Брагин Николай Михайлович

Брагин Николай Михайлович (1902, Тверь[d]1940 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ, Выборгская губерния[d]) — советсен ҫар ӗҫченӗ, Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн аслӑ политрукӗ, Граждан вӑрҫине тата Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1940).

Пурнӑҫӗ

Николай Брагин 1902 ҫулта Тверь хулинче (1931–1990 ҫулсенче — Калинин) рабочи кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ.

1919 ҫулта ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. 1928 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1932 ҫулта ҫарпа политика шкулне вӗренсе пӗтернӗ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ. 1940 ҫулхи пуш уйӑхӗ тӗлне Брагин аслӑ политрук Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ фронтӑн 7-мӗш ҫарӗн 20-мӗш танк бригадин 90-мӗш уйрӑм танк батальонӗн ҫар комиссарӗ пулнӑ[1].

1940 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче Тали станцишӗн[2] ҫапӑҫнӑ чухне Брагин Яникпа Копытов лейтенантсемпе пӗрле танкран тухнӑ та тӗслӗх кӑтартса пехотӑна хӑйсем хыҫҫӑн ертсе кайнӑ, атакӑна алӑпа ҫапӑҫса вӗҫленӗ. Ку стратегиллӗ сӑрта туртса илме пулӑшнӑ. Ҫапӑҫу вӗҫленсен Брагин аманнисене илсе тухассине йӗркеленӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна вӗлернӗ. Малтан Тали станци ҫумне пытарнӑ пулнӑ, каярах Выборгӑн кӑнтӑр енчи тӑванла масар ҫине куҫарса пытарнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1940 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнчи Указӗпе финн белогвардеецӗсемпе кӗрешнӗ фронтра командованин ҫар задачисене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Брагин Николай Михайлович аслӑ политрука (вилнӗ хыҫҫӑн) Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

Брагин ятне ҫак хуласенчи урамсене панӑ:

  • Санкт-Петербургра (1940 ҫултан 1974 ҫулччен — Ленинград хулинче, ятне 2018 ҫулта тавӑрнӑ);
  • Тверь хулинче;
  • Выборгра.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Брагин Николай Михайлович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ Халӗ — Пальцево, Выборг районӗ, Ленинград облаҫӗ, Раҫҫей.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Долгов И. А. Золотые звёзды калининцев. — Кн. 1. — М.: Московский рабочий, 1983.

Каҫӑсем