Борисов Михаил Алексеевич (лётчик)
Борисов Михаил Алексеевич (1917 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ, Раненбургский уезд[d], Рязань кĕперни — 1942 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ) — СССР ҫар-тинӗс флочӗн тинӗс авиацийӗн совет саманин истребитель-летчикӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче икӗ хут таран тунӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1965 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн). Кӗҫӗн лейтенант (1940)[1].
Пурнӑҫӗ
1917 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче Липецк облаҫӗнчи Чаплыгин районне кӗрекен Топтыково ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1931 ҫулта Мускава куҫса кайнӑ. 1934 ҫулта ВЛКСМ ретне кӗнӗ. 1932 ҫулта 2-мӗш вӑтам шкулта 6 класс тата Вайтович ячӗллӗ Мускаври вагон юсакан завод ҫумӗнчи ФЗУ шкулне вӗренсе пӗтернӗ[2]. Заводра столяр тата столяр вӗренекенӗ пулса ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах аэроклубра вӗреннӗ[3].
1938 ҫулта ӑна Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1939 ҫулта Чкалов ячӗллӗ Борисоглебскри 2-мӗш ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ, малтан Беларуҫри Уйрӑм ҫар округӗн Ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенчи 162-мӗш тӗпчесе пӗлекен авиаци полкӗнче кӗҫӗн лётчик пулса хӗсметре тӑнӑ, кӗҫех ӑна ҫав округри Сывлӑшри тапӑнӑва сирекен хӳтӗлевӗн 126-мӗш истребитель авиаполкне аслӑ лётчик пулма куҫарнӑ. 1939 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ. 1940 ҫул вӗҫӗнче «И-16» самолётсен звени йышӗнче патрульте тӑнӑ чухне нимӗҫсен «Ju-88» тӗпчесе пӗлекен самолетне тытса чарнӑ та ӑна ҫӗр ҫине анса ларттарнӑ, 1940 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче ӑна ҫакӑншӑн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсенчен кӑларса янӑ[2], Мускаври Фрунзе ячӗллӗ аэроклубра инструктор-летчик пулса ӗҫленӗ[4].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ хыҫҫӑнах 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна каллех Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ Флотне чӗннӗ. Тинӗс-ҫар Флочӗн Ҫарпа сывлӑш вӑйӗсенчи 2-мӗш запас авиаполкӗнче инструктор-летчик пулса хӗсметре тӑнӑ. 1942 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пилотлама лартнӑ, ака уйӑхӗнче вара — Хура тинӗс флочӗн 62-мӗш истребитель авиаполкӗнчи звено командирӗ пулса тӑнӑ. 1942 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа утӑччен ӑна Тинӗс-ҫар Флочӗн 9-мӗш истребитель авиаполкне куҫарнӑ пулнӑ, ун хыҫҫӑн хӑйӗн 62-мӗш иап-не таврӑннӑ.
1942 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 102 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ. Севастопольти Тӗп тинӗс-ҫар базине сывлӑшран хӳтӗлеме Новороссийск патӗнчи Мысхако аэродромӗнчен вӗҫсе тухнӑ, тӑшман тылӗнче сывлӑшран разведка тунӑ, бомбардировщиксемпе штурмовиксене сыхласа пынӑ. 1942 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче Борисов хӑйӗнпе пӗрле вӗҫекен Низовский сержантпа Новороссийскри ҫар объекчӗсене сӑнласа вӗҫӗкен «Ju-88» тӗпчесе пӗлекен сывлӑш самолётне персе антарнӑ. Ҫурлан 9-мӗшӗнче Новороссийск патӗнчи сывлӑшри ҫапӑҫура «He-111» самолета аркатнӑ[5]. Хӑш-пӗр авторсем палӑртнӑ тӑрӑх, 1942 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ тӗлне М. А. Борисов шутӗнче хӑй тӗллӗн ҫӗнтерни 2 хут тата ушкӑнпа ҫӗнтерни 1 хут пулнӑ[6].
1942 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче (ҫухатусем ҫинчен калакан хӑш-пӗр иккӗмӗшле документсенче йӑнӑш вӑхӑт — утӑн 10-мӗшӗ тесе кӑтартнӑ, кайран ку М. А. Борисов ҫинчен ҫырнӑ публикацисене те куҫнӑ)[7] Борисов Холявко сержантпа пӗрле Новороссийск патнелле килекен нимӗҫсен 5 бомбардировщикӗнчен тӑракан ушкӑна хирӗҫ тытса чарма «ЛаГГ-3» самолётпа Геленджик аэродромӗнчен вӗҫсе тухнӑ. Вӗсене асӑрхасан, Борисов тӳрех малта пыраканне персе антарнӑ (хӑш-пӗр публикацисем тӑрӑх — амантнӑ), Холявко вара — юлашкине персе антарнӑ, ҫакӑн пирки самолётсен йӗрки пӑсӑлнӑ. Тӑшмана Новороссийска ярас мар тесе, Борисов сывлӑшри тарана кайнӑ. Чи ҫывӑхри бомбардировщик патне хыҫран аялтан пырса, вӑл унӑн хӳрине пырса ҫапӑннӑ. Икӗ самолечӗ те сывлӑшра саланма пуҫланӑ, вара Борисов хӑйӗн ҫунакан самолётне аяларах вӗҫекен иккӗмӗш бомбардировщик ҫине тӗллесе янӑ, унӑн ҫунаттине пырса ҫапӑннӑ, ҫапла майпа ҫар ӗҫӗнче сайра тӗл пулакан икӗ хут таран тунӑ. Нимӗҫ хучӗсем тӑрӑх 55-мӗш бомбардировщиксен эскадрин штабне кӗрекен Фридрих Фогель обер-лейтенантӑн Не-111Н-6 (w/n 7063) самолётне пӗтерни ҫинчен тӗплӗн ҫирӗпленет — таран туни пирки чӗрӗ юлнӑ бомбардировщиксен экипажӗсем пӗлтернӗ; пӗтӗм экипажӗ (5 ҫын) вилнӗ. Иккӗмӗш «Хенкеле» таран туни пирки ун пек ҫирӗплетӳ ҫук, анчах ҫурлан 10-мӗшӗнче Новороссийск тӗлӗнче сывлӑшра нумай ҫапӑҫу пынӑран, унта нимӗҫсен темиҫе самолётне персе антарнӑран, таран тунине тӗрӗс мар теме сӑлтав ҫук. Хӑш-пӗр авторсем шутланӑ тӑрӑх, иккӗмӗш нимӗҫ бомбардировщикӗ сывлӑшра Борисовӑн ӳкекен самолёчӗпе е ҫак самолётсен пӗр пайӗпе ҫапӑннӑран пӗтме пултарнӑ.[8]. Ҫак таран тунӑ чухне М. А. Борисов кӗҫӗн лейтенант хӑй те вилнӗ[4].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1965 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи Указӗпе «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче нимӗҫпе фашист хапсӑнчӑкӗсене хирӗҫ ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗн пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн» Михаил Алексеевич Борисов кӗҫӗн лейтенанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ят панӑ[9].
Вилнӗ хыҫҫӑн Ленин орденӗпе чысланӑ (1965 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗ).
Астӑвӑм
- Борисов ячӗпе Крым облаҫӗнчи Раздольное районӗнчи Борисовка ялне ят панӑ.
- Чаплыгин хулинчи Ҫар мухтавӗн мемориалӗнче Паттӑрӑн барельефӗллӗ стеллине лартнӑ.
- СССР Хӳтӗлев министрӗн приказӗпе Борисова ҫар чаҫӗн йышне ӗмӗрлӗхех кӗртсе хӑварнӑ[4].
- Тӑван Топтыково ялӗнчи шкул ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Новороссийск хулинче 1965 ҫулта пӗр урама М. А. Борисов ятне панӑ[10], ҫавӑн пекех Геленджикра урам пур.
Ӑнлантарусем
- ^ Кудрявцева Л., Полухина Т. Морские лётчики — Герои Советского Союза. Борисов Михаил Алексеевич. // Морской сборник. — 2011. — № 2. — С. 81.
- ^ 1, 2 М. А. Борисовăн шута илмелли карточки. pamyat-naroda.ru. «Халăх астăвăмĕ» ПХБ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Липецкая энциклопедия в 3 томах. Том 1: А—Ё. — Липецк, 1999. — С. 140.
- ^ 1, 2, 3
Борисов Михаил Алексеевич (лётчик) «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Глушанин Е. П. Таран над Новороссийском. // За взлетом взлет. [А. М. Слюсаренко и др.] — Краснодар: Краснодарское книжное издательство, 1986. — Глава IV: «В небе войны (1941–1945)».
- ^ Елисеев В. Два тарана. // Липецкие известия. — 2017. — 2 августа. — № 31 (1395).
- ^ Например: Информация из донесения о безвозвратных потерях в электронном банке документов ОБД «Мемориал»
- ^ Жирохов М., Каминский О. Воздушные тараны черноморцев. // Авиамастер. — 2004. — № 1.
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 6 мая 1965 г. № 3527-VI «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерам, сержантам и солдатам Советской Армии». // «Ведомости Верховного Совета СССР». — 13 мая 1965 г. — № 19 (1262). — Ст. 254.
- ^ М. А. Борисовăн биографийĕ. admnvrsk.ru. Новороссийск Администрацийĕпе Хула думи. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Авдеев М. В. У самого Чёрного моря. Книга 3. — М.: ДОСААФ, 1975.
- Бессмертные подвиги. — М.: Воениздат, 1980.
- Герои не умирают. — Киев: Молодь, 1970.
- Герои Советского Союза Военно-Морского Флота. 1937—1945. — М.: Воениздат, 1977. — С. 82.
- Дорохов А. П. Герои Черноморского неба. — М.: Воениздат, 1972. — С. 82.
- Зайцев А. Д., Рощин И. И., Соловьёв В. Н. Зачислены навечно. Кн. 1. — М.: Политиздат,1990.
- Иванов П. Н. Крылья над морем. — М.: Воениздат, 1973. — С. 190—191.
- На грани возможного. — 2-е изд., испр. и доп. — М.: «Лимб», 1993.
- Огрызков К. Т. Боевые звёзды липчан. — Липецк, 1995. — С. 46, 52.
- Смирнов Г. Самолёт для асов // Рассказы об оружии. — М. : Детская литература, 1976. — С. 97-98. — 158 с. : ил. — ББК С 50.
- Фелировский Г. А. Их именами названы… — Симферополь: Таврия, 1972. — С. 7.