Бирь
Бирь (пушк. Бөрө
итле; Бюрсу) — Шурӑ Атӑл умӗнчи сӑртлӑ тӳремлӗхри тата Ӗпхӳ платоӗнчи юханшыв, Шурӑ Атӑлӑн сылтӑм юппи, Пушкӑртстанӑн Мишкино тата Бирск районӗсем тӑрӑх юхать[2][3].
Юханшыв ячӗпе Бирск хулине ят панӑ[4].
Этимологи
Юханшыв ячӗ пушкӑрт чӗлхинчен пулса тухнӑ, «кашкӑр» юханшывӗ тенине пӗлтерет[5].
Раҫҫей патшалӑхӗн географи лексиконӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, тутарсемпе пушкӑртсем ӑна Бюрсу тесе калаҫҫӗ, ку вара Кашкӑр шывӗ тени пулать[4].
Раҫҫей империйӗн географипе статистика сӑмахсарӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, тутарсем ӑна Бюрса тесе калаҫҫӗ, ку вара Кашкӑр шывӗ тени пулать.
Энциклопеди лексиконӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, тутарсемпе пушкӑртсем ӑна Бире-суи тесе калаҫҫӗ, ку вара Кашкӑр шывӗ тени пулать[6].
П. И. Рычков(выр.)чăв. историк-таврапӗлӳҫӗ те ҫакӑн пек ӑнлантарса парать:
Оригиналлӑ текст (выр.)Татары и башкиры именуют ее Бюр су, то есть волчья вода, ибо бюр на их языке значит волк.
Тутарсемпе пушкӑртсем ӑна Бюр су тесе калаҫҫӗ, урӑхла каласан кашкӑр шывӗ, мӗншӗн тесен вӗсен чӗлхинче бюр сӑмах кашкӑра пӗлтерет.
— П. И. Рычков, 1887 — П. И. Рычков. Топография Оренбургская. Оренбург, 1887.[7]
Гидрологи
Юханшыв тӑршшӗ 128 км. Шыв пухӑнакан бассейн лаптӑкӗ — 2200 км², пӗтӗмӗшле 126 м аялалла юхса анать. Шыв тӑкакланнин вӑтам кӑтартӑвӗ — 12,5 м³/с, вӑрринче — 19,8 м³/с. Тӗпрен илсен юр шывӗпе тулса тӑрать[3][8].
Ҫӑлкуҫӗ — Ҫӗнӗ Троицки ялӗнчен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле 190 м ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ Бухмень кӳлли[2][3][9].
Мишкино районӗ тӑрӑх ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле, Бирск районӗ тӑрӑх кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле юхать[3].
Шурӑ Атӑла унӑн вӑрринчен 262 км ҫӳлерех юхса кӗрет[3]. Вӑррин ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 70 м[10]. Шыв ҫӑлкуҫӗсем нумай пулнӑран вӑрри патӗнче юханшыв шӑнмасть[2].
Сылтӑм юпписем — Казяш, Иняк, Чегуда, Шады, Сухояз, Кынгыр тата ыттисем те[3], сулахай юпписем — Бишелап, Кутькина.
Оригиналлӑ текст (выр.)Рождается она из ключа, затем, примерно на 5-м километре, вновь уходит под землю и только у деревни Малое Накаряково выбивается на поверхность множеством родников, с каждой сотней метров набирает силу и из лесной глухомани выходит в долину. Здесь на Бири много глубоких омутов, тихих плёсов, бурных перекатов.
Вӑл ҫӑлкуҫран пуҫланать, вара 5 ҫухрӑмра тейӗн каллех ҫӗр айне кӗрсе ҫухалать, Кӗҫӗн Накаряково ялӗ патӗнче кӑна нумай ҫӑлкуҫ пулса ҫӗр ҫине тухать, кашни ҫӗр метр иртнӗҫемӗн вӑй илсе пырать те вӑрман ӑшӗнчен айлӑма тухать. Кунта Бирь ҫинче тарӑн авӑрсем, лӑпкӑ шыв тӑрӑхӗсем, хӑвӑрт юхӑмсем нумай.
— «Рыболов-спортсмен» альманах, 41 №[11]
Гидроморфологи
Бассейн рельефӗ сӑртлӑ-тӳремлӗ — юханшывсемпе тата ҫырмасемпе пайланнӑ; пермь тапхӑрӗнчи ӗпхӳ тата кӑнкур ярусӗсенчи алевролитсенчен, хӑйӑрла тӑпрасенчен, конгломератсенчен, гипссемпе ангидритсенчен тытӑнса тӑрать. Пуҫламӑшӗнче уҫӑ карбонатлӑ карст тата хупӑ сульфатлӑ карст сарӑлнӑ[3].
Юханшыв ҫулӗ авӑнчӑк, сарлакӑшӗ 5 метртан пуҫласа 20 метр таранах, тарӑнӑшӗ — 2 метртан пуҫласа 4 метр таранах. Тӗпӗ юшкӑнлӑ[12].
Юханшыв хӗррипе сӑрӑ вӑрман тата кӑсӑклӑ-кӗллӗ тӑпрасем ҫинче ӳсекен сарлака ҫулҫӑллӑ вӑрмансем вырнаҫнӑ. Бассейнӑн вӑрманлӑхӗ — 29 % патнелле, сухаланӑ ҫӗрсем — 47 %.
Десяткино(выр.)чăв. ял патӗнче Десяткино шарлакӗ вырнаҫнӑ[13].
Гидротехника ҫурт-йӗрӗ
1945 ҫулта Бирск хулине эвакуациленӗ Ленинградри сывлӑш сӑнавӗпе ҫыхӑну ҫар училищин курсанчӗсем Десяткино(выр.)чăв. ял ҫывӑхӗнче пӗчӗк ГЭС туса лартнӑ[13].
2010 ҫулта Мишкино районӗнче 1930—1950-мӗш ҫулсенче пулнӑ гидроузела ҫӗнӗрен юсама пуҫланӑ, ун ҫинче Камеево ялӗнчи Камеево ГЭСӗ тата Баш-Байбаково ялӗнчи Баш-Байбак ГЭСӗ ӗҫленӗ[14].
Шыв реестрӗн даннӑйӗсем
Раҫҫейри патшалӑх шыв реестрӗн даннӑйӗсем тӑрӑх вӑл Чулман Атӑл бассейнне кӗрет, юханшывӑн шыв хуҫалӑх лаптӑкӗ — Бирск хулинчен пуҫласа вӑрриччен тӑсӑлакан Шурӑ Атӑл, юханшывӑн кӗҫӗн бассейнӗ — Шурӑ Атӑл. Юханшыв бассейнӗ — Чулман Атӑл[8].
Патшалӑх шыв реестрӗнчи объект кочӗ — 10010201612111100025407[8].
Сӑнсен пуххи
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 11. Средний Урал и Приуралье. Вып. 1. Кама / под ред. В. В. Николаенко. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 324 с.
- ^ 1, 2, 3 Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 В. А. Балков. Бирь, река // Пушкӑрт энциклопедийӗ / гл. ред. М. А. Ильгамова. — Уфа : ГАУН «Башкирская энциклопедия», 2015—2020. — ISBN 978-5-88185-306-8.
- ^ 1, 2 Бирь (выр.). viewer.rsl.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ. // Географический лексикон Российского государства (выр.). search.rsl.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ. / Полунин, Ф. А. — Напечатан в Москве: При Императорском Московском университете, на иждивении Христиана Лудвига Вевера, 1773. — 479 с. — С. 30-31.
- ^ Поспелов, Евгений Михайлович. Географические названия России: топонимический словарь. — АСТ; Астрель, 2008.. — С. 109. — 523 с. — ISBN 978-5-17-054966-5.
- ^ Бирь (выр.). dlib.rsl.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ. // Энциклопедический лексикон. Том VI: БИН—БРА. СПб, 1836. — С. 37.
- ^ А. А. Камалов. Словарь топонимов Башкирской АССР. / Т. М. Гарипова, А. А. Камалова (отв. ред.), 3. Г. Ураксина.. — Башкирское книжное издательство, 1980. — С. 38. — 200 с.
- ^ 1, 2, 3 Бирь (выр.). Государственный водный реестр. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ Топографическая карта Бирска с окрестностями (выр.). www.etomesto.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ Топографическая карта Бирска с окрестностями (выр.). www.etomesto.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ Князев Г. Здесь стоит побывать // Альманах «Рыболов-спортсмен». — № 41.
- ^ Полякова Л. Р., Якина С. В. Биоразнообразие водных беспозвоночных пресных водоёмов Бирского района республики Башкортостан. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Наш Урал. Достопримечательности Бирска: Десяткинский порог на реке Бирь (выр.). Наш Урал и весь мир (2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ В Мишкинском районе Башкортостана завершен первый этап работ по возведению гидроузла на реке Бирь (выр.). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Государственный водный реестр (2026 çулхи пушӑн 27-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Башҡорт энциклопедияһы: 7 томда(пушк.) (2026 çулхи пушӑн 27-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)