Бурак Андрей Матвеевич
Андрей Матвеевич Бурак (1911, Освеица[d], Витебск кĕпӗрни[d] — 1943 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ, Кагарлыкский район[d], Киев облаçĕ) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн сержанчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗ
Андрей Бурак 1911 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Освеица ялӗнче (халӗ Беларуҫри Витебск облаҫӗнчи Верхнедвинск районӗ) рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илнӗ. 1938 ҫултанпа ҫемйипе пӗрле Свердловск облаҫӗнчи Анат Тагил хулинче пурӑннӑ, малтан Куйбышев ячӗллӗ савутра, унтан Уралти леспромхозра ӗҫленӗ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнче Свердловск облаҫӗнчи Нижний Тагил районӗнчи ҫар комиссариачӗ ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа — унӑн фрончӗсенче. 1943 ҫулхи авӑн тӗлне гварди хӗрлӗ ҫар ҫынни Андрей Бурак Воронеж фронтӗнчи 40-мӗш ҫарӑн 68-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 198-мӗш гварди стрелоксен полкӗнчи 3-мӗш батальонра пулемёт тӗллекенӗ пулнӑ. Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче палӑрнӑ[1].
1943 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче Бурак ҫапӑҫакан полк Украина ССР-ӗнчи Киев облаҫӗнчи Кагарлык районӗнчи Ржищев посёлокӗ патӗнче Днепр хӗррине тухнӑ. Командовани унӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчи плацдарма йышӑнма ҫар ҫыннисен ушкӑнне яма йышӑннӑ. Ҫӗрле ҫак ушкӑн Днепр урлӑ каҫнӑ, анчах та тӑшманӑн йышлӑрах вӑйӗсем вӑйлӑ пенӗ вырӑна лекнӗ. Ун чухне командовани плацдарм ҫинче ҫапӑҫакансене пулӑшма ҫӗнӗ ушкӑн янӑ. Ҫак ушкӑна Бурак та кӗнӗ. Тӑшман вӑйлӑ пенӗ пулин те, ушкӑн шыв урлӑ каҫса плацдарм ҫинче ҫирӗпленсе ларнӑ. Нимӗҫсен ҫарӗсем виҫӗ хутчен хирӗҫле тапӑнма хӑтланнӑ, анчах та вӗсем пурте ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗ. Бурак плацдармӑн шӑп варринче пулнӑ. Хӑйӗн пулемётӗнчен персе вӑл тӑшманӑн 100 яхӑн салтакӗпе офицерне пӗтернӗ, ҫавӑн пекех танка аркатнӑ. 1943 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнче вӑл ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Ӑна ҫав районти Балыко-Щучинка ялӗн хӗвелтухӑҫ хӗрринче пытарнӑ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫавӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Андрей Бурак гварди хӗрлӗ ҫар ҫыннине вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ. Ӑна ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе чысланӑ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3
Бурак Андрей Матвеевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Золотые Звёзды свердловчан. — Свердловск: Средне-Уральское кн.изд. 1970.
- Навечно в сердце народном / Редкол.: И. П. Шамякин (гл. ред.) и др. — 3-е изд., доп. и испр. — Белорусская советская энциклопедия, 1984. — 607 с. — 65 000 экз.