Бумагин Иосиф Романович
Иосиф Романович Бумагин (1907 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ, Витебск — 1945 ҫулхи акан 24-мӗшӗ, Вроцлав[d], Прусси ирӗклӗ патшалӑх[d]) — совет ҫар ҫынни, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, 1-мӗш Украина фронтӗнчи 6-мӗш ҫарӑн 135-мӗш стрелоксен дивизийӗн 396-мӗш стрелоксен полкӗн пулемёт взвочӗн командирӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945), лейтенант.
Пурнӑҫӗ
1907 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Витебск хулинче (ытти даннӑйсем тӑрӑх — Витебск кӗпӗрнинчи Городок хулинче[1]) рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. Еврей[2]. 1932 ҫултанпа ВКП(б) членӗ[2]. 7 класс вӗренсе пӗтернӗ. 1929—1933 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ. 1937 ҫулта Еврей автономи облаҫӗнчи Биробиджан хулине куҫса кайнӑ, унта обоз савутӗнче («Дальсельмаш» савут) ӗҫленӗ — малтан тимӗрҫӗ цехӗнче рабочи, кайран мастер тата парторг пулнӑ[3]. Владивостокри ҫар пехотин училищине вӗренсе пӗтернӗ.
1941 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ Ҫарта[2]. Инҫет Тухӑҫ фронтӗнче хӗсметре тӑнӑ, ҫапӑҫакан ҫара 1944 ҫулхи кӗркунне янӑ. Бреслау (халӗ Вроцлав, Польша) хулине штурмланӑ чухне палӑрнӑ. 1945 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче 142-мӗш кварталшӑн пынӑ урамри ҫапӑҫусенче тӑшман вӑйлӑ персе тӑнӑ пулин те хӑйӗн пулемётне малалла кӑларнӑ та хӑй тӗллӗн ҫирӗме яхӑн гитлереце вӗлернӗ. Пехота малалла каясси арканнӑ ҫуртра пытаннӑ тӑшманӑн станоклӑ икӗ пулемёчӗ персе тӑнипе чарӑнсан, Бумагин лейтенант ҫурт патне шуса пынӑ, пӗрремӗш персе тӑракан вырӑна гранатӑсем пӑрахса аркатнӑ, иккӗмӗшӗн амбразурине вара хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ[2][4]. Тапӑнмалли ҫул уҫӑлнӑ. Аманнӑ пирки ҫав кунах вилнӗ. Вроцлав хулинче (Польша) пытарнӑ.
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнчи Указӗпе вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ[2].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн);
- Ленин орденӗ (1945 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ, вилнӗ хыҫҫӑн);
- Биробиджан хулин хисеплӗ гражданинӗ (1987)[5].
Астӑвӑм
Бумагин ячӗпе Витебскри, Городокри тата Биробиджанри урамсем, Биробиджанри сквер хисепленеҫҫӗ[3].
Биробиджанти «Дальсельмаш» савут ҫумӗнчи скверта Паттӑра халалланӑ палӑк вырнаҫтарнӑ, савутӑн цех ҫурчӗ ҫинче — асӑну хӑми. Ҫавӑн пекех Биробиджанти Пионер урамӗнчи пурӑнмалли ҫуртсенчен пӗрин ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. 2015 ҫулта унӑн ятне Биробиджанри Ҫӗнтерӳ скверӗнчи Паттӑрсен аллейин уйрӑм гранит пилонӗ ҫинче ӗмӗрлӗхе ҫырса хӑварнӑ[6]. 2020 ҫулта Городокри Паттӑрсен аллейинче унӑн ятне ҫырнӑ стела вырнаҫтарнӑ[7].
И. Р. Бумагин ятне Городокри (Витебск облаҫӗ) 1-мӗш вӑтам шкула[7] тата Витебскри 17-мӗш вӑтам шкула[4] панӑ. Витебскри шкул ҫурчӗ ҫинче Паттӑра халалланӑ мурал ӳкернӗ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ По другим данным. См.: Памяць: Гарадоцкі р-н: Гіст.-дак. хронікі гарадоў і раёнаў Беларусі / Укл. С. І. Садоўская: Рэд. кал. Н. А. Бурунова і інш.; Маст. Э. Э. Жакевіч. — Беларусь, 2004. — 894 с. — 2500 экз. — ISBN 985-01-0546-1.(белар.)
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ (ЦАМО. Ф. 33. Оп. 793756. Д. 7. Л. 127 архив материалӗсем).
- ^ 1, 2 Есть повод: 114 лет назад родился Герой Советского Союза, Почетный гражданин Биробиджана И.Р. Бумагина // РИА Биробиджан, 17.10.2021.
- ^ 1, 2, 3 Бросился на амбразуру и закрыл своим телом. О подвиге Героя Советского Союза Иосифа Бумагина // Vitbichi.by, 10.02.2024.
- ^ Почетный гражданин города Биробиджана. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Строительство Аллеи Героев завершилось в Биробиджане. eaomedia.ru (11 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Бумагин Иосиф Романович // Городокская сеть публичных библиотек.
Вуламалли
Бумагин Иосиф Романович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Памяць: Гарадоцкі р-н: Гіст.-дак. хронікі гарадоў і раёнаў Беларусі / Укл. С. І. Садоўская: Рэд. кал. Н. А. Бурунова і інш.; Маст. Э. Э. Жакевіч. — Беларусь, 2004. — С. 407—408. — 894 с. — 2500 экз. — ISBN 985-01-0546-1.(белар.)
Каҫӑсем
- Памятник героям // Сайт ОГАУ Издательский дом «Биробиджан»