Болтасёва Александра Евгеньевна

Болтасёва Александра Евгеньевна (ҫур. 1978 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ, Канаш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫей тата Америка физикӗ. Вӑл нанофотоника тата метаматериалсен сферинче специалист шутланать. Электротехника тата шутлакан техника профессорӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Пердью университетӗнчи Рон тата Дотти Гарвин Тоньессен ячӗллӗ профессор (Ron and Dotty Garvin Tonjes Distinguished Professor of Electrical and Computer Engineering). Вӑл темиҫе хисеплӗ ӑслӑлӑх общество членӗ. Вӗсен шутне АПШри изобретательсен наци академийӗ (NAI), OSA, SPIE, IEEE тата Америка физика обществи (APS) кӗреҫҫӗ.

Кун-ҫулӗ

Канаш[1] (Чӑваш Ен) хулинче ҫуралнӑ, инженерсен ҫемйинче ӳснӗ. Ашшӗ — инженер-электрик, амӑшӗ прикладной математика енӗпе дипломлӑ пулса тӑрса тӑван хулари пӗрремӗш компьютер системисемпе ӗҫленӗ[2]. МФТИ пӗтӗмӗшле тата прикладной физика факультечӗн бакалавриатне (1999) тата магистратурине пӗтернӗ (2000), тӗпчев проекчӗсене П. Н. Лебедев ячӗллӗ РӐА Физика институчӗн инжекци лазерӗсен лабораторинче пурнӑҫланӑ. 2000 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Дани техника университечӗн аспирантурине вӗренме кӗнӗ, 2004 ҫулта унта Сергей Божевольный профессор ертсе пынипе «Integrated-Optics Components Utilizing Long-Range Surface Pasmlon Polaritons» темӑпа диссертаци хӳтӗленӗ те PhD in Electrical Engineering степеньлӗ пулса тӑнӑ.

2002–2005 ҫулсенче фотоника облаҫӗнче икӗ проектра (Micro Managed Photons тата Alight Technologies) ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Дани техника университетне постдок, кайран доцент (2007–2010) пулса таврӑннӑ. 2008 ҫултанпа Пердью Университетӗнче вӗрентет, 2016 ҫултанпа — профессор. 2011 ҫултанпа ҫавӑн пекех DTU адъюнкт-профессорӗ пулса ӗҫлет.

2009–2012 ҫулсенче — Эрланген-Нюрнберг Университечӗн вӗрентме чӗнсе илнӗ профессор шутланнӑ.

2016–2021 ҫулсенче — Америка оптика обществин Optical Materials Express журналӑн тӗп редакторӗ[3].

Тӗпчевсем

Нанофотоника, оптика метаматериалӗсен тата нанотехнологин тӗпчев ӗҫӗсем ҫинче специализациленет, плазмоникӑпа нанофотон технологийӗсем, нанолитографин, нановиҫеллӗ оптика, материалсем ӳстермелли тата нанопроизводствӑн материалӗсем тӗлӗшпе уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрать. Тӗпчев ӗҫӗсен тӗп теми — плазмонлӑ тата нанофотонлӑ хатӗрсемпе усӑ курмалли ҫӗнӗ мелсене шыраса тупасси.

Организацисенче тӑни

  • Америкӑн Оптикӑлла пӗрлӗхӗн пайташӗ (OSA, 2015) — нанофотоникӑна пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата ҫӗнӗ плазмонлӑ материалсем тупса палӑртнӑшӑн[4].
  • Оптикӑпа фотоника пӗрлӗхӗн пайташӗ (SPIE, 2017) — плазмонлӑ материалсем тӗлӗшӗпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн[5].
  • Электротехника тата электроника инженерӗсен институчӗн пайташӗ (IEEE, 2020) — плазмонлӑ тата нанофотонлӑ хатӗрсене тумалли ҫӗнӗ материалсене тӗпченӗшӗн[6].
  • Изобретательсен наци академийӗн пайташӗ (NAI, 2020)[7].
  • Материалсем тӗпчекен обществӑн пайташӗ (MRS, 2021) — плазмонлӑ тата оптикӑллӑ метаматериалсем, ҫав шутра микросхема валли плазмон хумпроводсем, пысӑк температурӑллӑ нанофотоника, пайӑркана ҫав тери сахаллӑн пӑракан оптика структурисем тата ӗнерлеме май пур плазмоника тӑвассишӗн тӳпе хывнӑшӑн[8].
  • Америка физика обществин (APS) членӗ (2023) — нанофотоника тата метаматериалсем ӑслӑлӑхне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[9].

Хисепӗсем

  • 2011 — MIT Technology Review[10] журналӑн «35 ҫулчченхи чи лайӑх 35 инноватор» списока кӗни;
  • 2013 — Материалсем тӗпчекен обществӑн «Чаплӑ пуҫлакан тӗпчевҫӗ» премийӗ[11];
  • 2013 — IEEE фотоника обществин «Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ» премийӗ[12]  ;
  • 2018 — Ҫамрӑксем валли йӗркеленӗ Блаватник премийӗн финалисчӗ[13];
  • 2020–2024 — Web of Science хатӗрленӗ версире[14] анлӑ цитатӑланакан тӗпчевҫӗ (Highly Cited Researcher);
  • 2022 — Гуггенхайм стипендийӗ[15][16];
  • 2023 ҫул — Америка физика обществин (APS) членӗ;
  • 2023 ҫул — Оптика обществин (OSA) Р. В. Вуд премийӗ (R. W. Wood Prize)[17]

Ҫемье

  • Упӑшки — Владимир Михайлович Шалаев, физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Пердью Университечӗн тава тивӗҫлӗ профессорӗ[18].
  • Аслӑ аппӑшӗ — Маргарита Евгеньевна Соловьянова, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Хусанти РАНХиГС филиалӗн преподавателӗ[1][19].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Гордость школы. gazeta-kanash.cap.ru (15 юпан 2008). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  2. ^ Interview with Prof. Alexandra Boltasseva (англ.). eeweb.com (31 кӑрлачӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗ.
  3. ^ OSA Publishing Announces New Editors-in-Chief for Three Journals. optica.org (7 кӑрлачӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ Optica Fellows. optica.org. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  5. ^ SPIE Women in Optics. twitter.com (8 пушӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  6. ^ Prof. Alexandra Boltasseva named IEEE Fellow. purdue.edu (5 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
  7. ^ Purdue’s innovative impact further enriched as 3 engineering professors chosen as National Academy of Inventors fellows. purdue.edu (9 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  8. ^ 2021 MRS Fellows. mrs.org. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  9. ^ APS Fellow Archive. aps.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
  10. ^ Alexandra Boltasseva, 33. technologyreview.com. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  11. ^ Outstanding Early Career Investigator Award. mrs.org. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  12. ^ Young Investigator Award Winners. photonicssociety.org. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  13. ^ National finalists. blavatnikawards.org. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
  14. ^ Alexandra Boltasseva. publons.com. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  15. ^ Boltasseva receives prestigious Guggenheim Fellowship. purdue.edu (13 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
  16. ^ Alexandra Boltasseva. gf.org. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  17. ^ R. W. Wood Prize. optica.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
  18. ^ Александра Болтасёва. Пять вечеров и одна свадьба (байки о науке). marie-olshansky.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ.
  19. ^ Руководство. Педагогический (научно-педагогический) состав. kaz.ranepa.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем