Бондарев Александр Витальевич

Бондарев Александр Витальевич (ҫур. 1990 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ, Ишлей, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — Раҫҫей самбисчӗ, Раҫҫей Кубокӗн вылявӗсен ҫӗнтерӳҫи тата призёрӗ, Раҫҫей чемпионачӗсен чемпионӗ тата призёрӗ, тӗнчери турнирсен ҫӗнтерӳҫи тата призёрӗ, Тӗнче Кубокӗн вылявӗсен призёрӗ, тӗнче класслӑ Раҫҫей спорт мастерӗ. Ҫӗршывӑн самбо енӗпе пӗрлештернӗ командин пайташӗ. Раҫҫейри ӑмӑртусенче Чӑваш Ен командине тупӑшать[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1990 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи Ишлеи ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Олимп резервӗсен Шупашкарти 10-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Олимп резервӗн Шупашкарти училищинчен тата И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн физкультура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ (2015)[2].

Г. А. Ильин, С. А. Пегасов тата С. А. Малов ертсе пынипе тренировкӑсем тунӑ[3].

2010 ҫулта Раҫҫейӗн спорт мастерӗ пулса тӑнӑ.

2013 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче 55-нг номерлӗ приказпа килӗшӳллӗн ӑна «Тӗнче класслӑ Раҫҫей спорт мастерӗ» ят панӑ[4].

2022 ҫулта самбо енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинчи самбо федерацийӗнче ҫар самбо енӗпе аслӑ тренерта ӗҫлет[5].

Спорт результачӗсем

  • 2014 ҫулта самбо енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ — 3;
  • 2015 ҫулта самбо енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ — 3;
  • 2016 ҫулта самбо енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ — 3;
  • 2017 ҫулхи М. Бурдиков мемориалӗ — 1[6];
  • 2019 ҫулта самбо енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ — 1;
  • 2022 ҫулта самбо енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ — 3;
  • Тӗнче Кубокӗнчи пӗтӗмӗшле зачёчӗн кӗмӗл призёрӗ (2012);
  • «А. Аслаханов парнисемшӗн» Тӗнче Кубокӗн этапӗн ҫӗнтерӳҫи (2012);
  • Тӗнче Кубокӗн этапӗсен пӑхӑр призёрӗ (Уральск 2011, 2012 тата 2014 ҫулсенчи А. Харлампиев мемориалӗ);
  • Студентсен хушшинче иртнӗ Тӗнче Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (2012)[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Лощинина София. Дмитрий Трошкин: «Мы рассчитываем на победу наших ребят». sambo.ru. Всероссийская федерация самбо (21 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  2. ^ Бондарев Александр. Всероссийская федерация самбо. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Александр Витальевич Бондарев. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ Бондарев Александр Витальевич. Министерство спорта Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  5. ^ Чувашская Республиканская федерация самбо. sambo.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  6. ^ Результаты 2 дня международного турнира по самбо "Мемориал М.Бурдикова". sambo.ru. Всероссийская федерация самбо (23 ҫурлан 2017). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.

Каҫӑсем