Бруй Фёдор Филиппович
Фёдор Филиппович Бруй (1907 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ, Ивановские Огородники[d], Минская губерния[d] — 1982 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ, Винница[d]) — Совет Ҫарӗн подполковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗ
Малтанхи ҫулсем
Фёдор Бруй 1907 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — юпан 2-мӗшӗнче) Ивановские Огородники ялӗнче (халӗ Беларуҫри Минск облаҫӗнчи Слуцк районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ, Слуцкри районӑн ҫул-йӗр уйрӑмӗнче шоссе ҫулӗсем хывнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Ҫар хӗсмечӗ
1929 ҫулта Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1931 ҫулта Смоленскри ҫар тата апат-ҫимӗҫ склачӗ ҫумӗнчи ҫар хуҫалӑх вӗренӳ командине вӗренсе пӗтернӗ. 1932 ҫултанпа Хабаровскра хӗсметре тӑнӑ, 2-мӗш строительство батальонӗн строительство ротин командирӗ пулнӑ, Хабаровск, Биробиджан, Амур-ҫинчи-Комсомольск патӗнче ҫулсем, ҫавӑн пекех Тинӗсҫумӗнче ҫар сооруженийӗсем тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. 1937 ҫулта ВКП(б) йышне кӗнӗ. 1940 ҫулхи ҫурлара Инҫет Тухӑҫ фрончӗн 15-мӗш танк бригадинчи 150-мӗш танк батальонӗн командирӗн материалпа тивӗҫтерекен пулӑшуҫи пулма лартнӑ, 1941 ҫулхи акара вара — 15-мӗш ҫарӑн 180-мӗш автобазин тивӗҫтерев пуҫлӑхӗ. 1941 ҫулхи раштавра Горький (халӗ Чулхула) хулинчи «Выстрел» курсне вӗренме янӑ.
1942 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1942 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче пӗрремӗш хут ҫапӑҫӑва кӗнӗ, хӑйӗн батальонӗпе пӗрле Семилуки хулинчен ҫурҫӗререх тӑшманӑн танк тапӑнӑвне сирсе янӑ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ, Воронеж, 1-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Воронежа хӳтӗлеме, Воронеж-Касторное операцине, Курск ҫапӑҫӑвне, Украина ССР-не ирӗке кӑларма, Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ.
Паттӑрлӑхӗ
1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Фёдор Бруй майор Воронеж фронтӗнчи 38-мӗш ҫарӑн 167-мӗш стрелоксен дивизийӗн 520-мӗш стрелоксен полкӗн батальонне ертсе пынӑ. Украинӑна ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[1].
1943 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче Бруй батальонӗ Сумы облаҫӗнчи Ромны хулине ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. 1943 ҫулхи авӑнӑн 25–28-мӗшӗсенче Киев ҫине тапӑнса пынӑ май вӑл темиҫе ял-хулана ирӗке кӑларнӑ тата Вышгород патӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ. Юханшывӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчи плацдарма тытса илсе тӑшманӑн хирӗҫле вунӑ тапӑнӑвне сирсе янӑ, ҫакӑ вара пӗрлешӗвӗн тӗп вӑйӗсене ӑнӑҫлӑ каҫма май панӑ. Ҫапӑҫусенче Бруй икӗ хутчен аманнӑ, анчах ҫапӑҫу хирӗнчен кайман, батальона малаллах ертсе пынӑ[1].
«Нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсемпе ҫапӑҫнӑ фронтра командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн» СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнчи Указӗпе Фёдор Бруй майора Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеппе тивӗҫтернӗ, ҫавӑн пекех Ленин орденӗ тата 2814-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль панӑ[1].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑт
1944 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Бруя Винницӑн ҫар коменданчӗ пулма лартнӑ, кайран вӑл Винница облаҫӗнчи тӗрлӗ районӑн ҫар комиссариачӗсене ертсе пынӑ. 1955 ҫулта чирленӗ пирки подполковник ҫар хисепӗпе отставкӑна тухнӑ. Винницӑри сӗт-ҫу савутӗнче тивӗҫтерев инженерӗ пулса ӗҫленӗ. 1982 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче вилнӗ, Винницӑри Тӗп ҫӑвара пытарнӑ[1].
Хисепӗсем
- Икӗ Ленин орденӗ;
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
- 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ;
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем, ҫав шутра «Германие ҫӗнтернӗшӗн», «Совет Ҫарӗпе Флочӗ 30 ҫулта», «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн»;
- Слуцкӑн хисеплӗ гражданинӗ[1].
Астӑвӑм
Слуцк хулинчи урама Фёдор Бруй ятне панӑ. Винницӑра вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
Каҫӑсем
Фёдор Филиппович Бруй «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра