Брацюк Николай Захарович
Николай Захарович Брацюк (1909 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗ, Винницкий уезд[d], Подольская губерния[d] — 1943 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ, Залегощенский район[d], Орёл облаҫӗ[d]) — совет саманин офицерӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи танкист, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944, вилнӗ хыҫҫӑн).
Пурнӑҫӗ
1909 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Бритавка ялӗнче (халӗ Винница облаҫӗн Чечельницкий районне кӗрет) рабочи кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Украин. 1922 ҫултанпа слесарь-машинист патӗнче вӗренсе ӗҫленӗ. 1928 ҫулта Харьков хулинчи сӑрт-ту пӑраланин техникумне вӗренсе пӗтернӗ[1].
1928 ҫулта хӑй ирӗкӗпе Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне кӗнӗ. Инҫет Тухӑҫри бронетанк ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ. 1932 ҫултанпа ВКП(б) пайташӗ. 1938 ҫулта Хасан кӳлли ҫумӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1938 ҫулта Горькийри ҫарпа политика училищине, 1943 ҫулта Бронетанк тата механизациленӗ ҫарсен академийӗ ҫумӗнчи офицерсен йышне ӳстермелли курссене вӗренсе пӗтернӗ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫапӑҫӑвӗсене 1943 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хутшӑннӑ. 12-мӗш танк корпусӗн 106-мӗш танк бригадин 305-мӗш танк батальонӗн командирӗ пулнӑ. Воронеж тата Брянск фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Харьков операцине, Чугуев тата Мерефа хулисене ирӗке кӑларма, Курск пӗккинчи ҫапӑҫусене (Новосиль посёлокӗ, Отрада тата Золотарёво станцисем таврашӗнче) хутшӑннӑ[1].
305-мӗш танк батальонне йышӑнсан унӑн ӑсталӑхне тата ҫапӑҫу хӑнӑхӑвне ӳстерме пысӑк ӗҫ тусе ирттернӗ, ҫавна пула батальон 106-мӗш танк бригадинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ[2].
1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен Брацюк майор батальонӗ Орел облаҫӗнчи Отрада тата Золотарёво станцисем таврашӗнче тапӑнса пырса 8 танка, 9 штурм тупине, 4 бронемашинӑна, 12 тупӑна, теҫеткешер минометпа пулемёта, тӑшманӑн ҫӗршер салтакӗпе офицерне пӗтернӗ. Брацюк хӑй тӗллӗн 2 танка тата 3 штурм туппине ҫӗмӗрнӗ[1].
1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Брацюк майор Субботинский хуторӗшӗн (Орел облаҫӗн Залегощенски районӗ) пынӑ ҫапӑҫура пуҫне хунӑ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче кӑларнӑ «Хӗрлӗ Ҫарӑн генералӗсене, офицерӗсене, сержанчӗсене тата салтакӗсене Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне парасси ҫинчен» Указӗпе «нимӗҫ-фашист вӑйӗсемпе кӗрешнӗ фронтра командованин заданийӗсене аван пурнӑҫланӑшӑн тата паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн» Брацюк Николай Захаровича вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[1][3].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн);
- Ленин орденӗ (1944 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн).
Астӑвӑм
Хаклавсем
Хӑйӗн батальонӗн ҫапӑҫу йӗркипе пынӑ май Брацюк юлташ хӑйне питӗ ӑста ертӳҫӗ, хӑюллӑ та хастар паттӑр пек кӑтартнӑ, паттӑрсен вӗлемӗпе вилнӗ.
— 106-мӗш танк бригадин командирӗ Шахметов С. К. подполковник[2]
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8
Брацюк Николай Захарович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ 1, 2 Наградной лист Н. З. Брацюка с представлением к званию Героя Советского Союза, 23 августа 1943 года. ОБД «Подвиг Народа», номер записи в базе данных: 150004255 (фонд 33, опись 793756, единица хранения 7).
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 15 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 23 кӑрлачӑн (№ 4 (264)). — . 2021 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Нерсесян Н. Г. Киевско-Берлинский. — М.: ВИМО, 1974.
Каҫӑсем
Брацюк Николай Захарович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра