Бруклин кĕперĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Бруклин кĕперĕ
акăл. Brooklyn Bridge
Тӑршшӗ
  • 1830 метр
Сарлакӑш 25,9 метр
Вид в ночное время
Инженер-строитель Рёблинг, Джон[d]
Проектировщик Рёблинг, Джон[d]
Ят никӗсӗ Бруклин[d]
Ответственность несёт Q1058767?
Наибольший пролёт 487 метр
Архитектурный стиль неоготика[d]
Ӳкерчĕк:New York City (New York, USA), Brooklyn Bridge -- 2012 -- 6630.jpg
Дата официального открытия 24.5.1883[1]
Ӳкерчĕк:New York City 03.jpg
Высота/рост 84 метр
Архитектор Рёблинг, Джон[d]
Администраципе территори пайӗ Манхэттен[d][2] тата Бруклин[d][2]
Проходит над/под Ист-Ривер[d]
Ӳкерчĕк:Snowy Brooklyn Bridge (Unsplash).jpg
Еткерлӗх статусӗ достопримечательность Нью-Йорка[d], Национальные исторические памятники США[d][3], место из Национального реестра исторических мест США[d][4] тата Объект из предварительного списка Всемирного наследия[d]
Местонахождение
URL-адрес потокового вещания youtube.com/watch?v=KGuC…
Критерий Всемирного наследия (ii)[d] тата (iv)[d]
Патшалӑх
Несёт на себе тротуар[d] тата ҫул
Сделано из Хурçă тата чул
Бруклин кĕперĕМир (Земля) çинче
Бруклин кĕперĕ (Мир (Земля))
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Бруклин кӗперӗ (ҫакӑнса тӑракан кӗперсенчен чи пӗрремӗшӗ, унӑн тӑршшӗ 1825 метр, ӑна Ист-Ривер пырӗ урлӑ хывнӑ, вӑл Бруклинпа Манхэттена пӗрлештерет. Строительство вӗҫленнӗ саманта вӑл тӗнчери чи пысӑк ҫакӑнса тӑракан кӗпер тата конструкцийӗнче хурҫӑ троссемпе усӑ курса ӑсталанӑ пӗрремӗш кӗпер шутланнӑ. Кӗпере акшар чулӗнчен, гранитран тата розендейл цементӗнчен тунӑ[5]. Малтанхи ячӗ — Нью-Йорк тата Бруклин кӗперӗ (акăл. New York and Brooklyn Bridge). 1915 ҫулта кӗперӗн хальхи ятне официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.

Кӗпер тӑрӑх автомобильсем те, ҫуран ҫынсем те каҫаҫҫӗ — ӑна тӑрӑхла виҫӗ пая пайланӑ. Айккинчи пайӗсемпе автомобильсем, вӑтамминчипе вара, самай ҫӳллӗ вырӑнта тӑраканнипе, ҫуран ҫӳрекенсемпе велосипедҫӑсем усӑ кураҫҫӗ.

1964 ҫулта кӗпере Наци историйӗн паллӑ вырӑнӗсен списокне кӗртнӗ. Паянхи кун кӗпер Нью-Йорк ҫыннисемшӗн канмалли тата велосипедпа уҫӑлса ҫӳремелли паллӑ вырӑн шутланать, голливуд фильмӗсен витӗмне пула вӑл хула символӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

Шухӑш ҫурални

Манхэттенпа Бруклин хушшинчи кӗпере чи малтанах 1800 ҫулта платник тата ландшафт архитекторӗ Томас Пауп тума сӗннӗ. Анчах та вӑл тунӑ йывӑҫ кӗпер ҫирӗпех пулман. Унсӑр пуҫне кӗпер Ист-Ривер тӑрӑх ишекен карапсене ҫӳреме кансӗрленӗ[6][7].

Ҫӗр айӗнче тоннель чавма сӗнекен те пулнӑ, анчах та вӑл вӑхӑтра ку хаклӑ тата пурнӑҫлама йывӑҫ ӗҫ шутланнӑ, ҫавна май ку варианта пӑрахӑҫланӑ.

Вуншар ҫул хушши кӗпере хывма кансӗрлекен йывӑрлӑхсенчен нумайӑшне Джон Рёблинг татса панӑ, вӑл 80 метр ҫӳллӗш пӗрешкел башньӑсем тума шутланӑ, вӗсем ҫине ҫырансенчен икӗ пролет тӗревленнӗ тата вӗсемех ҫакӑнса тӑракан пая тытса тӑнӑ.

Кӗпере туни

лентӑра

1867 ҫулта Нью-Йорк хула канашӗ Джон Рёблинг инженерӑн проектне ҫирӗплетнӗ, унччен унӑн ҫакӑнса тӑракан кӗперсене проектлас тата вӗсене ӑсталас опыт пулнӑ[7].

Технологи тӗлӗшӗнчен ыйтӑва татса пани

Ҫакӑнса тӑракан кӗпер неоготика стилӗпе ӑсталанӑ икӗ пысӑк тӗрев ҫине таянса тӑрать, вӗсене хытӑ чуллӑ тӑпра ҫине вырнаҫтармалла пулнӑ. Геологи тӗпчевӗсем кӑтартнӑ тӑрӑх, унашкалли юханшыв тӗпӗнчен тата 25 метр тарӑнӑшра выртать иккен, ҫавна пула 25 метр хулӑнӑш ҫемҫе ҫӗре мӗнле те пулин кӑларма тивнӗ, ҫак йывӑрлӑха татса памалла пулнӑ. Джон Рёблинг ку ыйтӑва кессонсемпе усӑ курса татса панӑ.

Сарӑ хыртан ӑсталанӑ 43 метр тӑршшӗ тата 27 метр сарлакӑш ӗҫлемелли вырӑнлӑ камерӑсене 6 пая пайласа кашнинех шыв пусӑмне хирӗҫ тӑма май туса памашкӑн хӗснӗ сывлӑшпа тултарнӑ[7].

Кессон ҫийӗн гранит плитасем вырнаҫтарнӑ, вӗсен йывӑрӑшӗпе кессонсем тӑпра ӑшне путса пынӑ. Бруклин енчи кессонӑн тарӑнӑшӗ 44 фут, Манхэттен енчи — 78 фут пулнӑ. Тӑпрана чавса кӑларнӑ хыҫҫӑн кессонсене бетонпа тултарнӑ, ҫапла майпа ҫирӗп никӗс хатӗрленӗ.

Шыв тӗпӗнче чавма йывӑр тӑпрана лексен Рёблинг инженерӗсем вӗсене аркатма динамитпа усӑ курнӑ. Чавса кӑларнӑ тӑпрана баржӑсем ҫине тиенӗ те ӑна шывӑн аяларахра вырнаҫнӑ юххинче е океанра пушатнӑ.

Кессон чирӗ

Ҫӗр чавакансем, вӗсене «sandhogs» (хӑйӑр сыснисем) тенӗ, тӗпрен илсен иммигрантсем пулнӑ, кунне вӗсене 2 доллар тӳленӗ. Юшкӑна, чулсене, гравие тата шыв тӗпӗнчи ытти пылчӑка вӗсем кӗреҫепе хырса кӑларнӑ. Площадкӑна вӗсене пысӑках мар тимӗр контейнерпа — шлюзпа — ҫитернӗ, унтах хӗснӗ сывлӑша та тултарнӑ. Юханшыв тӗпӗнче тата ҫӳлте пусӑм тӗрлӗрен пулнипе каялла хӑпарнӑ чухне ӗҫлекен ҫынсен юнра азот палӑрма пуҫланӑ, ҫакӑ пуҫа ыраттарнӑ, чӗрене йывӑр ӗҫлеттернӗ, ӳте кӗҫӗтнӗ, хӑшӗ-пӗрин шӑнӑр туртса лартнӑ, ал-ура ҫывӑрса ларнӑ. Юнра азот палӑрни шалкӑм ҫапни таранах сывлӑха сиен кӳнӗ, хӗшӗ-пӗрин ҫакӑ вилӗмпе вӗҫленнӗ. Ӗҫлекенсенчен нумайӑшӗ ҫакна чӑтайман. Вӗсен асапӗсем палӑракан симптомсене «кессон чирӗ» (водолазсен чирӗ) теме пуҫланӑ.

Кессона мӗн чухлӗ тарӑнрах антарма тивнӗ, ҫын ҫавӑн чухлӗ ытларах йывӑрлӑх туйнӑ. Манхэттен тӗревӗ енчи кессонра пусӑм 240 кПа е 2.4 атмосферӑпа (пӗр тӑваткал дюйм ҫине 35 фунт) танлашнӑ, ҫавӑнпа рабочисене талӑкра 4 сехетрен ытла камерӑра пулма ирӗк паман.

Кессон чирӗпе шар курнӑ ҫынсене Смит тухтӑр ертсе пыракан опытлӑ тухтӑрсен ушкӑнӗ пулӑшнӑ. Сӑнавсем ирттернӗ май вӑл тӗреклӗ кӗлеткеллӗ ҫынсем ҫак чир-чӗртен ытларах шар курнине палӑртнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн унашкал кӗлеткеллӗ ҫынсене ӗҫе илме пӑрахнӑ[8].

30 ҫул иртсен тин ҫак чир мӗне пула йӗркеленнин сӑлтавне тупса палӑртнӑ, йывӑрлӑхран ҫӑлӑнмалли меслете те тупнӑ: пусӑм майӗпен чакса пытӑр тесен шлюзсене антарас тата ҫӗклес ӗҫе майӗпен тумалла. 1909 ҫулта Нью-Йорк штатӗнче кессон чирӗнчен сыхланма май паракан пӗрремӗш саккунсене йышӑннӑ, вӗсемпе Гудзон тата Ист-Ривер юханшывсем айӗнче чукун ҫул туннелӗсене тунӑ чухне усӑ курнӑ. Бруклин кӗперне тунӑ чухне вара, кессон чирӗнчен, ҫӗр ишӗлнине пула тата сирпӗтӳ ӗҫӗсене тунӑ чухне аманнине пула 150 яхӑн ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Рёблингсен паттӑрлӑхӗ

Кӗпере 1870 ҫулхи кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче тума пуҫланӑ. Джон Рёблинг ӗҫсем пуҫланичченех аманнӑ: сӑвай ҫапнине сӑнанӑ чухне унӑн кимми парома пырса ҫапӑннӑ. Инженерӑн ура шӑммисене вакласа пӗтернӗ, унӑн пӳрнисене касса татнӑ, анчах пурӗ пӗр аманнӑ хыҫҫӑн вӑл столбняк чирне ҫаклатнӑ, ҫавна пула вилнӗ, ӗҫсене ертсе пыма вара Вашингтон ывӑлне шанса хӑварнӑ.

Строительство пынӑ май 32 ҫулхи инженерӑн нумай техника йывӑрлӑхне татса памалла пулнӑ. Ҫирӗп чул тӑпраллӑ ҫӗре ваклама динамитпа усӑ курмалли ыйту тухса тӑрсан, хӗснӗ сывлӑшра сирпӗнӳ мӗнле пулассине никам та калама пултарайман. Кессон арканнине пула ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлма пултарнӑ. Сирпӗнӳ мӗнле иртнине Вашингтон Рёблинг хӑй сӑнаса тӗрӗсленӗ.

Пӗр кунхине кессонра ҫулӑм тухнӑ, ӑна сӳнтерме каллех ҫамрӑк инженер хутшӑннӑ, ҫапла май кессонра вӑл 4 сехет вырӑнне талӑка яхӑн ӗҫленӗ. Ҫӗр ҫине хӑпарнӑ хыҫҫӑн Вашингтон кессон чирӗн пӗрремӗш симптомӗсене туйма пуҫланӑ. Анчах кессонра пушар чарӑнман пулнӑ, ӑна ҫӑлса хӑварас тесе вӑл вырӑн ҫинчен тӑрса каллех унта кайнӑ.

Кессон чирӗ иккӗмӗш хут палӑрсан Рёблинга шалкӑм ҫапнӑ. Строительство ӗҫне унӑн арӑмӗ Эмили Рёблинг малалла тӑснӑ, унӑн инженери ӑслӑлӑхне, аслӑ математикӑпа сопромата хӑвӑрт мелпе ӑса хывма тивнӗ. Рёблинг ӗҫсем мӗнле пынине бинокль витӗр пӑхса сӑнанӑ, ассистентсем ун патне пурнӑҫланӑ ӗҫсен схемисене тата сӑнӳкерчӗксене илсе килсе панӑ.

Ҫавӑнпа та Бруклин кӗперне Рёблингсен пӗтӗм ҫемйи хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр тунӑ тесе калама пулать. Эмили Рёблинг ҫак кӗпер урлӑ каҫнӑ пӗрремӗш ҫын пулса тӑнӑ. Джон Рёблинг, Вашингтон Рёблинг тата Эмили Рёблинг ячӗсене кӗпер тӗревӗ ҫине ӗмӗрлӗхех ҫырса хунӑ.

Карӑнтарса тӑракан конструкци

Тӗревсене туса пӗтерсен хурҫӑ троссене тӑсма тытӑннӑ, вӗсем ҫинче кӗперӗн тӗп пролетне ҫакса хумалла пулнӑ. Троссене туса кӑларас техникӑна хӑй вӑхӑтӗнче Джон Рёблинг хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ, ӑна валли вӑл ятарлӑ производство та йӗркеленӗ.

Анчах та АПШри чи вӑрӑм кӗпер ҫинчи ҫакӑнса тӑракан конструкци мӗнле ӗҫлессине никам та пӗлмен. Трос ҫирӗплӗхне тӗрӗслес тесе Парингтон тӗп механик хастарлӑх кӑтартса пӗрремӗш 500 метрлӑ трос тӑрӑх юханшыв урлӑ хӑй каҫнӑ[8]. Ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑма пин-пин Нью-Йорк ҫынни сӑнаса тӑнӑ, Америкӑра тухса тӑракан мӗнпур хаҫат хӑйсен малти страницинче Парингтон сӑнӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.

Brooklyn Bridge by David Shankbone.jpg

Кайран 87 метр ҫӳллӗшре троссене карӑнтарма тытӑннӑ. Анчах та Бруклин кӗперне тӑвас енӗпе ӗҫлекен директорсен канашӗ Рёблинг фирминче туса кӑларнӑ хурҫӑ канатсене туянассине йышӑнмасӑр иккӗленӳллӗ поставщикпа контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫ хӗрсе пынӑ вӑхӑтра троссенчен пӗри татӑлнине пула ҫынсем вилсен Вашингтон Рёблинг тӗрӗслев ирттернӗ те подрядчик кантӑк пек ҫирӗп мар контрабандлӑ пралукпа усӑ курнине палӑртнӑ. Хурҫӑ канатсем валли пралук пахалӑхне тӗрӗслекен инспекторсен шутне икӗ хут ӳстернӗ. Анчах кӗпер ҫине вырнаҫтарнӑ троссене каялла илме май пулман. Апла пулин те Рёблингсем ҫакӑнса тӑракан конструкцие ҫирӗплӗхе 6 хут ӳстерсе хывса хӑварнӑ, пахалӑхсӑр пралукпа усӑ курнине шута илсен те конструкцин йӑтса тӑма пултаракан ҫирӗплӗхӗ хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтернӗ. Кашни трос 19 уйрӑм шӑнӑртан тӑнӑ, вӗсене хӑйсене вара 278 уйрӑм пралукран ҫыхнӑ, ҫакӑ кӗпере питӗ пысӑк тиевсене чӑтма май парать[6].

Дирекци суйласа илнӗ поставщикпа ӗҫлеме пӑрахнӑ, малалла канатсемпе Рёблингсен фирми тивӗҫтерме тытӑннӑ. Анчах та выляса янӑ енӗн тавӑрас шухӑш ҫуралнӑ, вӗсем Вашингтон Рёблинг психика тӗлӗшӗнчен чирлӗ тесе сас-хура сарма тытӑннӑ, ӑна ӗҫрен кӑларма ыйтнӑ.

Ӗҫ-пуҫа хӑюллӑ Эмили хутшӑннӑ. Вӑл Америкӑри инженерсен пӗрлешӗвӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Директорсен канашӗн ларӑвӗнче ирттернӗ сасӑлавра 17 сасӑран 10 сасӑ ҫак проектшӑн хӑйӗн сывлӑхне шеллемен, пӗтӗм пурнӑҫне ку ӗҫе халалланӑ Вашингтон Рёблинга кӗпере тӑвас енӗпе тӗп инженер вырӑнӗнче хӑварассишӗн сасӑланӑ[8].

Кӗпере туса пӗтерни

Кӗпере тӑвасси вунвиҫӗ ҫула тӑсӑлнӑ, 1883 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ӗҫсене вӗҫленӗ. Кӗпере ӑсталама 15,1 миллион доллар тухса кайнӑ.

Кӗпере уҫма Нью-Йорк мэрӗ Франклин Эдсон тата АПШ президенчӗ Честер Артур ҫитнӗ. Вӑл кун канмалли кун йӗркеленӗ: кӑмӑл тӑвакансем пурте ҫак архитектурӑри пултарулӑхпа паллашма пултарнӑ.

Пӗрремӗш кунтах 1800 яхӑн транспорт хатӗрӗ тата 150 000 яхӑн ҫын кӗпер урлӑ пӗр енчен тепӗр енне каҫнӑ. Анчах тепӗр эрнерен халӑх хушшинче сасартӑк кӗпер ишӗлсе анма пултарни ҫинчен сас-хура сарӑлнӑ, ҫакӑ ҫынсене хӗсӗнсе лармалли сӑлтав пулса тӑнӑ, вуникӗ ҫын вилнӗ. Халӑха кӗпер ҫирӗплӗхне ӗнентерес тесе влаҫрисем ун тӑрӑх 21 слона уттарса каҫарнӑ, вӗсем инҫех мар, хулана гастрольпе килнӗскерсем пулнӑ.

Бруклин кӗперне пула Бруклинпа Нью-Йорка Пысӑк Нью-Йорка пӗрлештерме май тупӑннӑ.

Хальхи тӑрӑм

Чи малтанах ҫӗнӗ кӗпер ҫинче икӗ чукун ҫул (метро пуйӑсӗсем валли) йӗрӗ, утлӑ экипажсем (унтан автомобильсем) валли тӑватӑ полоса тата ҫуран ҫӳрекенсем валли (автомобильсен ҫулӗнчен ҫӳлерех вырӑнта) ҫул пӑхса хӑварнӑ пулнӑ. Каярахпа кӗпер тӑрӑх трамвайсем те ҫӳреме пуҫланӑ. 1950-мӗш ҫулсенче кӗпере ҫӗнетнӗ вӑхӑтра рельслӑ транспорт ҫулне пӑрахӑҫланӑ, автомобиль полосисен шутне улттӑ таран ҫитернӗ.

1980-мӗш ҫулсенчен пуҫласа, кӗперӗн архитектура уйрӑмлӑхӗсене малти вырӑна кӑларас тесе, ӑна ҫӗрле ҫутӑпа ҫутатма пуҫланӑ.

1983 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чапа тухнӑ кӗпер ҫӗр ҫула ҫитнине Нью-Йорк сулӑмлӑн уявланӑ. Юбилейлӑ уява АПШ президенчӗ Рональд Рейган та хутшӑннӑ[8].

2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 19 сехет те 40 минутра (Мускав вӑхӑчӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 03 сехет те 40 минут) Бруклин кӗперӗн пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ, ҫавна пула пилӗк ҫын шар курнӑ[9][10].

Кӑсӑклӑ фактсем

Кӗпер тума укҫа-тенкӗ пухма Нью-Йорк кӗперӗн айӗнчи пысӑк шӑтӑксене тара панӑ. Хӑш-пӗр пайӗсене эрехпе шампански упрама майлаштарнӑ, эрех унта ҫулталӑк тӑршшӗпех тӑнӑҫ температурӑра упраннӑ[6].

2006 ҫул пуҫламӑшӗнче Бруклин кӗперӗ ҫинче юсав ӗҫӗсем ирттерекен рабочисем 1950-мӗш ҫулсенче Сивӗ вӑрҫӑн хӗрӳ тапхӑрӗнче тунӑ вӑрттӑн бомбоубежищӗне тупнӑ. Унта кӗмелли алӑка Манхэттен енчи кӗпер тӗревӗсен стени ӑшне пытарса хунӑ. Вӑрттӑн вырӑнта чылай апат-ҫимӗҫ тата ытти япала тупнӑ — галетлӑ 350 пин металл банка, сывлӑша тасатакан установкӑсем, утиялсем, медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелли наборсем[11].

Бруклин кӗперӗн панорами
Бруклин кӗперӗн панорами
Бруклинтан курӑнакан кӗпер сӑнӗ. Хыҫалта — Манхэттен небоскребӗсем
Кӗпер ҫинчи куҫӑма мӗнле йӗркеленине кӑтартакан схема

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

  • Нью-Йорк кӗперӗсемпе тоннелӗсен списокӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ http://www.nyc.gov/html/dot/html/infrastructure/brooklyn-bridge.shtml
  2. ^ 1, 2 тата 3 archINFORM (нем.) — 1994.
  3. ^ https://www.nps.gov/subjects/nationalhistoriclandmarks/list-of-nhls-by-state.htm#onthisPage-32
  4. ^ National Register of Historic Places (англ.) — 1966.
  5. ^ +Francis P. Boscoe
    −{{{2}}}
    cement industry // The Encyclopedia of New York State / Peter R. Eisenstadt, Laura-Eve Moss. — Syracuse University Press, 2005. — P. 294—295. — 1921 p. — ISBN 081560808X.
  6. ^ 1, 2 тата 3 10 секретов Бруклинского моста (выр.) (2017-05-29). Тĕрĕсленĕ 26 Авӑн уйӑхӗн 2018.
  7. ^ Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи копийӗ
  8. ^ Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи копийӗ. Attraction story, портал о достопримечательностях.
  9. ^ В Нью-Йорке обрушилась часть Бруклинского моста.
  10. ^ Storm brings heavy flooding to Brooklyn as bridge wall collapses.
  11. ^ ЖИЗНЬ: Американцы замуровывают галеты в опоры мостов.

Вуламалли

  • +David McCullough
    −{{{2}}}
    The Great Bridge: The Epic Story of the Building of the Brooklyn Bridge. — Simon and Schuster, 2007. — 608 с. — ISBN 0743218310.
    (акăлч.)

Каҫӑсем

Шаблон:Нью-Йорк кӗперӗсемпе туннелӗсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Бруклинский мост статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.