Бочин Пётр Антонович
Бочин Пётр Антонович (1920 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ, Бежецкий уезд[d], Тĕвер кĕперни — 1971 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ, Мускав) — совет ҫар лётчикӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗ
Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ
Бочин Пётр Антонович 1920 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Кресты ялӗнче (халӗ Тверь облаҫӗн Рамешковски районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[1]. Наципе вӑл — карел[1]. 1942 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ пулнӑ[1].
1936 ҫулта Георгиевское ялӗнчи шкулӑн 7 класне вӗренсе пӗтернӗ. 1936–1937 ҫулсенче тӑван ялӗнчи колхозра ӗҫленӗ. 1938 ҫулта Калининри строительсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1938 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен «Калининлегпромстрой» трестра столяр пулса ӗҫленӗ. 1938 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Калининри аэроклубран вӗренсе тухнӑ[1].
Хӗрлӗ Ҫар хӗсметне 1939 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче кайнӑ. 1940 ҫулта Ворошиловградри ҫар авиаци лётчикӗсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Киев уйрӑм ҫар округӗнче (Белая Церковь хули) бомба пӑрахакан авиаци полкӗнче лётчик пулса хӗсметре тӑнӑ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
Ҫарта — 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа. Вӑл 33-мӗш (1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен — 10-мӗш гварди) бомба пӑрахакан авиаци полкӗнче лётчик, звено командирӗ, авиаэскадрилья командирӗн ҫумӗ тата командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. Кӑнтӑр-Анӑҫ (1941 ҫулхи ҫӗртме — 1942 ҫулхи ҫурла), Сталинград (1942 ҫулхи ҫурла — 1943 ҫулхи кӑрлач), Кӑнтӑр (1943 ҫулхи кӑрлач–юпа), 4-мӗш Украина (1943 ҫулхи юпа — 1944 ҫулхи ҫу) тата 3-мӗш Беларуҫ (1944 ҫулхи ҫӗртме — 1945 ҫулхи ака) фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ[1].
Украинӑри хӳтӗлев ҫапӑҫӑвӗсене, Киев хӳтӗлевне, Харьков патӗнчи ҫапӑҫусене, Сталинград ҫапӑҫӑвне, Донбасс, Крым, Витебск-Орша, Минск, Вильнюс, Каунас тата Кёнигсберг операцийӗсене хутшӑннӑ[1].
1942 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗн каҫхине Харьков облаҫӗнчи Грушеваха ялӗ патнелле вӗҫнӗ чухне унӑн Ар-2 самолётне тӑшманӑн зенитки персе лектернӗ. Фронт йӗрне каҫса вӑрман ӑшне самолёта ӑнӑҫлӑ лартса хӑварма пултарнӑ[1].
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Ар-2 тата А-20В бомба пӑрахакан самолётсемпе пурӗ 440 хут вӗҫеве тухнӑ (вӗсенчен 366-шне — ҫӗрле)[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи Указӗпе Мелитополь хулине ирӗке кӑларнӑ чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Бочин Пётр Антонович гварди аслӑ лейтенантне Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале (1268-мӗш номерлӗ) парса чысланӑ[1].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи хӗсмет
1945 ҫулхи Советсемпе яппунсен вӑрҫине хутшӑннӑ, Хинган-Мукден операцийӗ вӑхӑтӗнче 10-мӗш гварди бомба пӑрахакан авиаци полкӗн авиаэскадрилья командирӗ пулнӑ. Ту-2 самолётпа 1 ҫар вӗҫевне тухнӑ[1].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн 1947 ҫулхи пуш уйӑхӗччен Китайри Порт-Артур хулинче авиаэскадрилья командирӗ пулса хӗсметре тӑнӑ. 1947 ҫулта Люберцири ҫар лётчикӗсен аслӑ тактика курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Инҫет Тухӑҫри ҫар округӗсенче тӗрлӗ яваплӑ ӗҫсене пурнӑҫланӑ[1].
1955 ҫулта Бочин Пётр Антоновича «подполковник» ҫар хисепне панӑ. 1958 ҫулта вӑл «1-мӗш класлӑ ҫар лётчикӗ» квалификацие тивӗҫнӗ[1]. 1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа Бочин подполковник отставкӑна тухнӑ[1].
Хисепӗсем
СССР патшалӑх чыславӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1943 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ, № 1268);
- икӗ Ленин орденӗ (1942 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ; 1943 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ);
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1941 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ);
- I степенлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1944 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1955 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ);
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль (1950 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ);
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ);
- тата ытти медалӗсем[1].