Бурка Николай Лукьянович
Николай Лукьянович Бурка (1917 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ, Славяносербский район[d] — 1973 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ, Васильков[d], Киев облаçĕ) — совет саманин ҫарпуҫӗ, Совет Ҫарӗн подполковникӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).
Пурнӑҫӗ
Малтанхи ҫулӗсем
Николай Бурка 1917 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче) Крымское ялӗнче (халӗ Луганск облаҫӗнчи Славяносербск районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулӑн тӑватӑ классне вӗренсе пӗтернӗ, Сентяновка станцийӗнче стрелочник пулса ӗҫленӗ.
Ҫар хӗсметӗ
1938—1940 ҫулсенче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1941 ҫулта ӑна тепӗр хут ҫара чӗнсе илнӗ. 1942 ҫулта кӗҫӗн лейтенантсен курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1943 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ.
Днепр ҫинчи паттӑрлӑхӗ
1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗ тӗлне Николай Бурка аслӑ лейтенант Воронеж фронтӗнчи 38-мӗш ҫарӑн 240-мӗш стрелоксен дивизийӗн 836-мӗш стрелоксен полкӗнчи пулемёт ротине ертсе пынӑ. Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче палӑрнӑ[1].
1943 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 27-мӗшӗчченхи ҫӗрле Бурка хӑйӗн ротипе пӗрле чи малтанхисенчен пӗри пулса Днепр урлӑ каҫнӑ. Тӑшман хирӗҫ тӑнине аркатса, рота Киев облаҫӗнчи Вышгород районӗнчи Лютеж ялӗ патӗнче плацдарм ярса илнӗ, нимӗҫсем хирӗҫ тапӑннине ӑнӑҫлӑн сирсе янӑ. Ҫапӑҫусенчен пӗринче Буркан роти нимӗҫсем тӑватӑ хут хирӗҫ тапӑннине сирсе янӑ тата тӑшманӑн рота таран салтакӗсемпе офицерӗсене пӗтернӗ. Рота ӗҫӗсем пӗтӗм полка юханшыв урлӑ ӑнӑҫлӑ каҫма пулӑшнӑ[1].
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен фашистла тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫавӑн чухне хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» Николай Бурка аслӑ лейтенанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе 1840-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем
1946 ҫулта Бурка «Выстрел» курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ. 1948 ҫулта подполковник хисепӗпе запаса тухнӑ. Киев облаҫӗнчи Васильков хулинче пурӑннӑ, сӑран савутӗнче планировщик пулса ӗҫленӗ. 1973 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче вилнӗ[1]. Ӑна Васильковри Никольски масарӗнче пытарнӑ.
Ӑна ҫавӑн пекех Александр Невский орденӗпе тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе, 2-мӗш степеньлӗ икӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, ҫавӑн пекех темиҫе медальпе чысланӑ[1]. Васильков хулин хисеплӗ гражданинӗ (1967)[1].
Вуламалли
- Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
- Булкин С. П. Герои Отечества. — 2-е изд. — Донецк: Донбасc, 1977.
- Подвиги, ставшие легендой. — Донецк: Донбасс, 1985.
Каҫӑсем
- Наградной лист на сайте «Память народа»