Борисов Леонид Николаевич

Бори́сов Леони́д Никола́евич (1915, Сестрорецк[d], Санкт-Петербург кĕперни1945 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ, Опольское воеводство[d]) — гварди аслӑ лейтенанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ.

Пурнӑҫӗ

Рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкул, унтан фабрикӑпа завод училищине вӗренсе пӗтернӗ. Карл Маркс ячӗллӗ заводра, кайран Сестрорецк хулинче С. П. Восков ячӗллӗ заводра слесарь пулса ӗҫленӗ. Авланнӑ, хӗр ҫуралнӑ. Инженер пулма ӗмӗтленнӗ. 1939 ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Сестрорецк райвоенкомачӗ ӑна Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ[1] . 1941 ҫулта Ленинградра кӗҫӗн лейтенантсен курсӗнче вӗреннӗ. Ӑна вӗоренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн лейтенант ятне илнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан — фронтра пулнӑ. Пӗр ҫапӑҫура аманнӑ, госпитальте выртнӑ. Ун хыҫҫӑн военкоматра ӗҫленӗ. Хӑйне фронта яма ыйтса ҫитнӗ. КПСС йышне тӑма кандидат пулнӑ[2]. 1945 ҫул тӗлне — гварди аслӑ лейтенанчӗ, 1-мӗш Украински фронтӑн 5-мӗш гварди ҫарӗн 33-мӗш гварди стрелоксен корпусӗн 78-мӗш гварди стрелоксен Висла дивизийӗн 228-мӗш гварди стрелоксен полкӗн рота командирӗ.

1945 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Одер юханшывӗн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчи ҫапӑҫусенче Бризен ялӗ (Польша, Бжег хулинчен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫалла 2 ҫухрӑмра) патӗнче Л. Н. Борисов рота командирӗ салтакӗсене атакӑна илсе кайнӑ. Вӑл хӑй темиҫе гитлеровеца тӗп тунӑ[2]. Малалла каякансене тӑшман ДОТӗнчи пулемёт чарсан, Борисов амбразурӑна хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ. Рота атакӑна ҫӗкленнӗ тата тӑшманӑн ҫирӗплетнӗ вырӑнӗсене пӗтернӗ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи Указӗпе Л. Н. Борисов гварди аслӑ лейтенантне вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[3].

Ӑна Линден ялӗнче (Липки, Польша, Бжег хулинчен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫалла 5 ҫухрӑмра) пытарнӑ[2][4].

Астӑвӑм

1964 ҫулта Сестрорецк райвоенкомачӗ тата хула общественноҫӗ ӗҫлекенсен депутачӗсен районти Канашӗ умӗнче Сестрорецк хулинчи пӗр урама Леонид Борисов ятне парас тесе пуҫарупа тухнӑ. Пуҫарӑва ырланӑ: Володарский урамӗнчен пуҫласа Сестра юханшывӗн ҫыранӗ хӗрриччен пыракан Кирочная урама Борисов урамӗ ят панӑ[5]. 1969 ҫулта ҫак урамри 1-мӗш ҫуртӑн фасачӗ ҫинче асӑну хӑми (архитекторӗ — Е. П. Линцбах) вырнаҫтарнӑ[5]. Паттӑр ятне ҫавӑн пекех Санкт-Петербург хулинчи урама панӑ[2].

Сестрорецкри С. П. Восков ячӗллӗ инструмент савучӗн ҫуртӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Ун ҫинче ҫапла ҫырнӑ: «Кунта Совет Союзӗн Паттӑрӗ Леонид Николаевич Борисов ӗҫленӗ, вӑл 1945 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче Александр Матросовӑн паттӑрлӑхне тепӗр хут кӑтартнӑ»[6]. Л. Н. Борисовӑн паттӑрлӑхӗ пирки Восков ячӗллӗ савут музейӗнче тата 434-мӗш шкулӑн (Разлив посёлокӗ) таврапӗлӳ музейӗнче пӗлме пулать. Борисов вӗреннӗ фабрикӑпа завод вӗрентӗвӗн кивӗ шкул ҫуртӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[7]. 2003 ҫулта Леонид Борисова халалласа асӑну стелли уҫнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 793756. Д. 6. Л. 148 архив материалӗсем).
  2. ^ 1, 2, 3, 4 [[1](https://victorymuseum.ru/encyclopedia/heroes/borisov-leonid-nikolaevich/) Борисов Леонид Николаевич]. Музей Победы. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  3. ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 686046. Д. 176. Л. 150 архив материалӗсем).
  4. ^ Имена Героев Советского Союза на карте Курортного района. — 2010. — С. 2.
  5. ^ 1, 2 [[2](https://memgid.ru/object/2828) Мемориальная доска в честь Борисова Л.Н.] Книга Памяти Северо-Западного федерального округа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  6. ^ [[3](http://encspb.ru/object/2805530427) Борисову Л. Н., мемориальная доска]. Энциклопедия Санкт-Петербурга. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  7. ^ В курортном городе «С» (газета). — 1997. — С. 4.