Бурдасов Владимир Леонтьевич
Владимир Леонтьевич Бурдасов (1921 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ, Чакино[d], Тамбов кӗпӗрни[d] — 1944 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ, Румыни) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ. 2-мӗш Украина фронтӗнчи 11-мӗш танксеипе кӗрешекен артиллери бригадин 102-мӗш гварди танксемпе кӗрешекен артиллери полкӗн батарея командирӗ, гварди лейтенанчӗ.
Пурнӑҫӗ
1921 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче Кирсанов уесӗнчи (халӗ Тамбов облаҫӗнчи Ржакса районӗ) Чакино станцинче[1] рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ. Вырӑс.
10 класс вӗренсе пӗтернӗ. 1937 ҫулта Мускаври чукун ҫул техникумне вӗренме кӗнӗ. Мускав ҫумӗнчи пӗр чукун ҫул станцинче диспетчер пулса ӗҫленӗ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1941 ҫултанпа. 1942 ҫулта Подольскри артиллери училищине вӗренсе пӗтернӗ[2]. Ҫапӑҫакан ҫарта — 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа. Бурдасов 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Мускав еннелле ыткӑнакан тӑшмана Смоленск облаҫӗнчи Ильински чиккинче чарса тӑма пулӑшнӑ Подольскри артиллери училищин курсанчӗсен йышӗнче пулнӑ.
1943 ҫулта Бурдасов Курск пӗккинче ҫапӑҫнӑ, Днепр урлӑ каҫнӑ, Сылтӑм ҫыранти Украинӑна ирӗке кӑларнӑ. Бурдасов гварди лейтенанчӗ уйрӑмах Яссы-Кишинёв операцийӗ вӑхӑтӗнче палӑрнӑ.
Паттӑрлӑхӗ
1944 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче, тӑшманӑн тӗп вӑйӗсем Яссы-Кишинёв патӗнче хупӑрланса юлнӑ хыҫҫӑн, Румыни территорийӗнче тӑшманӑн арьергардне хӑвалама тытӑннӑ. Бурдасов батарейи машинӑсем ҫине лартнӑ пехотӑллӑ моторланӑ отряд йышӗнче тӑшман вырнаҫнӑ ҫӗре пырса кӗнӗ. Артиллеристсем тӳррӗн тӗллесе тӑшманӑн персе тӑмалли вырӑна пӗтернӗ, пехотине персе пӗтернӗ. Гитлеровецсем тапӑнӑва чӑтса тӑрайман, чакма пуҫланӑ. Бурдасов батарейинче ҫапӑҫакансем 5 тупӑ, 3 танк, ҫар япалисем тиенӗ нумай урапа ярса илнӗ. Тӑшмана малалла хӑваланӑ май батарея пехота десанчӗпе пӗрле Яссы хулинчен (Румыни) 30 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Чортешти ялӗн хӗррине пырса кӗнӗ те тӑшманӑн йышлӑрах вӑйӗсемпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Чортешти ялӗ ҫине нимӗҫсен танкӗсем тапӑнса килнӗ. Ялти ҫапӑҫу темиҫе сехете тӑсӑлнӑ. Бурдасов хӑй пӗр хут кӑна мар тупӑ патне тӑнӑ та тӑшмана тӳррӗн тӗллесе пенӗ. Совет артиллерисчӗсем тӑшманӑн тапӑнӑвне пӗр утӑм та чакмасӑр тытса тӑнӑ. Анчах та ҫак ҫапӑҫура батарея командирӗ Бурдасов гварди лейтенанчӗ ҫурӑлнӑ снаряд ванчӑкне пула пуҫне хунӑ[3][4].
Паттӑра Молдавири Фалешты районӗнчи Таксобены ялӗнчи тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫавӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Владимир Леонтьевич Бурдасов гварди лейтенанта вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Паттӑрӗ хиеплӗ ят панӑ[5].
- Ӑна Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе (1943 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ)[5], ҫавӑн пекех медальсемпе чысланӑ.
Астӑвӑм
- Чакино ял хуҫалӑх техникумӗн ҫурчӗ ҫине Паттӑра халалласа астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ.
- РСФСР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Ржакса районӗнчи Чакино вӑтам шкулне В. Л. Бурдасов ятне панӑ[6].
- СССР Хӳтӗлев Министрӗн 1974 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнчи 139-мӗш номерлӗ Приказӗпе В. Л. Бурдасова 74832-мӗш ҫар пайӗн списокне ӗмӗрлӗхе кӗртнӗ.
- 1985 ҫулта В. Л. Бурдасова халалласа СССР почта конвертне кӑларнӑ[7].
- В. Л. Бурдасов ячӗллӗ вӑтам шкул музейӗнче (Чакино станци ҫумӗнчи посёлок) ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне парасси ҫинчен калакан СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Хушӑвӗн тексчӗллӗ папка упранать[8].
Ӑнлантарусем
- ^ Град Кирсанов — Персоналии — Бурдасов Владимир Леонтьевич. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Офицеры-герои Советского Союза − выпускники Подольских военных училищ. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Бурдасов Владимир Леонтьевич. Горенка. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Бурдасов Владимир Леонтьевич. Град Кирсанов. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Наградной лист: Бурдасов Владимир Леонтьевич. Орден Красной Звезды. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ МОУ Чайкинская средняя общеобразовательная школа имени Героя Советского Союза В. Л. Бурдасова Ржаксинского района Тамбовской области. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Тамбовский край в почтовых конвертах и открытках. Герои Советского Союза. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ.
- ^ Музей средней школы имени Героя Советского Союза В. Л. Бурдасова. otambove.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
Каҫӑсем
Бурдасов Владимир Леонтьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра