Бурлака Исак Ефимович
Исак Ефимович Бурлака (1907, Пеньковка[d], Литинский район[d] — 1944 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ, Свентокшиское воеводство[d]) — совет ҫар ҫынни, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. Совет Союзӗн Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗ
Ирхи ҫулӗсем
Исак Бурлака 1907 ҫулта хальхи Украинӑри Винница облаҫӗнчи Литин районне кӗрекен Пеньковка ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Украин[1]. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. Хӑйӗн хуҫалӑхӗнче, колхоз йӗркеленсен вара — колхозра ӗҫленӗ[1]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан, 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче, Литин районне нимӗҫ ҫарӗ оккупациленӗ. Вӑрҫӑ ӗҫӗсене пула вӑл 1944 ҫулхи ҫуркуннеччен оккупацире пурӑннӑ. 1944 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче Литинри райвоенкомат ӑна ҫар ретне чӗнсе илнӗ[1][2]. Ҫапӑҫакан ҫарта — 1944 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа. 1-мӗш Украин фронтӗнче 350-мӗш стрелоксен дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ.
Паттӑрлӑхӗ
1944 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа Бурлака 13-мӗш ҫар йышӗнче Львовпа Сандомир операцине хутшӑннӑ. Унӑн дивизийӗ фронтӑн сылтӑм ҫунатӗнче, Львовран ҫурҫӗререх, Рава-Русская хули витӗр тапӑнса пынӑ[1]. Утӑн 18-мӗшӗнче дивизи Львов облаҫӗнчи Кристинополь (Червоноград) хули патӗнче Хӗвеланӑҫ Буг юханшывӗ урлӑ каҫнӑ, утӑн 24-мӗшӗнче — Сан юханшывӗ урлӑ каҫнӑ, утӑн 29-мӗшӗнче вара — Висла юханшывӗ хӗррине тухнӑ. Кун ҫурӑран дивизин мала тухнӑ подразделенийӗсем Висла урлӑ каҫса пӗчӗк плацдарм йышӑннӑ, каярахпа вӑл Сандомир плацдармӗ пек паллӑ пулса тӑнӑ.
Плацдарма йышӑнса тытса тӑрас операци вӑхӑтӗнче, 1944 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗнче Хӗвеланӑҫ Буг юханшывӗ урлӑ каҫнӑ чухне, Бурлака пуринчен малтан шывпа тепӗр ҫырана тухнӑ та зенит установкин пулемётне вырнаҫтарнӑ, унпа тӑшман авиацийӗ тапӑнса килнине сирсе тӑнӑ. 1944 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗнче Сан юханшывӗ патӗнче пулемётран персе тӑрса Бурлака тӑшманӑн сакӑр салтакне пӗтернӗ тата тӑваттӑшне тыткӑна илнӗ. Утӑн 29-мӗшӗнче Сандомир хулинчен кӑнтӑр енчерех малтан Висла юханшывӗ урлӑ каҫнӑ та хӑйӗн подразделенийӗсене юханшыв урлӑ каҫма пулӑшса персе тӑнӑ[1][3].
Львовпа Сандомир операцийӗнче паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Бурлака Исак Ефимович хӗрлӗармееца Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ[1].
Вилӗмӗ
Малашне Бурлака Сандомир плацдармӗнче хӑйӗн дивизийӗн йышӗнче ҫапӑҫнӑ, унтан вара — 60-мӗш ҫарӑн 246-мӗш стрелоксен дивизийӗн 908-мӗш стрелоксен полкӗнче.
И. Е. Бурлака кӗҫӗн сержант 1944 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче пуҫне хунӑ. Ӑна Бжезе ялӗнче (Польшӑри Свентокшиски воеводствин Сандомир хули ҫумӗнче) пытарнӑ[1][3]. «Память народа» сайт докуменчӗсен даннӑйӗсем тӑрӑх, малтан ӑна Польшӑри Лодзь воеводствинчи Бжезины повятӗнчи Бжезины хулинче пытарнӑ тесе кӑтартнӑ[2].
Хисепӗсем
- Совет Союзӗн Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗ (1944 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ)[1];
- Ленин орденӗ (1944 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ)[1];
- «Хастарлӑхшӑн» медаль (1944 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ)[2].