Бильдерберг клубĕ

Бильдерберг клубĕ, Билдербер ушкăнĕ, Билдерберг конференцийĕ (акăл. Bilderberg group — Билдерберг ушкăнĕ) — çулсерен иртекен официаллă мар конференци, ĕçлевне 130 яхăн çын хутшăнать, вĕсенчен чылайрахăшĕ политика, бизнес тата банк ĕçлевĕнче ятлă-сумлăскерсем, çаплах анăç МИХ пуçлăхĕсем. Конференцие пайăррăн кăна чĕнсе кĕртеççĕ. Сайт адресĕ: http://www.bilderbergmeetings.org

Клуб ĕçне 383 çын хастар хутшăнать, вĕсенчен 128-ĕ, е виççĕмĕш пайĕ — американсем, ыттисем — европейсем тата азиатсем (япунсем, корейсем, сингапурсем, Тайваньрен тата Гонконгран). «Британника» энциклопеди пĕлтернипе, «конференцире наци политикпе тĕнчери ĕçсене йĕркелесе пыракан çынсем пĕр-пĕринпе куçа-куçăн официаллă мар тĕлпулусенче пурне те касакан йывăр ыйтусене сӳтсе явма пултараççĕ. Кашни конференци хыççăнах тĕлпулу пирки официаллă мар евите малтан тата халĕ тин хутшăннă çынсем хушшинче сараççĕ. Евитре доклад тăвакансем хăйсен çĕр-шывĕ пирки кăна шухăшлаççĕ. Тĕнчери оргкомитет кашни çулах урăх делегатсене чĕнет».

Клуб пухӑвӗсем

Раҫҫей Федерацийӗнчен тӗрлӗ ҫулӗнче унӑн пухӑвӗсенче Григорий Явлинский тата Лилия Шевцова пулнӑ. Анатолий Чубайс икӗ хутчен: 1998 ҫулхи 14 - 17 ҫу (Бильдерберг клубӗн пухӑвӗ, Тернбэри, Шотланди) тата 2012 ҫулта пулнӑ. 2011 ҫулта клуб ӗҫӗнче ОАО «Северсталь» пуҫлӑхӗ Алексей Мордашов хутшӑннӑ. 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Бильдерберг клубĕн кашни ҫул пулса иртекен пухӑвне чӗннӗ пӗртен пӗр Раҫҫей гражданинӗ 2013 ҫултан Францире пурӑнакан Сергей Гуриев пулнӑ.

Ларăвĕсен вырăнĕ

Тиркев, тишкерӳ

Каçăсем

Конспирологи çăлкуçĕсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ High-security fences surround resort town in preparation for summit 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнче архивланӑ., Edmonton Journal, August 18, 2007, Тĕрĕсленĕ çурлан 19-мĕшĕ, 2007 ç.
  2. ^ Asia Times Online :: Asian News, Business and Economy. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  3. ^ Panetta, Alexander Secretive Bilderbergers meet. www.thestar.com. Toronto Star Newspapers Limited (2006). Пӑхнӑ кун: 2006 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  4. ^ What was discussed at Bilderberg? 2007 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче архивланӑ., Turkish Daily News, June 5, 2007, Тĕрĕсленĕ çурлан 18-мĕшĕ, 2007 ç.
  5. ^ Bilderberg Announces 2008 Conference. BusinessWire (2008). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  6. ^ Balkenende to Meet Bush in Washington. NIS News Bulletin (2008). Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.
  7. ^ Demonstrations against the secret meeting of the Bilderbergs in "Aster Palace" hotel, GRReported (17 May 2009).
  8. ^ Guardian.co.uk Charlie Skelton's Bilderberg files. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗ.