Бреус Яков Георгиевич
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Яков Георгиевич Бреус (1911 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗ, Херсон — 1972 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ, Одесса) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӑн майорӗ, совет-финн тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1942 ҫул).
Пурнӑҫӗ
Яков Бреус 1911 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Херсонра служащи ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, портра грузчик пулса ӗҫленӗ. 1930 ҫулта Херсонри тинӗс техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, суту-илӳ флотӗнче машинист пулса ӗҫленӗ. 1933 ҫулта Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1938 ҫулта кӗҫӗн лейтенантсен курсне, 1939 ҫулта — «Выстрел» курсне вӗренсе пӗтернӗ. Совет-финн вӑрҫине хутшӑннӑ, Карели перешеекӗнчи ҫапӑҫусенче палӑрнӑшӑн Хӗрлӗ Ялав орденӗпе чысланӑ. 1940 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ[1].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа унӑн фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Бреуспа роти Прут юханшывӗ таврашӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Дубоссары таврашӗнчи ҫапӑҫура Кӑнтӑр фронтӑн Тинӗсҫум ҫарӗн 95-мӗш стрелоксен дивизийӗн 161-мӗш стрелоксен полкӗн 3-мӗш батальон командирӗ вилсен, унӑн вырӑнне Бреус лейтенанта лартнӑ. 1941 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче Раздельная станци тата Понятовка ялӗ таврашӗнче Румыни ҫарӗсем икӗ ротӑпа совет подразделенийӗсен тылне кӗрсе кайнӑ. Ҫав кунхи ҫӗрле Бреус батальонӗ ҫурса кӗнӗ тӑшман ушкӑнне хупӑрласа илнӗ те тӗппипех аркатнӑ. Одесса хӳтӗлевӗнче уйрӑмах палӑрнӑ[1].
1941 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче Бреус батальонӗ Карпово станци таврашӗнче хӳтӗлев йӗркине йышӑннӑ. Румыни ҫарӗсем 60 танк пулӑшнипе пехота вӑйӗсемпе тапӑнса килнӗ. Самолётсем ялан бомбӑланӑ пулин те, батальон тӑшман атакисене сирме пултарнӑ. Ҫав ҫапӑҫура Бреус батальонӗ тӑшманӑн пӗр полкне пӗтӗмпех пӗтернӗ. Иккӗмӗш хӳтӗлев рубежне куҫма хушу килсен кӑна батальон малтанхи хӳтӗлев йӗркине хӑварнӑ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1942 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнчи Указӗпе нимӗҫ захватчикӗсемпе кӗрешнӗ чухне фронтра командованин ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Яков Георгиевич Бреус лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ, ӑна Ленин орденӗ тата 2752-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].
Севастополь хӳтӗлевне, Кавказшӑн ҫапӑҫнине, Украинӑна, Крыма, Латвине тӑшманран ирӗке кӑларас ҫапӑҫусене, Тухӑҫ Пруссири ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Ҫапӑҫусенче виҫӗ хутчен аманнӑ, юлашки хут йӑвӑр Кёнигсберга штурмланӑ чухне аманнӑ. Ҫартан демобилизациленнӗ хыҫҫӑн, Бреус 1945 ҫултанпа Одессӑра пурӑнса ӗҫленӗ[2]. Пенсие тухсан обществӑлла ӗҫсемпе ӗҫленӗ. 1972 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнче вилнӗ, Одессӑри Мухтав аллейинче пытарнӑ[1].
Хисепӗсем
Одесса хулин хисеплӗ гражданинӗ. Ҫавӑн пекех икӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗпе, 1-мӗш степеньлӗ икӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе тата темиҫе медальпе чысланӑ. Ун ячӗпе Одесса урамӗсенчен пӗри хисепленет[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6
Бреус Яков Георгиевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ Плисюк И. Легендарный комбат // Одесский вестник : Одесса хула канашӗн хаҫачӗ. — 18.01.2014. — № 2.( ӗҫлемен каҫӑ)
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Крылов Н. И. Не померкнет никогда. — М.: Воениздат, 1984.
- Савченко В., Филиппенко А. Оборона Одессы.. — Центрполиграф,, 2011. — 447 с. — ISBN 978-5-227-03050-4.