Бортовский Матвей Нестерович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Бортовский Матвей Нестерович
Матвей Нестерович Бортовский.jpg
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1918 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ(1918-07-17)
Ҫуралнӑ вырӑн
Вилнӗ вӑхӑт 1962 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ(1962-06-12) (43 ҫул)
Вилнӗ вырӑн
Пӑхӑнни СССР
Ҫар тӗсӗ танкист
Бронетанк çарĕсем
Звани CCCP army Rank major infobox.svg
Командӑланӑ 9-мĕш танк полкĕ
Вӑрҫӑсем/ҫапӑҫусем
Наградӑсемпе хисепсем
Совет Союзӗн Паттӑрӗ
Ленин орденӗ Хĕрлĕ Ялав орденĕ Александр Невский орденĕ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ

Бортовский Матвей Нестерович (1918 ҫулхи утӑн 17-мӗшӗ, Довбыши[d]1962 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ, Мускав) — Совет Ҫарӗн полковникӗ, совет-финн тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗ

Матвей Бортовский 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Довбыши ялӗнче (хальхи — Украинӑри Житомир облаҫӗн Чуднов районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Шкулта сакӑр класс вӗренсе тухнӑ. 1938 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. 1941 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан — фронтра. 10-мӗш танк бригадин 10-мӗш танк полкӗнче, 43-мӗш танк дивизийӗн 86-мӗш танк полкӗнче хӗсметре тӑнӑ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, 2-мӗш Украина тата 1-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 1943 ҫулта офицерсен бронетанкла ҫарсен курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗ тӗлне майор Матвей Бортовский 1-мӗш Белорусси фрончӗн 2-мӗш гварди танк ҫарӗн 1-мӗш механизациленӗ корпусӗн 19-мӗш механизациленӗ бригадин 9-мӗш танк полкне командӑланӑ. Германи ҫӗрӗнчи ҫапӑҫусенче уйрӑмах палӑрнӑ[1].

1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Букков хулинчен ҫурҫӗрелле 10 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Херцхорн ялӗ патӗнче Бортовскин полкӗ тӑшманӑн 30 туппине тата 200 яхӑн салтакӗпе офицерне тӗп тунӑ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче корпусӑн малти отрядӗнче пулса полк Берлинӑн ҫурҫӗр пайне кӗрсе кайнӑ. Нимӗҫсен хуралне аркатса ҫар савутне тата складне ярса илнӗ, унта ҫӗнӗ тата ӗҫлекен 48 тупӑ, тупӑсем валли 150 запаслӑ ствол тата 2 пин пулемет тупнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи Указӗпе полкпа ӑнӑҫлӑ командӑланӑшӑн тата ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ паттӑрлӑхшӑн Матвей Бортовский майора Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 5845) чысланӑ[1].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Бортовский Совет Ҫарӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1952 ҫулта Бронетанкла тата механизациленӗ ҫарсен академине вӗренсе пӗтернӗ, каярахпа унта вӗрентекен пулса ӗҫленӗ. 1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вилнӗ, Мускаври Введенски масарӗнче (10-мӗш участок) пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Ҫавӑн пекех икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, Александр Невский тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, медальсемпе, ҫав шутра «Хӑюлӑхшӑн», «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн», «Варшӑвана ирӗке кӑларнӑшӗн», «Берлина илнӗшӗн» тата «Германине ҫӗнтернӗшӗн» медальсемпе чысланӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бортовский Матвей Нестерович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Каçăсем