Булатов Василий Галямович

Василий Галямович (Николаевич) Булатов (1921 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ, Чутай[d], Палтас районĕ1988 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ, Хусан) — 48-мӗш ҫарӗнчи 102-мӗш стрелоксен дивизийӗн 40-мӗш Амур стрелоксен полкӗн пулемёт взводӗн командирӗ, кӗҫӗн лейтенант. Совет Союзӗн Паттӑрӗ.

Пурнӑҫӗ

Малтанхи ҫулӗсем

Василий Галямович Булатов 1921 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче Тenfh АССРӗнчи Балтаси районӗнчи Чутай ялӗнче (ытти даннӑйсем тӑрӑх, Анат Чутай ялӗнче[1]) тутар хресченӗн ҫемйинче ҫуралнӑ.

Ҫар хӗсметне кайиччен Чита облаҫӗнчи тӑпра комбинатӗнче аслӑ бухгалтер пулса ӗҫленӗ[2][3]. 1942 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ тата Байкалхыҫри стрелоксемпе миномётсен училищинче вӗреннӗ[2][3], ӑна 1944 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн лейтенант ҫар хисепӗпе Инҫет Тухӑҫа янӑ[4]. Унтан, 102-мӗш стрелоксен дивизийӗн 40-мӗш Амур стрелоксен полкӗн йышӗнче Булатов фронта кайнӑ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни

Василий Булатов Беларуҫа ирӗке кӑларас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. 1944 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Булатов кӗҫӗн лейтенант командӑлакан пулемёт взводӗ тӑшман хытӑ персе тӑнӑ пулин те Друть юханшыв урлӑ каҫнӑ тата хирӗҫле ҫыранра ҫирӗпленсе ҫак чикӗрен пӗтӗм стрелоксен ротине ӑнӑҫлӑн тапӑнса пыма май туса панӑ. Тепӗр кунхине Булатов взвочӗ пулемётсенчен персе тӑрса тӑшманӑн виҫӗ контратакине сирсе янӑ, ҫак вӑхӑтра Василий Булатов хӑйех гитлеровецсене взвода яхӑн пӗтернӗ[5].

Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ ҫын.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн

1946 ҫулта Василий Булатов демобилизациленнӗ те тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ. Милицире уголовнӑй шыравӑн аслӑ оперуполномоченнӑйӗ пулса, кайран вара — БХСС уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. СССР ШӖМӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. 1961 ҫулта Хусан патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. 1965 ҫултан пуҫласа 1974 ҫулччен Горький чукун ҫулӗнчи «Хусан» станцийӗнчи милицин линейнӑй уйрӑмӗнче политикӑпа воспитани ӗҫӗ енӗпе пуҫлӑх ҫумӗ пулса хӗсметре тӑнӑ[6]. 1974 ҫулта вӑл подполковник хисепӗнче пенсие тухнӑ[6][7].

1988 ҫулта вилнӗ. Ӑна Хусанти Тутар ҫӑвинче пытарнӑ[8].

Хисепӗсем

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫура командованин заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Василий Галямович Булатова «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрӗн хисеплӗ ятне панӑ.

«Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медальпе тата «ШӖМ тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» паллӑпа чысланӑ.

Астӑвӑм

  • Булатова асӑнса Раҫҫейри ҫарпа истори обществи вӑл вӗреннӗ Балтаси районӗнчи «Совет Союзӗн Паттӑрӗ В. Г. Булатов ячӗллӗ Чутайри пуҫламӑш шкул — ача сачӗ» МБОУ ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[9].
  • Василий Булатов ятне Чутай ялӗнчи тата хула евӗрлӗ Балтаси посёлокӗнчи урамсене панӑ[10][11].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Герои Советского Союза из ТАССР. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Биография Булатова. edu.tatar.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Булатов Василий Галямович. tatfrontu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  4. ^ Кто есть кто. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
  5. ^ Булатов Василий Галямович (Николаевич)(недоступная ссылка — история). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Булатов Василий Галямович. millattashlar.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  7. ^ Булатов Василий Галямович. Tatarica. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  8. ^ Могила Булатова
  9. ^ МУНИЦИПАЛЬНОЕ БЮДЖЕТНОЕ ОБЩЕОБРАЗОВАТЕЛЬНОЕ УЧРЕЖДЕНИЕ «ЧУТАЕВСКАЯ НАЧАЛЬНАЯ ШКОЛА - ДЕТСКИЙ САД ИМЕНИ ГЕРОЯ СОВЕТСКОГО СОЮЗА В. Г. БУЛАТОВА» БАЛТАСИНСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО РАЙОНА РЕСПУБЛИКИ ТАТАРСТАН. За честный бизнес. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  10. ^ Улица В. Г. Булатова в селе Чутай. ФИАС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
  11. ^ Улица В. Г. Булатова в пгт Балтаси. 2ГИС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза — наши земляки. — 1982. — Т. 1. — С. 70—72.
  • Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Белорусская советская энциклопедия, 1984. — С. 77. — 607 с. — 65 000 экз.

Каҫӑсем