Булдаков Михаил Григорьевич

Михаил Григорьевич Булдаков (1918 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ, Булдаки[d], Вятка кĕперни1975 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ, Киров) — совет саманин офицерӗ, гварди капитанӗ, 1-мӗш Украина фрончӗн 28-мӗш ҫарӗнчи 48-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 146-мӗш гварди стрелоксен полкӗн батальон командирӗ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗ

Михаил Григорьевич Булдаков 1918 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче Булдаки ялӗнче[К 1] хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1934 ҫулта ҫичӗ класс, 1935 ҫулта вара — бухгалтерсен курсне вӗренсе пӗтернӗ; колхозра шутлавҫӑ пулса ӗҫленӗ.

1939 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна Хӗрлӗ Ҫара хӗсмете чӗнсе илнӗ, Совет-финн вӑрҫинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[2].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнни

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланас умӗн командирсен курсне вӗренсе пӗтернӗ, лейтенант ҫар хисепӗнче ҫапӑҫнӑ. Мускава хӳтӗлеме, Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫӑва, Тухӑҫ Пруссинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ[3].

Берлин тапӑну операцийӗ вӑхӑтӗнче уйрӑмах палӑрнӑ. 1945 ҫулхи акан 25-мӗшӗнче Булдаков гварди капитанӗ хӑйӗн батальонӗпе пӗрле Тельтов каналӗ урлӑ каҫнӑ, Берлин ҫумӗнче тӑшманӑн моторланӑ пысӑк ҫар пайне аркатнӑ, 8 тягач, 80 мотоцикл тата 195 автомашина пӗтернӗ[4]. Акан 28-мӗшӗнчи каҫхине батальон ротисем Берлин хӗррине кӗрсе кайнӑ. Урамри ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче батальон ҫар хулипе Шарлоттенбург станцийӗ ҫыххинчи хирӗҫ тӑракан тӗвве ярса илнӗ, унтан вара ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫран тапӑнса килекен 1-мӗш Беларуҫ фрончӗн ҫар пайӗсемпе пӗрлешнӗ. Ҫак ҫапӑҫусенче батальон тӑшманӑн 250 салтакӗпе офицерне яхӑн пӗтернӗ, 280 ҫынна тыткӑна илнӗ, пӗр танка амантнӑ тата 9 тупӑна ҫапӑҫуран кӑларнӑ[4].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫакӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Михаил Григорьевич Булдаков гварди капитанне 7707-мӗш номерлӗ Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе пӗрле Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[5]. Ҫав ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вӑл 1-мӗш Украина фрончӗн пӗрлештернӗ полкӗн йышӗнче Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑннӑ[4].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн

1946 ҫулта Булдаков капитан запаса тухнӑ та Киров хулине таврӑннӑ.

1975 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗнче Михаил Григорьевич Булдаков вилнӗ. Ӑна Киров хулинчи Ҫӗнӗ Макарьево ҫӑвинчи Хисеп аллейинче пытарнӑ[4].

Астӑвӑм

Михаил Григорьевич Булдаков ятне Киров хулинче вырнаҫтарнӑ асӑну хӑми ҫинче Совет Союзӗн Паттӑрӗ пулса тӑнӑ Киров хулин ытти ҫыннисен ячӗсемпе пӗрле ҫырса хунӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Лысов Д. Булдаки (Подле речку Хохловку) (выр.). Родная Вятка (7 пушӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
  2. ^ Сайт «Герои страны».
  3. ^ Ветеран Булдаков Михаил Григорьевич. Бессмертный полк России. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Победители. Кировчане — участники Парада Победы: Михаил Григорьевич Булдаков. ГТРК Вятка (10 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  5. ^ Булдаков Михаил Григорьевич. Наградной лист. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
Комментарисем
  1. ^ 1960—1994 ҫулсенче Киров облаҫӗнчи Кирово-Чепецк районне кӗнӗ Булдаки ялӗ 1994 ҫултанпа Киров хулинчи Октябрьски районӗн йышне кӗрет[1].

Каçăсем