Бородулин Сергей Дмитриевич
Бороду́лин Серге́й Дми́триевич (1924 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ, Нолинский уезд[d], Вятка кĕперни — 1944 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ, Кожемяки[d], Витебск облаҫӗ[d]) — Хӗрлӗ Ҫарӑн красноармеецӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗ
Сергей Бородулин 1924 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Киров облаҫӗн Унинский районӗнче вырнаҫнӑ Лебеди ялӗнче ҫуралнӑ[2]. Вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, Бородулин колхозра ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ӑна ҫара чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫулах вӑл вӑрҫӑна лекнӗ. 1943 ҫулта вӑл Ленинград фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Кайран ӑна 3-мӗш Беларуҫ фронтне куҫарнӑ. Вӑл гварди красноармеецӗ пулнӑ, артиллери расчётӗн наводчикӗ пулса хутшӑннӑ.
«Багратион» операци тапхӑрӗнче Бородулин расчёчӗпе пӗрле Беларуҫ тӑрӑх малалла тапӑннӑ. Полк батарейисем тӑшмана пысӑк сиен кӳнӗ. Витебск патӗнче Бородулин наводчик пулнӑ тупӑ расчёчӗ 50 хутчен персе тӑшманӑн ҫӗр-ҫӗр салтакӗпе офицерне пӗтернӗ. 1944 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнчен 26-мӗшӗнчи каҫхине батарея Витебскран кӑнтӑр-анӑҫалла вырнаҫнӑ Кожемяки ялӗ патӗнче хупӑрланса юлнӑ. Миномёт расчёчӗ йӗри-тавралла хӳтӗленме пуҫланӑ. Бородулинсӑр пуҫне расчётра унӑн командирӗ, гварди сержанчӗ Т. И. Светличный тата машина водителӗ, боевой установкӑн аслӑ водителӗ, гварди аслӑ сержанчӗ П. И. Назаренко пулнӑ. Расчёта тӑшман ҫине тӳррӗн персе пеме тивнӗ. Ҫак ҫапӑҫура батарея 500 ытла тӑшман салтакне, 13 автомашинӑна тата 4 тупӑна пӗтернӗ. Ҫапӑҫура Бородулин йывӑр аманнӑ, анчах та нимӗҫ снарячӗ лекнипе установка ҫунма пуҫласан та вӑл ҫапӑҫу уйӗнчен тухса кайман. Хӑйӗн вырӑнне пӑрахмасӑр, Бородулин «катюшӑпа» пӗрле ҫунса кайнӑ[3].
Бородулина, ҫавӑн пекех ҫак ҫапӑҫура пуҫне хунӑ Светличнӑпа Назаренкӑна вилсен Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ. СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «нимӗҫ-фашист захватчикӗсене хирӗҫ кӗрешсе командованин ҫар хушӑвне тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа хастарлӑхшӑн» гварди красноармеецӗ Сергей Бородулина вилсен Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗпе тата «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медальпе чысланӑ[3].
Пӗтӗм расчёта ҫапӑҫу вырӑнӗнче пытарнӑ. 1959 ҫулхи ҫулла вӗсен шӑммисене Сенно хулине илсе кайнӑ та комсомол 40 ҫул ячӗллӗ паркра тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ.
Астӑвӑм
- Паттӑр ятне Киров хулинчи Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Мухтав аллейинчи гранит стелӑна ҫырнӑ, 2019.
- С. Д. Бородулин ятне ҫар чаҫӗн списокне ӗмӗрлӗхех кӗртнӗ.
- Сенно хулинче ӑна халалласа палӑк лартнӑ, унӑн ячӗпе пӗр урам хисепленет.
- Ҫавӑн пекех унӑн ячӗ Кожемяки ялӗнчи обелиск ҫинче те пур.
- Вӑл вӗреннӗ шкул ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[3].