Бочаров Максим Георгиевич

Бочаров Максим Георгиевич (1916 ҫулхи ҫӗртмен 9-мӗшӗ, Черноярский район[d], Аçтăрхан облаçĕ1971 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ, Волгоград) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн кӗҫӗн сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943 ҫул).

Пурнӑҫӗ

Максим Бочаров 1916 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Солодники ялӗнче (хальхи Аçтăрхан облаҫӗн Чернояр районӗ) ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра ӗҫленӗ. 1936 ҫултанпа Анат Атӑл юханшыв пароходствин карапӗсенче кочегар пулса ӗҫленӗ.

1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Куйбышев хулин Дзержинск РВК урлӑ ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ[1]. Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ. Курск пӗккинчи ҫапӑҫусен вӑхӑтӗнче Бочаров кӗҫӗн сержант хӑйӗн хастарлӑхӗпе тата пуҫарулӑхӗпе подразделенисене малалла ӑнӑҫлӑ кайма пулӑшнӑ. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне Бочаров Тӗп фронтӑн 60-мӗш ҫарӗн 121-мӗш стрелоксен дивизийӗн 705-мӗш стрелоксен полкӗн пулемётчикĕ пулнӑ. Курск облаҫне тата Украина ССР-не ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[2].

1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Рыльск хулинчен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Асмолово ялӗшӗн пыракан ҫапӑҫура пулемёт расчёчӗн патронӗсем пӗтнӗ, ун чухне Бочаров вӗсене тӑшманран туртса илме шутланӑ. Тӑшманӑн персе тӑракан вырӑнне тупса палӑртсан, вӑл вӑрттӑн кӗтмен ҫӗртен тапӑнса пулемёт расчёчӗн салтакӗсене тӗп тунӑ. Тӑшманран туртса илнӗ пулемётпа яла ирӗке кӑларма пулӑшнӑ. Бочаров полкӗ Днепр урлӑ икӗ хутчен каҫнӑ, икӗ хутччен те Бочаров хӗвеланӑҫ енчи ҫырана каҫаркансенчен пӗрремӗшсенчен пӗри пулнӑ. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Киев облаҫӗнчи Козаровичи ялӗшӗн пыракан ҫапӑҫура Бочаров салтаксемпе пӗрле атакана ҫӗкленсе яла кӗрсе кайнӑ[2].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи Указӗпе Максим Бочаров кӗҫӗн сержанта Ленин орденӗ тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ[1][2].

undefined

1944 ҫулхи кӑрлачран 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗччен Сарӑту танк училищин курсанчӗ пулнӑ, анчах та 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче запаса тухнӑ. Тӑван Солодники ялӗнче, 1954 ҫултанпа — Волгоград хулинче пурӑннӑ, шофёр пулса ӗҫленӗ. 1971 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вилнӗ[2].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Бочаров ятне Юханшыв флочӗн министерствин тиев теплоходне панӑ[2][3].
  • Бочаров ятне унӑн тӑван Солодники ялӗнчи пӗр урама панӑ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Бочаров Максим Георгиевич, __.__.1916. Документы участника войны. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бочаров Максим Георгиевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  3. ^ Теплоход «Максим Бочаров». Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  4. ^ Почтовый индекс улица Бочарова, с. Солодники, Черноярский р-н, Астраханская обл. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Астраханцы — Герои Советского Союза. Астрахань 2000.
  • В созвездии славы. 2-е изд., доп. Волгоград, 1976.
  • Ягодинский Е. А. Золотые Звёзды речников. Выпуск 4. М., 1981.

Каҫӑсем