Брагин Василий Петрович

Василий Петрович Брагин (1926 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ, Ермаковский район[d], Красноярск Ен1963 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗ, Тыва) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн кӗҫӗн сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945 ҫул).

Пурнӑҫӗ

Брагин Василий 1926 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Красноярск крайӗн Ермаковски районӗнчи Ермаковское ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкулӑн вунӑ класне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра ӗҫленӗ. 1942 ҫулта Енисей районӗн ҫар комиссариачӗ урлӑ Брагина Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1944 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче аманнӑ. Каялла хӗсмете таврӑнсан Брагин Василий кӗҫӗн сержант 3-мӗш Беларуҫ фрончӗн 5-мӗш ҫарӗн 159-мӗш стрелоксен дивизийӗн 491-мӗш стрелоксен полкӗн уйрӑм командирӗ пулнӑ. Беларуҫ ССРне ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[1].

1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче совет ҫарӗсем Витебскран кӑнтӑралла тӑшманӑн хӳтӗлевне татса кӗме пуҫласан, Брагин уйрӑмӗ кӗрекен батальон ҫулне дзот чӑрмавланӑ, ӑна артиллерипе персе кӑна пӗтерме май пулман. Брагин дзота пӗтерме хӑй хатӗр иккенне каланӑ. Дзот патне кайнӑ чухне салтаксенчен пӗри мина ҫинче сирпӗнсен, Брагин уйрӑма вырӑнта юлма хушнӑ, хӑй вара 16 мина тупса сирпӗнтернӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл уйрӑма атакӑна ҫӗкленӗ те дзот умӗнчи траншейӑна штурмласа илнӗ, тӑшманӑн виҫӗ салтакне хӑй пӗтернӗ, унтан гранатӑпа дзот алӑкне сирпӗтсе янӑ та икӗ пулемётчика тыткӑна илнӗ, ҫакӑнпа батальон валли ҫул уҫнӑ. Неман юханшывӗн хӗвеланӑҫ хӗрринчи ҫапӑҫусенче Брагин уйрӑмӗ нумай нимӗҫ салтакӗпе офицерне пӗтернӗ, 11 ҫынна тыткӑна илнӗ. 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Брагин пӗрремӗшсенчен пӗри Литва ССРӗн Кудиркос-Науместис хули патӗнче СССР патшалӑх чиккине тухнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи Указӗпе командованин ҫар задачисене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Брагин Василий кӗҫӗн сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, ӑна Ленин орденӗпе тата 8816-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысланӑ[1].

Вӑрҫӑ пӗтсен Брагина демобилизациленнӗ. Вӑл тӑван кӗтесне таврӑннӑ. 1951 ҫулта Красноярск хулинчи ял хуҫалӑх шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1947 ҫултанпа агротехник пулса ӗҫленӗ, 1953 ҫултанпа — Тыва АССРӗнчи совхозра тӗп агроном. 1963 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Каа-Хем районӗнчи Бурен-Бай-Хаак ялӗнче пытарнӑ[1].

Хисепӗсем

Ҫавӑн пекех «Хисеп палли» тата 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе тата медальсемпе наградӑланӑ.

Астӑвӑм

Брагин ятне Красноярск крайӗнчи Ермаковское ялӗнчи[1], Тыва республикинчи Сарыг-Сеп тата Бурен-Бай-Хаак ялӗсенчи урамсене панӑ[2][3]. Бурен-Бай-Хаак ялӗнче паттӑра халалласа палӑк лартнӑ[4]. Ҫав ялти шкула 2015 ҫулта ун ятне панӑ, шкул ҫурчӗ ҫине астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Брагин Василий Петрович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ Айсу Бурулдай. Василий Брагин. Герой и в бою, и в труде (выр.). tmgnews.ru (20 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  3. ^ Брагин василий Петрович (выр.). tuva-library.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
  4. ^ В селе Бурен-Бай-Хаак открыт памятник Герою Советского Союза Василию Брагину (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
  5. ^ Школе села Бурен-Бай-Хаак (Тува) присвоено имя Героя Советского Союза Василия Брагина (выр.). tuvaonline.ru (6 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Достоин звания героя. — Красноярск: Красноярское кн. изд., 1975/
  • Дриго С. В. За подвигом — подвиг. Калининградское кн.изд.,1984.
  • Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Белорусская советская энциклопедия, 1984. — 607 с. — 65 000 экз.

Каҫӑсем