Брин Сергей Михайлович

Сергей Брин – (01.08.1973, Мускав, СССР[1][2][3] ) - шутлакан техника тата информаци технологисем енĕпе ĕçлекен ăсчах тата бизнесмен,миллиардер [4] - Ларри Пейджпа пĕрле Google шыракан системине никĕслекен. Калифорнири штатĕнчи Лос-Альтос хулинче пурăнать.

Forbes журнал пĕлтернĕ тăрăх, 2016-мш çулта 34,4 миллиард долларпа планетари чи пун çынсем хушшинче 13-мĕш выран йышанать[5].

Мускаври еврей çĕмйинче çуралнă, 1979-мĕш çулта çĕмье Америкăна пуранма куçча кайнă. Ашшĕпе амăшĕ Мускав патшалăх университечĕн механика-математика факультетне пĕтернĕ.

Мэриленд университечĕнче бакалавр дипломне илнĕ хыççăн Стэнфорд университечĕнче магистр дипломне илнĕ. Информцин структурăламан пысăк массивĕсене тĕпченĕ. 1995-мĕш çулта Стэнфорд университечĕнче Брин тепĕр математик аспирантпа - Лэрри Пейджпа паллашнă. Унпа пĕрле вĕсем 1998-мĕш çулта Google комапанине никĕсленĕ.

Каçăсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Sergey Brin biography. biography.com. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  2. ^ Sergey Brin - bio. bornrich.com. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  3. ^ Брин, Сергей — президент по технологии компании Google Inc (выр.). Лента.ру. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.
  4. ^ Самые богатые люди планеты по версии Bloomberg (выр.). РИА Новости (17 ҫӑвӑн 2013). Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  5. ^ The World's Billionaires: Sergey Brin, Forbes. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.