Боровков Орест Николаевич

Пурнӑҫӗ

1908 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче Иванов облаҫӗнчи Иваново-Вознесенск хулинче ӗҫлекен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Ҫичӗ класс тата ФЗУ шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Тӗртмелли хапрӑкра ҫип явса ӗҫленӗ.

1930 ҫулта Хӗрлӗ ҫар ретне чӗнсе илнӗ. 1931 ҫултанпа ВКП(б)/КПСС пайташӗ. 1932 ҫулта Серпуховри пилотсен пӗрлештернӗ ҫар авиаци шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Бомба пӑрахакан авиаци чаҫӗсенче хӗсметре тӑнӑ.

1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен Китайра Япони агрессорӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Хӑвӑрт вӗҫекен СБ бомбардировщиксен эскадрильине ертсе пырса, аслӑ лейтенант О. Н. Боровков тӑхӑр хут эскадрилья тата отряд ертӳҫи пулнӑ. Вӑл ертсе пынӑ самолётсем Янцзы юханшывӗн анатри юхӑмӗнче тӑшманӑн 13 карапне, ҫав шутра 32 истребитель тиесе пыракан гидроавиатранспорта шыв тӗпне путарнӑ. Китайран таврӑннӑ хыҫҫӑн ӑна чиретре тӑмасӑрах майор ҫарти ята панӑ.

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1939 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Совет Союзӗн хӳтӗленӳ хӑвачӗпе ҫыхӑннӑ Правительствӑн ятарлӑ хушӑвӗсене тӗслӗхлӗн пурнӑҫланӑшӑн тата паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Орест Николаевич Боровков майора Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, унпа пӗрле Ленин орденӗ тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль (292 №) парса чысланӑ.

Ҫав 1939 ҫултах О. Н. Боровков майор Монголире, Халхин-Гол юханшывӗ ҫинче ҫапӑҫнӑ. 1939—1940 ҫулсенче хӗлле бомбардировщиксен полкӗн командирӗ пулса Финляндипе пынӑ вӑрҫа хутшӑннӑ. 1941 ҫулта Н. Е. Жуковский ячӗллӗ Сывлӑш-ҫар инженери академийӗ ҫумӗнчи команда йышне лайӑхлатакан курсран вӗренсе тухнӑ.

1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӗвӗсене хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Тамбоври ҫар авиаци пилотсен шкулӗ ҫумӗнче Як-1, И-15 бис тата И-16 самолётсемпе Тамбоври истребительсен авиаци полкне йӗркеленӗ. Полк умӗнче сывлӑшран тапӑнас хӑрушлӑхран Тамбов чукун ҫул ҫыхӑнӑвне, чукун ҫул участокӗсене (Тамбов — Рассказово, Тамбов — Никифоровка, Тамбов — Ржакса) тата Котовский ячӗллӗ савута (тар савучӗ) сыхламалли ҫар задачине пурнӑҫланӑ. Каярахпа полк ятне 785-мӗш ПВО истребитель авиаци полкӗ тесе улӑштарнӑ. 1942 ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Аякри авиаци командованине куҫарнӑ[1][2].

3-мӗш аякри бомбардировщиксен авиаци корпусӗнче вӗҫмелли техникӑн инспекторӗ пулнӑ, унтан 1-мӗш гварди аякри авиаци дивизийӗн командирӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ (дивизие 11-мӗш гварди бомбардировщиксен авиаци дивизийӗ туса хунӑ хыҫҫӑн та ҫак вырӑнтах ӗҫленӗ). Пӗр ҫулталӑк патнелле О. Н. Боровков самолётсене тӑшманӑн тарӑн тылне — Берлин, Кёнигсберг тата Германин ытти ҫар-промышленноҫӗн тӗп хулисем патне ертсе вӗҫнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн О. Н. Боровков аякри авиацин ҫарпа вӗренӳ шкулӗсенче аслӑ инспектор вырӑнӗнче пулнӑ. Граждан сывлӑш флот управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ҫар училищинчи сывлӑшран перекенсен службин пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. 1956 ҫултанпа О. Н. Боровков полковник запасра пулнӑ. Кировоград хулинче пурӑннӑ.

1978 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче хӑйӗн 70 ҫулхи юбилейне уявланӑ вӑхӑтра вилнӗ. Кировоград хулинче Ӗмӗрхи Мухтав Пантеонӗнче пытарнӑ.

Ленин орденӗпе (22.02.1939), тӑватӑ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе (07.04.1939, 21.09.1943, 05.04.1945, 30.12.1956), Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе (06.11.1945), медальсемпе чысланӑ.

Астӑвӑм

  • Вилтӑпри ҫинчи палӑк.

Ӑнлантарусем

  1. ^ МО РФ. Копия журнала боевых действий 785 иап за период Великой Отечественной войны. Период с 20.10.1941 по 09.05.1945 г. (выр.). ЦАМО РФ. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи акан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ Анохин В. А., Быков М. Ю. Все истребительные авиаполки Сталина. Первая полная энциклопедия. — Научно-популярное издание. — Яуза-пресс, 2014. — С. 715. — 944 с. — 1500 экз. — ISBN 978-5-9955-0707-9.

Каҫӑсем