Бржевская Ирина Сергеевна
Ири́на Серге́евна Брже́вская (27.12.1929, Мускав, ССРП — 17.4.2019[1], Мускав, РФ) — совет тата раççей эстрада юрăçи, сопрано. ГИТИСре «мусăк камичĕн теат артисчĕ» ăстаçăлăхпа пĕлӳилнĕ. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1978). Тутар АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1976). Хисеп орденĕпе чысланă. Дрезденри эстрада юррин фестивалĕн лауреачĕ (1964).
Биографи
Ирина Бржевская Мускавра С. И. Бржеский РСФСР халӑх артисчӗ çемьинче çуралнă[2].
Ача чухне Ленин тăвĕ çинчи пионерсен керменĕнче балет тата театр пултарулăхĕпе хăтланнă.
1947 çулта А. К. Глазунов ячĕллĕ мусăк училищин вокал уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1951 çулта ăна ГИТИСăн мусăк камичĕн уйрăмĕ ята куçарнă. Б. Покровский, А. Вовси, Т. Янко палă мусăк мусăк педагогĕсем патĕнче ăсталăхне туптанă. Вĕренсе тухсан, 1953 çулта Иринăна Дмитрий Покрасс ертсе пынă чукун çулăн джаз-оркестрне соло юрлама илнĕ. Икĕ çул Бржевская Э. Рознер оркестрĕпе ĕçленĕ.
1957 çулта «Весна» ансамбльне йĕркеленĕ, унта 1991 çулчен ĕçленĕ.
1991 çулта гастроле çӳреме пăрахнă, тапхăррăн ытти юрăçсемпе (Тамара Миансаровăпа, Владимир Трошинпа) пĕрле совет юрри ретро-программăсене хутшăннă.
Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче Ирина Бржевская пирки никам ытлах никам та аса илмен.
2019 çулхи акан 17-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ[1]. Введени çăвинче пытарнă.
Пултарулăхĕ
Паха вокал тата хăйне евĕр пултаруллă пулнипе, радио тата телекуравпа пĕрле ĕçлесе, Ирина Бржевская 1960 — 1970 çулсенче Совет Союзĕнчи чи паллă юрăçсен шутне кĕнĕ.
Бржевский репертуарĕнче[3] М. Блантер, С. Заславский, А. Зацепин, Е. Птичкин, В. Левашов, В. Шаинский тата ур. хайланисем те пулнă. Радио çинче çеç юрăç 400 яхăн юрă çырнă.
Чыслани
- Хисеп орденĕ (2000)[4]
- «РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ» (1978)
- «Тутар АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ» (1976)
Пайăр пурнăç
Упăшки — Владимир Александрович Забродин (1930 çур.), трубач[2].
Асăрхавсем
- ^ 1, 2 Уход из жизни Бржевской Ирины Сергеевны. Фонд поддержки деятелей искусства «Артист» (21 ҫӑвӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Уварова Е. Д. . — М.: Олма-пресс. — С. 90. — 862 с. — ISBN 5-224-04462-6.
- ^ Ирина Бржевская — репертуар
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 26 июля 2000 года № 1380 «О награждении государственными наградами Российской Федерации». // Официальный сайт Президента России. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.