Бочек Пётр Семёнович

Бочек Пётр Семёнович (наградной хутра — Бачек; 1925 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ, Ображиевка[d], Харьков кӗпӗрни[d]2018 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ, Львов) — совет ҫарӗн кӗҫӗн лейтенанчӗ, милици полковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗ

Малтанхи ҫулӗсем

Бочек Пётр 1925 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ображиевка ялӗнче (халӗ Украина, Сумы облаҫӗ, Шостка районӗ) рабочи кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Нацилӗхĕпе — украин[1]. 1940 ҫулта шкулӑн ҫичӗ классне, 1942 ҫулта Новосибирскри 5-мӗш ремесленнӑй училищӗне вӗренсе пӗтернӗ. Новосибирск хулинчи заводра слесарь-сборщик пулса ӗҫленӗ[2][3].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Пӗрремӗш ҫапӑҫӑва Волынь облаҫӗнчи Ковель хулине ирӗке кӑларнӑ чухне кӗнӗ. 1-мӗш Беларуҫ фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, икӗ хутчен аманнӑ[3].

1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗ тӗлне Бочек гварди сержанчӗ 1-мӗш Беларуҫ фронтӗнчи 8-мӗш гварди ҫарӗн 4-мӗш гварди стрелок корпусӗн 27-мӗш гварди стрелок дивизийӗн 76-мӗш гварди стрелок полкӗн уйрӑмӗпе командӑланӑ. Висла юханшывĕ урлӑ каҫнӑ чухне палӑрнӑ[1].

1944 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче Бочек хӑйӗн ушкӑнӗпе Висла урлӑ чи малтисен хушшинче ишсе каҫнӑ. Магнушев (Польша) хули таврашӗнче юханшывӑн сулахай ҫыранӗнче плацдарм ярса илнӗ. Тӑшманӑн дзочӗ патне шӑвӑнса пырса ӑна гранатӑсемпе сирпӗтнӗ, унтан тӑшманӑн темиҫе контратакине сирсе янӑ та пулӑшу киличчен плацдарма алӑран яман. Ушкӑн мӗнле ӗҫленине дивизин командӑлав пунктӗнчен 8-мӗш гварди армийӗн командующийӗ В. И. Чуйков генерал сӑнанӑ[4].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Указӗпе Висла урлӑ каҫнӑ чухне тата ярса илнӗ плацдарма хӳтӗленӗ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Бочек Пётр гварди сержантне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, ӑна Ленин орденӗ тата 5867-мӗш №-лӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].

1944 ҫулта Бочек кӗҫӗн лейтенантсен курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ[1]. Познань хулине ирӗке кӑларассине хутшӑннӑ: хӑй тӗллӗн куҫаркан тупӑ брони ҫинче десант йышӗнче карманӑн ӑшне тапӑнса кӗнӗ, йывӑр аманнӑ пулин те ун умне лартнӑ задачӑна пурнӑҫланӑ. Берлина штурмлама та хутшӑннӑ[3].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи хӗсмет

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Совет ҫарӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1948 ҫултанпа СССР ШӖМ органӗсенче ӗҫленӗ — Львоври УВД ҫумӗнчи ведомство тулашӗнчи хурал управленийӗн пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ[2][3], милици полковникӗ таран ӳснӗ. 1954 ҫулта КПСС ретне кӗнӗ. 1960 ҫулта Львов патшалӑх университечӗн юридици факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Львов хулинче пурӑннӑ[1].

Юлашки ҫулӗсем

2018 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче вилнӗ[3] (ытти даннӑйсемпе — 2018 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗнче[1]). Львоври Голосковское масарӗнче пытарнӑ[3].

Хисепӗсем

СССР
  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ (СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Указӗ):
  • I степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1985 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи Указӗ).
  • III степеньлӗ Мухтав орденӗ (№ 94259, 1944 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ).
  • «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль (СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи Указӗ).
  • СССР медалӗсем.
Украина
  • III степеньлӗ «Палӑрнӑшӑн» орден (2010 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ)[1];
  • III степеньлӗ Богдан Хмельницкий орденӗ (1999 ҫулхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗ)[1];
  • III степеньлӗ «Хӑюллӑхшӑн» орден;
  • «Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен» медаль.
Хисеплӗ ятсем
  • Познань хулин Хисеплӗ гражданинӗ (Польша)[1].
Астӑвӑм
  • Ображиевка ялӗнче пӗр урам Бочек ячӗпе хисепленет[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Бочек Пётр Семёнович // Герои страны
  2. ^ 1, 2 Бочек Петр Семенович // Центр военно-политических исследований МГИМО
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Бочек Петр Семенович // Мультимедийный архив Новосибирской области
  4. ^ Бочек Пётр Семёнович — подробное описание подвига // Герои страны

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • В путешествие по Сумщине. Харьков, 1979.
  • Гриченко И. Т., Головин Н. М. Подвиг. — Харьков: Прапор.
  • Куц С. Он был первым. // Отчизны звёзды золотые: Очерки о Героях Советского Союза и Героях Социалистического Труда города Львова. — Львов: Каменяр, 1977. — С. 44—48.

Каҫӑсем