Булаев Александр Дмитриевич
Александр Дмитриевич Булаев (1910 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ, Чаны[d], Ҫӗпӗр крайӗ[d] — 1943 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ, Волховский район[d], Ленинград облаçĕ) — совет истребитель авиацийӗн лётчик-асӗ, советсемпе финн тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943). Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн майорӗ.
Пурнӑҫӗ
1910 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче Чаны станцийӗнче (халӗ — Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗнчи посёлок) чукун ҫул ӗҫченӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул вӗренсе пӗтернӗ. Омска куҫса кайсан, икӗ ҫул стройкӑсенче ӗҫленӗ. Омскри чукун ҫул транспорчӗн инженерӗсен институчӗн икӗ курсне тата аэроклуба вӗренсе пӗтернӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Ленинградри химипе технологи институтне куҫнӑ.
Хӗсмет пуҫламӑшӗ тата советсемпе финн вӑрҫи
1934 ҫулта Булаев хӑй ирӗкӗпе Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете кайнӑ. 1936 ҫулта вӑл Харьковри пилотсен ҫар авиаци шкулне вӗренсе пӗтернӗ.
1936 ҫултан пуҫласа ҫар авиаци шкулӗсенче лётчик-инструктор пулнӑ, 1938 ҫултанпа Ленинградри ҫар округӗн Ҫар-сывлӑш вӑйӗсенче хӗсметре тӑнӑ.
Советсемпе финн вӑрҫине хутшӑннӑ. Ҫак вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл 120 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ, вӗсенчен 40-шӗ — ҫӗр ҫинчи тӗллевсене штурмлама. Совет-финн вӑрҫинче Булаев пӗтернӗ самолётсем ҫинчен даннӑйсем тӗрлӗрех: пӗр даннӑйсем тӑрӑх, вӑл тӑшманӑн 9 самолётне пӗтернӗ те ҫак вӑрҫӑри чи нумай ҫӗнтерӳ тунӑ лётчик пулса тӑнӑ[1], теприсем тӑрӑх — вӑл 2 самолёта хӑйех, 3-шне ушкӑнпа пӗрле пӗтернӗ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗрремӗш кунӗсенчен пуҫласах — унӑн фрончӗсенче. Ленинградшӑн пынӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ. Ҫак вӑрҫӑра хӑйӗн пӗрремӗш самолётне вӑл 1941 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче пӗтернӗ. 1941 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче Булаев бомбардировщиксен ушкӑнне ертсе пынӑ чухне нимӗҫсен «Мессершмитт» истребителӗсемпе сывлӑшри ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Пӗрне пӗтернӗ хыҫҫӑн Булаева хӑйне те персе амантнӑ, вара вӑл парашютпа сикнӗ. Ҫав кунхи каҫхинех вӑл полка таврӑннӑ. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Булаева Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ фронтне куҫарнӑ. 1942 ҫултан пуҫласа Александр Булаев майор Ленинград фрончӗн 13-мӗш сывлӑш ҫарӗнчи 275-мӗш истребительсен авиаци дивизийӗн 159-мӗш истребительсен авиаци полкӗн эскадрилийӗпе командӑланӑ[2]. Унӑн подразделенийӗн тӗп ҫар заданийӗсем — тӑшманӑн бомбардировщикӗсене (тӗслӗхрен, Ju-88) тытса чарасси тата тӑшмана сыхласа пыракан истребительсемпе (Bf-109) сывлӑшра хытӑ ҫапӑҫусем ирттересси пулнӑ[3]. Вӑл командӑланӑ чухне эскадрилья пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, нимӗҫсен 21 самолётне пӗтернӗ[2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ вӑхӑтра Булаев пурӗ 260 хут ҫапӑҫӑва вӗҫсе тухнӑ, 66 хут сывлӑшри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. М. Быков тӗпчевӗсен даннӑйӗсем тӑрӑх, лётчик 19 хут хӑйех тата 8 хут ушкӑнпа ҫӗнтернӗ, чыслав хучӗ тӑрӑх вара — 14 хут хӑйех тата 8 хут ушкӑнпа[4][5]. Ҫапӑҫусене вӑл «И-16», «Як-1», «Ла-5», «P-40» самолётсемпе вӗҫсе тухнӑ.
1943 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗнче тылри аэродромра «Ли-2» япала турттаракан самолёт авиаци катастрофине лекнипе Булаев вилнӗ. Катастрофа сӑлтавӗ — струбцинӑсемпе ҫирӗплетсе хунӑ рульсем пулнӑ[2][3]. Ӑна Волхов хулин кӑнтӑр енчи хӗрринче, Новооктябрьски ҫӑвинчи тӑванла вил тӑпринче пытарнӑ[2][6].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗ — хисепе СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе (вилнӗ хыҫҫӑн) «нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» панӑ.
- Икӗ Ленин орденӗ (1942 ҫулхи ҫвӑн 3-мӗшӗ, 1943 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ)
- Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1940 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ)
- 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1943 ҫулхи ҫвӑн 2-мӗшӗ)
- «Хастарлӑхшӑн» медаль (1939)[2]
- «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль (1943)[2][7]
Ӑнлантарусем
- ^ Бодрихин Н. Г. Советские асы. Очерки о советских лётчиках. — М.: ЗАО КФК «ТАМП», 1998.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6
Булаев Александр Дмитриевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ 1, 2 Булаев Александр Дмитриевич. Airwar.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ Булаев Александр Дмитриевич. airaces.narod.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ Булаев Александр Дмитриевич. soviet-aces-1936-53.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ Братская могила на южной окраине города Волхова. archportal.nso.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
- ^ Сведения о награждении. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Звёзды доблести ратной: О Героях Советского Союза — новосибирцах / сост. Е.Д. Головин, Л.М. Живоглядова. — 2. — Новосибирское книжное издательство, 1986. — 432 с.
- Булаев А. Д. / Энциклопедия города Омска: в 3 т. — 2012. — Т. 3.: Омск в лицах. — С. 162—163.
- Новосибирцы — Герои Отечества. — Новосибирск: ОАО «НКИ», 2010.
Каҫӑсем
Булаев Александр Дмитриевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- А. Д. Булаев на сайте «Советские асы» (имеется список воздушных побед и много фотографий военного времени)
- А. Д. Булаев на сайте «Красные соколы».