Бочаров Сергей Иванович
Бочаров Сергей Иванович (1925 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ, Вельский уезд[d], Вологда кӗпӗрни[d] — 1983 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ, Мускав) — совет ҫар ҫынни, Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн гварди аслӑ сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).
Пурнӑҫӗ
Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ
Сергей Бочаров 1925 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Вологда кӗпӗрнин Вельск уесӗнчи Лухтонга посёлокӗнче (халӗ — Архангельск облаçӗн Коноша районӗ) хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ. Шкулта ултӑ класс вӗренсе пӗтернӗ, кайран Архангельск хулинчи 5-мӗш вӑрман савучӗ ҫумӗнчи 2-мӗш фабрика-завод училищинче моторист-электрик профессине алла илнӗ[1][2].
Хусан хулине куҫса кайнӑ, С. П. Горбунов ячӗллӗ авиазаводӑн тӗп ӑста лаҫҫисенче ӗçленӗ. Бронь пулнине пăхмасăр, 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче комсомолсен ирӗклӗ ушкӑнӗпе пӗрле вӑрҫа тухса кайнӑ[3][2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи хутшӑнӑвӗ
1942 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи фрончӗсенче ҫапӑçнӑ. Дон, Анӑç, Ленинград тата 1-мӗш Украина фрончӗсен ҫарӗсен йышӗнче пулнӑ. Сталинград ҫапӑçӑвӗнче (1942–1943), Смоленск тапӑну операцинче (1943), Ленинград блокадине татас ӗçе хутшӑннӑ[4].
Бочаров путемётчик хӑйӗн пӗрремӗш ҫапӑçӑвне Ленинград фронтӗнче, Березовка посёлокӗ патӗнче ирттернӗ[3]. Партизан бригади йышӗнче Тихвин патӗнче «чӗлхесем» илме ҫӳренӗ, Гатчинăна, Нарвăна тата ытти хуласене ирӗке кӑларас ӗçе хутшӑннӑ. Виçӗ хутчен йывăр аманнă. Контузи илнӗ хыҫҫӑн нимӗçсен тыткӑнне лекнӗ, ӑна Польшăри ҫар тыткӑнӗсен лагерьне куҫарнӑ, анчах унта тарса хӑтӑлнӑ та каллех салтака тӑнă[3][1].
Ленинград облаçӗнчи Красный Бор ялӗ патӗнчи ҫапӑçура Бочаров 46 салтакран тӑракан ушкӑн йышӗнче тӑшманӑн 24 тапӑнӑвне сирнӗ. Виçӗ кун хушши тӑсӑлнӑ ҫапӑçу хыҫҫӑн 18 аманнă салтак кӑна чӗрӗ юлнă[3].
Одер ҫинчи паттӑрлӑх
1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗ тӗлне Бочаров аслӑ сержант 1-мӗш Украина фрончӗн 21-мӗш ҫарӗн 120-мӗш Гатчина Хӗрлӗ Ялавлӑ стрелоксен дивизин 538-мӗш стрелоксен полкӗн ҫуран ҫӳрекен разведка взводӗн разведчикӗ пулнă[3].
1945 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен 23-мӗшӗн каçӗнче Бочаров тӑватӑ разведчикпа пӗрле Грошовиц (халӗ — Польшăри Ополе хулин пайӗ) патӗнче Одер юханшывӗ урлӑ каҫнă. Нимӗçсен малти траншейине ярса илсе, разведчиксем тӑшманӑн темиçе тапӑнӑвне сирсе, взвод каҫмалли лаптӑка хӳтӗленӗ. Плацдарма анлӑлатнă чухне, разведчиксен ушкӑнне ертсе пырса, тӑшманӑн темиçе салтакне пӗтернӗ тата пӗрне тыткӑна илнӗ[3].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе, «командовани хушăвĕсене тӗрӗс пурнӑҫланӑшӑн, Одер юханшывне каҫнă чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Бочаров Сергей Иванович гварди аслӑ сержант Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивӗçнӗ, ӑна Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе (№ 6027) чысланӑ[3].
Вӑрҫă вӗҫленнӗ тӗле Бочаровӑн пурӗ 125 тыткӑна илнӗ «чӗлхе» шутланнӑ. Унӑн паттӑрлӑхӗсем пирки 1-мӗш Украина фрончӗн ҫар хаçатӗсенче темиçе хутчен те ҫырнă. Ҫӗнтерӳ кунне Бочаров Прагӑра кӗтсе илнӗ[3].
Вӑрҫă хыҫҫӑн
Вӑрҫă вӗҫленнӗ хыҫҫӑн старшина хисепӗпе демобилизациленнĕ. Вӑхăтлӑха Мускав хулин милицинче ӗçленӗ, кайран завода слесарь пулса вырнаçнă[3].
1947 ҫултан 1950 ҫулччен Ерцево вӑтам шкулӗнче ҫар ӗçне вӗрентнӗ[2].
Мускавра пурӑннă. 1983 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче куçне ӗмӗрлӗхех хупнă. Мускавра пытарнă, кайран Докучаевск хулине (халӗ — Донецк Халӑх Республики) куҫарса пытарнă[3][1].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ);
- Ленин орденӗ (1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ);
- ытти чылай медаль[3].
Астӑвӑм
- 1983 ҫулта Архангельск облаçӗн Коноша районӗнчи Ерцево посёлокӗнчи тӗп урамсенчен пӗрине (унчченхи Поселковая урамӗ) Сергей Бочаров ятне панӑ[3][2].
- 2019 ҫулта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Ерцева вӑтам шкула Совет Союзӗн Паттӑрӗ Бочаров Сергей Иванович ятне панă[3][5].
- Сергей Бочаров портретне Коноша посёлокӗн тӗп тӳремӗнчи Совет Союзӗн Паттӑрӗсен Галерейинче вырнаçтарнă[3].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 100 лет со дня рождения Сергея Ивановича Бочарова. Государственный архив Архангельской области (21 пушӑн 2025).
- ^ 1, 2, 3, 4 95 лет со дня рождения Сергея Ивановича Бочарова. Электронная краеведческая библиотека «Русский Север».
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14
Бочаров Сергей Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Бочаров Сергей Иванович. Виртуальный музей Великой Отечественной войны Республики Татарстан.
- ^ МБОУ Ерцевская СШ им. С.И. Бочарова. Официальный сайт администрации МО «Ерцевское».
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Во имя победы. — Архангельск, 2005.
- Золотые Звёзды северян. — 2-е изд. — Архангельск, 1971.