Бояринцев Владимир Сергеевич

Владимир Сергеевич Бояринцев (1921 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ, Санкт-Петербург1997 ҫулхи акан 8-мӗшӗ, Кишинёв) — Совет Ҫарӗн подполковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗ

Владимир Бояринцев 1921 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Петроградра (халӗ — Санкт-Петербург) рабочи кил-йышӗнче ҫуралнӑ. 1935 ҫулта шкулта ҫичӗ класс вӗренсе тухнӑ, унтан Ленхлебторгра ӗҫленӗ. 1940 ҫултанпа фрезеровщик пулса тӑрӑшнӑ.

1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗннӗ те фронта янӑ[1]. Ленинград фрончӗн 519-мӗш уйрӑм ҫыхӑну ротинче ҫапӑҫнӑ, Ленинграда хӳтӗленӗ чухне палӑрнӑ. 1942 ҫулта ӑна «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ[1]. 1943 ҫулта Воронеж (каярахпа — 1-мӗш Украина) фронтӗнче ҫапӑҫнӑ, Белгородпа Харькова ирӗке кӑларнӑ чухне паттӑр кӑтартнӑ. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне илнӗ[1]. 1944 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ[2].

1944 ҫулхи раштав уйӑхӗ тӗлне Бояринцев Владимир аслӑ сержант 2-мӗш Украина фрончӗн 46-мӗш ҫарӑн 23-мӗш стрелоксен корпусӗн 359-мӗш уйрӑм ҫыхӑну батальонӗн кабельпе телеграф ротин уйрӑм командирӗ пулнӑ. Венгрине ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[2].

1944 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнчен 5-мӗшхи каҫхине тӑшман персе тӑнине пӑхмасӑр Бояринцев Будапештран кӑнтӑралла Дунай урлӑ каҫнӑ. Вӑл ҫыхӑну линине хывма пултарнӑ, ку вара корпус командирӗсене малти подразделенисене ертсе пыма май панӑ. Тепӗр кунне Бояринцев уйрӑмӗ Дунай урлӑ тата икӗ ҫыхӑну линине хывнӑ. Хӑй Бояринцев тӑшманӑн вунҫичӗ контратакине сирсе яма хутшӑннӑ, гранатӑсемпе тӑшманӑн икӗ персе тӑмалли вырӑна пӗтернӗ[2].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Указӗпе кӑтартнӑ хастарлӑхшӑн Бояринцев Владимир Сергеевич аслӑ сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[2].

Вӑрҫӑ пӗтсен вӑл Совет Ҫарӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ[2]. Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ[3]. 1962 ҫулта Бояринцев подполковник ҫар хисепӗпе запаса тухнӑ, Кишинёв хулинче «Мезон» заводра ятарлӑ пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ[2].

1997 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче вилнӗ. Кишинёв хулинчи Вӑтам (Армян) масарӗнче пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • Совет Союзӗн Паттӑрӗ («Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль тата Ленин орденӗ);
  • I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
  • Икӗ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
  • «Хисеп палли» орден;
  • «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль;
  • «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль;
  • «Будапешта илнӗшӗн» медаль;
  • «Венӑна илнӗшӗн» медаль;
  • «1941–1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Германине ҫӗнтернӗшӗн» медаль.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Бояринцев Владимир Сергеевич: донесение о безвозвратных потерях (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Бояринцев Владимир Сергеевич (выр.). AZ Library. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  3. ^ Герои Советского Союза — участники Парада Победы (выр.). ТАСС (24 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Высоты мужества. Кишинёв, 1975. / стр. 191–197.
  • Плесцов К. М. Люди высокого подвига. М., 1962. / стр. 159–160.
  • Портянкин И. А., Кононыхин Н. М., Жуков С. И. Во славу Советской Родины. М., 1954. / стр. 87–89.

Каҫӑсем