Белов Николай Семёнович

Белов Николай Семёнович (1908 ҫулхи акан 25-мӗшӗ, Шуршӑл, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни1972 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗ, Кемӗр, СССР) — ГРЭС тӑвакан, Кемӗр облаҫӗнчи «Кузбассэнерго» энергетика тытӑмӗн «Кемеровоэнерго» районти энергетика управленийӗн пуҫлӑхӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1908 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи Шуршӑл ялӗнче (халӗ — Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Комсомол путёвкипе Мускаври энергетика институтне вӗренме янӑ, 1935 ҫулта вӗренсе тухнӑ.

1947 ҫултанпа «Мосэнерго» тытӑмӗнчи ГРЭС-5 дежурнӑй диспетчерӗ пулса ӗҫленӗ, кайран ӑна Шатура ГРЭСӗн инженерне лартнӑ. Каярахпа Шупашкар ГРЭСӗн тӗп инженерӗ, «Дальэнерго» директорӗ, Инҫет Тухӑҫ энергетика тытӑмӗн управляющийӗ тата Кемӗр облаҫӗнчи «Кузбассэнерго» директорӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл ертсе пынипе Кӑнтӑр-Кузбасс, Томь-Усинск, Беловка ГРЭСӗсене, Ҫӗнӗ Кемӗр тата Анӑҫ-Ҫӗпӗр ТЭЦӗсене электротытӑм монтажне тунӑ.

1964 ҫулта ҫӗршыври ӗҫе кӗртнӗ электричество хӑвачӗсен вуннӑмӗш пайне вӑл ертсе пыракан организаци пурнӑҫланӑ. Ялсене электрификацилес енӗпе пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. Вӑл ӗҫленӗ хушӑра регионти энерготытӑм хӑвачӗ 10 хут ӳснӗ, 4000 мегаваттран иртнӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1966 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнчи хушӑвӗпе ҫӗршыври энергетикӑна аталантарас енӗпе ҫичӗ ҫуллӑх планӑн заданийӗсене пурнӑҫласа пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Николай Семёнович Белова Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне панӑ.

Кемӗр хулинче пурӑннӑ. 1972 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче вилнӗ. Кемӗрти 1-мӗш Тӗп масарта пытарнӑ.

undefined

Астӑвӑм

Кемӗр хулинче Николай Белов пурӑннӑ Ҫурхи урамри 8-мӗш ҫурт ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1].

undefined

Ӑнлантарусем

  1. ^ Фотография мемориальной доски. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Елкин, П. Паллă энергетик / П. Елкин // Коммунизм ялавě. – 1966. – 15 окт.
  • Иванова, В. Ӗҫ Геройӗн ятне тивӗҫнӗ / В. Иванова // Пирӗн сӑмах = Наше слово (Сӗнтӗрвӑрри районӗ). — 2018. — 27 ака. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Гулый, П. Воплощая мечту Ильича : [о Герое Соц. Труда Н. С. Белове] / // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Н. С. Павлов. – Чебоксары, 1971. – С. 216-220 : фот.
  • Мадебейкин, И. Н., Белов Николай Семенович/ Краткая чувашская энциклопедия. – Шупашкар. 2001. — С. 85.
  • Мадебейкин, И. Н., Белов Николай Семенович // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1: А-Е. – С. 200.
  • Пилӗк ҫуллӑх утӑмӗсем: Кузбасс, 1966 ҫул. Саккӑрмӗш кӑларӑм. — Кемерово: Кем. кн. изд-во, 1967. — С. 150;
  • Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем // Историческая энциклопедия Сибири: в 3 т. / Российская академия наук, Сибирское отделение, Институт истории; проектов акад. РАН А. П. Деревянко; гл. ред. В. А. Ламин; отв. ред. В. И. Клименко. — Новосибирск: Историческое наследие Сибири, 2009. — 3: С — Я. — 2009. — С. 707—778;
  • Бритвин, О. Память о выдающем энергетике: 100 лет Николай Семенович Белову / О. Бритвин // Кузбасс. – 2008. – 24 апр. – С. 25: фото.
  • Энергетик от Бога // Кругозор в Кузбассе. – 2008. – 14 ҫу. – С. 4: фото.