Н. Туполев ячӗллӗ ОКБ-ра ӗҫленӗ, Ту-160 самолётӑн тӗп конструкторӗн ҫумӗ, хисеплӗ авиастроитель, орденсемпе тата медальсемпе чысланӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Базенков Николай Ильич - 110 лет со дня рождения. ruWings.ru (18 акан 2011). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Герой Социалистического Труда Николай Ильич Базенков на сайте Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Базенков Николай Ильич // Герои Труда Чувашии : биобиблиогр. указ / Нац. б-ка Чуваш. Респ. — Чебоксары, 2017. — С. 20.
  • Малясова, Н. Б. Базенков Николай Ильич / Н. Б. Малясова. — Текст : электронный // Чувашская энциклопедия.

Каҫӑсем