Брылеев Валентин Андреевич

Валенти́н Андре́евич Брыле́ев (1926 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ, Тула, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2004 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ, Мускав) — совет саманин тата Раҫҫейӗн театрпа кино актёрӗ. Вӑл дубляж ӗҫӗнче те паллӑ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

1926 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗнче Тула хулинче ҫуралнӑ.

1947 ҫулта вӑл Мускаври архитектурӑпа строительство техникумне вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Ростокинри строительство машинисен савутӗнче конструктор пулса ӗҫленӗ[1].

1955 ҫултанпа актёр кинора ӳкерӗнме пуҫланӑ. Пӗрремӗш рольне Юрий Вышинский режиссёрӑн «В квадрате 45» фильмӗнче вылянӑ[2].

1956 ҫулта вӑл ВГИК-ран вӗренсе тухнӑ. Вӑл Борис Бибиковпа Ольга Пыжова курсӗнче вӗреннӗ[3]. Ҫав ҫултах актёра Мускаври «Театр-студия киноактёра» труппине илнӗ. Унта вӑл 2004 ҫулччен ӗҫленӗ[4].

Актёр «Морозко» фильмри кӗрӳ ролӗпе паллӑ пулса тӑнӑ.

1990-мӗш ҫулсен варринче вӑл «Колесо истории» телепередача ушкӑнне кӗнӗ. Проектра вӑл Александр Пятковпа Владимир Коппалов артистсемпе пӗрле ӗҫленӗ.

2004 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Вӑл 79 ҫулта пулнӑ. Унӑн ӳтне Донской масарӗн колумбарийӗнче пытарнӑ.

Фильмографи

Кил-йышӗ

  • арӑмӗ — Галина Владимировна Брылеева (1931—1989)[4]. Вӗсен Александр ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Брылеев Валентин Андреевич | Всегда со мною (выр.). a-tremasov.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Валентин Брылеев. Фильмография (выр.). kino-teatr.ru (5 нарӑсӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Актёр Валентин Брылеев (1 мая 1926 г.): Биография, Фото, Фильмография (выр.). wink. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Факты – Валентин Брылеев (выр.). Кинориум. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Валентин Брылеев. Актёр дубляжа (выр.). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем