Борисов Иван Дмитриевич
| Борисов Иван Дмитриевич | |
|---|---|
| |
| Ҫуралнӑ вӑхӑт | 1913 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ |
| Ҫуралнӑ вырӑн | |
| Вилнӗ вӑхӑт | 1939 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ (26 ҫул) |
| Вилнӗ вырӑн | |
| Пӑхӑнни | СССР |
| Ҫар тӗсӗ | |
| Звани | |
| Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем | |
| Наградӑсемпе хисепсем | |
Борисов Иван Дмитриевич (1913 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ, Мытищи[d], Мускав кĕперни — 1939 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ, Финлянди) — совет саманин ҫар тата тинӗс летчикӗ. Халхин-Голти ҫапӑҫусене тата совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑскер. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1940 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн). Аслӑ лейтенант (1938 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ). 1939 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫунакан самолетпа таран туса финсен зенит батарейине пӗтернӗ[1].
Пурнӑҫӗ
Иван Борисов 1913 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Раҫҫей империйӗнчи Мускав кӗпӗрнине кӗрекен Мускав уесӗнчи Мытищи хулинче (халӗ Раҫҫей Федерацийӗнчи Мускав облаҫӗ) ӗҫ ҫыннисен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. 1929 ҫулта шкулта ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн хулари тӗрлӗ предприятисенче тӗрлӗ ӗҫре вӑй хунӑ. 1930 ҫулта Мускава куҫса кайсан фабрикӑпа заводри вӗрентӳ шкулне вӗренме кӗнӗ. Практикӑна Мускаври «Динамо» савутра малтан токарь пулӑшуҫи пулса, кайран токарьте ӗҫлесе ирттернӗ. 1931 ҫулта ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Харькова куҫнӑ та Харьковри «Ҫурлапа мӑлатук» мотор тӑвакан савутра токарь пулма ӗҫе вырнаҫнӑ[2].
1932 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ Флотне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1935 ҫулта Иван Борисов комсомол путёвкипе Харьковри 9-мӗш ҫар летчикӗсен шкулне вӗренме кӗнӗ. 1933 ҫулхи раштавра[3] унтан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарӗн Ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенчи 24-мӗш уйрӑм эскадрильине янӑ, унта вӑл 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен лётчик тата аслӑ лётчик пулса хӗсметре тӑнӑ. 1936 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӑна Борисоглебскра вырнаҫнӑ Осоавиахим ячӗллӗ Хӗрлӗ Ялавлӑ 2-мӗш ҫар лётчикӗсен шкулне (халӗ В. П. Чкалов ячӗллӗ Борисоглебскри вӗҫев йышне хатӗрлекен вӗрентӳ авиаци центрӗ) звено командирӗсен курсне вӗренме янӑ[4]. 1937 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Балтика флочӗн Ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенчи 31-мӗш авиаци бригадинче звено командирӗ пулнӑ. 1938 ҫулхи кӑрлачранпа — Балтика флочӗн Ҫарпа сывлаш вӑйӗсенчи 61-мӗш истребитель авиаци бригадинчи 5-мӗш истребитель авиаци полкӗнче пилотласси техникине вӗрентнӗ тата эскадрилья командирӗн пулӑшуҫи пулнӑ. 1938 ҫулхи ака уйӑхӗнче И. Д. Борисова Балтика флочӗн Ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенчи 5-мӗш истребитель авиаци полкне куҫарнӑ, ку полк Ленинград облаҫӗнчи Низино аэродромӗнче тӑнӑ. Вӑл И-15 бис, И-153 «Чайка» самолётсем ҫинче вӗҫнӗ.
1939 ҫулхи ҫу-авӑн уйӑхӗсенче Иван Борисов ятарлӑ авиаци эскадрильи йышӗнче Халхин-Гол юханшывӗ ҫинче Япони ҫарӗсене хирӗҫ пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, унта вӑл 17 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ. Халхин-Голти ҫапӑҫусенче палӑрнӑшӑн ӑна Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чыслама тӑратнӑ, анчах та чысласси пулса иртмен[5].
1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа И. Д. Борисов аслӑ лейтенант совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ, вӑл Балтика флочӗн Ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенчи 61-мӗш истребитель авиабригадинчи 5-мӗш истребитель авиаци полкӗн авиаэскадрилья командирӗн пулӑшуҫи пулнӑ. 1939 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче Эстонири Палдиски порчӗ тӗлӗнче Финн кӳлмекӗ ҫийӗн иртнӗ сывлӑшри ҫапӑҫура вӑл 1/LLv 36 йышӗнчи финсен R.29 «Ripon» IIF гидросамолётне (борт номерӗ Ri-155) персе антарнӑ. Ҫак вӑхӑтра Е. Ухананти кӗҫӗн лейтенант вилнӗ, К. Седерхольм пилот-сержант парашютпа сикнӗ, анчах ӑна сывлӑшрах персе вӗлернӗ[6]. Пурӗ ҫапӑҫусем пынӑ вӑхӑтра 10 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ.
Раштавӑн 25-мӗшӗнче Ханко ҫурутравӗ тӗлӗнче тепӗр ҫар хушӑвне пурнӑҫланӑ чухне И. Д. Борисов аслӑ лейтенантӑн самолечӗ ҫине ҫӗр ҫинчен зениткӑран пенӗ. Самолета ҫавӑрса, Иван Дмитриевич питӗ аялта вӗҫсе зенит батарейине тапӑннӑ, анчах самолёта сиенлетнӗрен вӑл финсен позицийӗ ҫине ӳкнӗ[7]. И. Д. Борисов аслӑ лейтенантӑн паттӑрлӑхне командовани тӗрлӗрен йышӑннӑ. Пӗрисем ӑна вутлӑ таран тунӑ паттӑр тесе шутланӑ[8] тата Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне пама тӑратнӑ, теприсем вара «авиаци эскадрильин командирӗ И. Д. Борисов ҫар хушӑвне пурнӑҫланӑ чухне ытлашши хӑрушлӑха кӗнӗ тесе шутланӑ. Питӗ аяла анса зенит батарейи ҫине тапӑннӑ. Ҫак сӑлтава пула ӑна персе антарнӑ»[9]. Ҫавӑнпа та 1940 ҫулта И. Д. Борисов Англин виҫӗ истребителӗпе пӗр тан мар ҫапӑҫура пуҫне хунӑ текен верси официаллӑ пулса тухнӑ[10].
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1940 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «финсен шурӑ гвардеецӗсемпе кӗрешекен фронтра командованин ҫар хушӑвне тӗслӗхлӗн пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Иван Борисов аслӑ лейтенанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ята панӑ[11].
Ӑна Ханко ҫурутравӗнче Флот Ҫурчӗ умӗнчи лапамри тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ[12].
Хисепӗсем
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (1940 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн);
- Ленин орденӗ (1940 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн).
Астӑвӑм
- И. Д. Борисов Совет Союзӗн Паттӑр ятне Ленинград облаҫӗнчи Лебяжье посёлокри мемориалта ҫырса хӑварнӑ.
- Финсем, совет летчикӗн паттӑрлӑхне тӗлӗнсе, ратуша умӗнчи лапамра ӑна палӑк лартнӑ[13].
Ӑнлантарусем
- ^ Воробьев Е. Морские лётчики — Герои Советского Союза. Борисов Иван Дмитриевич. // Морской сборник. — 2009. — № 4. — С. 80—81.
- ^
Борисов Иван Дмитриевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Выпускники Харьковского (Чугуевского) военного авиаучилища лётчиков.
- ^ Борисоглебское высшее военное авиационное ордена Ленина Краснознамённое училище лётчиков имени В. П. Чкалова.
- ^ И. Д. Борисов на сайте выпускников Борисоглебского ВВАУЛ.
- ^ «Starshiy Leytenant Ivan Dmitrievich Borisov HSU».
- ^ Советско-финляндская война 1939—1940. В 2 т. Том II. / Сост.: П. В. Петров, В. Н. Степаков. — СПб.: ООО «Издательство „Полигон“», 2003. — С. 90.
- ^ Боевая летопись ВМФ, 1917—1941. Кн. 1. — М., 1992. — С. 641
- ^ РГАВМФ, ф. Р-1594, оп. 4, д.3, л.9.
- ^ Григорьев И. Иван Борисов // Герои Советского Союза. Лётчики-балтийцы. — М-Л.: Военмориздат НКВМФ СССР, 1940. — С. 106.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 07.02.1940 г. «О присвоении звания Героя Советского Союза старшему лейтенанту Борисову И. Д., капитану Крохалеву А. И. и капитану Ракову В. И.» // Ведомости Верховного Совета СССР. — 1940. — № 9.
- ^
Борисов Иван Дмитриевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Вскормлённые с копья. flot.com. Mil.Press FlotProm. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Герои Советского Союза Военно-Морского Флота. 1937—1945: 1945: биографический справочник / сост.: П. Г. Тарасов, Ш. Я. Биллевич, В. А. Блохин и др.; под общ. ред. В. Н. Алексеева.. — Воениздат, 1977. — С. 81. — 558 с.
- Давыдов И. В. Дыхание бессмертия. — Современник, 1979. — 288 с.
- Кабанов С. И. На дальних подступах. — Воениздат, 1971. — С. 105—106. — 304 с.
- Тиркельтауб С. В., Степаков В. Н. Против Финляндии. Советская морская авиация на Балтике в войне 1939—1940 годов. — Б&К, 2000. — С. 28.
Каҫăсем
- И. Д. Борисов на сайте «Красные соколы»
- И. Д. Борисов на сайте выпускников Борисоглебского ВВАУЛ
- И. Д. Борисов на сайте «Уголок неба»
- Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1913 ҫулта ҫуралнисем
- Раҫҫей империйӗнче ҫуралнисем
- Раштавӑн 25-мӗшӗнче вилнисем
- 1939 ҫулта вилнисем
- Финляндире вилнисем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Борисоглебскри лётчиксен аслӑ ҫар аваици училищинчен вӗренсе тухнисем
- Таран тунӑ лётчиксем
- СССР тинӗс авиацийӗн лётчикӗсем
- Финляндире пытарнисем
