Брагин Алексей Васильевич

Алексей Васильевич Брагин (1923 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ, Богородский район[d], Горьковский край[d]1980 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ, Минск) — совет саманин ҫар лётчикӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1946).

Пурнӑҫӗ

Алексей Брагин 1923 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Бурцево ялӗнче (халӗ — Чулхула облаҫӗн Богородск районӗ) хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Шкулӑн тӑхӑр класне вӗренсе пӗтернӗ, Жданов ячӗллӗ затонра слесарь пулса ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах аэроклубра вӗреннӗ. 1941 ҫулта Горький районӗн ҫар комиссариачӗ урлӑ Брагина Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1942 ҫулта Энгельс хулинчи летчиксен ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1944 ҫулхи акан 16-мӗшӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. Балтиҫум 2-мӗш тата Ленинград фрончӗсенчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[1].

Режицӑпа Двинск, Мадона, Рига операцисене, нимӗҫ ҫарӗсен Курлянди группировкине аркатас ӗҫе хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне Брагин Алексей лейтенант Ленинград фрончӗн 15-мӗш сывлӑш ҫарӗн 225-мӗш штурмлакан авиадивизин 825-мӗш штурмлакан авиаполкӗн звено командирӗ пулнӑ. 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗ тӗлне вӑл тӑшман ҫарӗсемпе техники пухӑннӑ вырӑнсене, чукун ҫул эшелонӗсене, тӑшманӑн пемелли вырӑнсене разведкӑлама тата бомбӑлама 106 хутчен вӗҫсе тухнӑ[1].

undefined

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1946 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи Указӗпе Ил-2 штурмовикпа 106 ҫапӑҫу вӗҫевне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа харсӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Брагин Алексей лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, ӑна Ленин орденне тата 9095-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медале панӑ[1].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Брагин Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1960 ҫулта майор хисепӗпе запаса тухнӑ. Минск хулинче пурӑннӑ, 1980 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Мускав масарӗн Паттӑрсен аллейинче пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Ҫавӑн пекех Хӗрлӗ Ялав икӗ орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр икӗ орденӗпе тата медальсемпе наградӑланӑ.

Астӑвӑм

Богородск хулинчи Паттӑрсен аллейинче Брагин бюстне лартнӑ, унӑн ятне урама панӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Брагин Алексей Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Тюльников Л. К., Басович Я. И. Герои Советского Союза — горьковчане. Горький, 1981.

Каҫӑсем