Борисюк Сергей Фёдорович
Борисюк Сергей Фёдорович (1924 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ, Обуховский район[d], Киевский округ[d] — 1998 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ, Волгоград) — Совет Ҫарӗн рядовойӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944).
Пурнӑҫӗ
Сергей Борисюк 1924 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнче Григоровка ялӗнче (халӗ — Украинӑри Киев облаҫӗнчи Обухов районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан малтанхи ҫулсенче оккупациленӗ территорире пурӑннӑ. 1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ӑна Ӗҫ ҫыннисемпе хресченсен Хӗрлӗ ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ те фронта янӑ. 2-мӗш Украина фронтӗнчи 40-мӗш ҫарӑн 232-мӗш стрелоксен дивизин 797-мӗш стрелоксен полкӗнчи разведчик пулнӑ. Днестр урлӑ каҫнӑ чухне палӑрнӑ[1].
1944 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче Борисюк ҫар ушкӑнне ертсе пырса Украина ССР-ӗнчи Винница облаҫӗнчи Могилев-Подольский районне кӗрекен Серебрил ялӗ патӗнче Днестр урлӑ каҫнӑ. Борисюк ушкӑнӗ тӑшман хӳтӗленекен малти вырӑна сӑнаса килнӗ, 2 салтакне тыткӑна илнӗ. Тепӗр кунне тапӑнса тухса ушкӑн тӑшманӑн 7 салтакне пӗтернӗ, тата 3-шне тыткӑна илнӗ. 1944 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче Борисюк каллех разведка ушкӑнне ертсе кайнӑ, вӗсем Прут юханшывӗ урлӑ каҫса кӗтмен ҫӗртен тапӑнса Молдави ССР-ӗнчи Бричаны районне кӗрекен Перерыта ялне ярса илнӗ, ҫакӑ вара батальона юханшыв урлӑ ӑнӑҫлӑ каҫма май панӑ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнчи Указӗпе Сергей Борисюк хӗрлӗ ҫар ҫыннине Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятпа тивӗҫтернӗ, ӑна Ленин орденӗ тата 4251-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль панӑ[1].
1947 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Борисюка демобилизациленӗ. Вӑл Волгоградра пурӑннӑ, йывӑҫ тӑвакан савутӑн тиесе ӑсатакан базӑра бригадир пулса ӗҫленӗ. 1998 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ, ӑна Волгоградра пытарнӑ[1].
Ҫавӑн пекех ӑна 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗсемпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, унсӑр пуҫне темиҫе медальпе чысланӑ[1].
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Боевые звёзды киевлян. — Киев: Политиздат Украины, 1983.