Бурлак Иван Емельянович

Иван Емельянович Бурлак (1909 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ, Оратов районӗ[d], Киевская губерния[d]1994 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ, Кожанка[d], Винница облаҫӗ[d]) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн старшини, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1945).

Пурнӑҫӗ

Иван Бурлак 1909 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Кожанка ялӗнче (халӗ Украина ССР-ӗнчи Винница облаҫӗнчи Оратов районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.

Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ, колхозра ӗҫленӗ. 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче. 1943 ҫулта ВКП(б) ретне кӗнӗ. 1944 ҫулхи ҫу уйӑхӗ тӗлне Иван Бурлак аслӑ сержант 4-мӗш Украина фрончӗн Тинӗсҫум ҫарӗнчи 242-мӗш ту ҫинчи стрелоксен дивизийӗн 897-мӗш ту ҫинчи стрелоксен полкӗн пулемёт расчётне ертсе пынӑ. Севастополь хулине ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑ[1].

1944 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнче Севастополь патне ҫывхарнӑ чухне, тӑшман вӑйлӑ пенӗ пулин те, Бурлак пулемётпа нимӗҫсен подразделенийӗн флангне тухнӑ та тӑшманӑн темиҫе теҫетке салтакӗпе офицерне пӗтернӗ. 1944 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗчченхи ҫӗрле алӑпа ҫапӑҫса нимӗҫсен пӗр салтакне пӗтернӗ тата 3-шне тыткӑна илнӗ. Ҫӑвӑн 8-мӗшӗнче флангран персе нимӗҫсен взводран та нумайрах салтакӗпе офицерне пӗтернӗ, ҫапла май тӑшман хупӑрласа илнинчен тухма хӑтланнине чарнӑ[1].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1945 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Иван Бурлак аслӑ сержанта Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, ҫавӑн пекех Ленин орденӗпе «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[1].

Вӑрҫӑ пӗтсен Бурлак старшина хисепӗпе демобилизациленнӗ, тӑван ялӗнче ӗҫленӗ, председателе суйланнӑ. Кожанка ялӗнче пурӑннӑ, 1994 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче вилнӗ.

Ӑна ҫавӑн пекех 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, 2-мӗшпе 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗсемпе, ҫавӑн пекех темиҫе медальпе чысланӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Бурлак Иван Емельянович (выр.). AZ Library. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Герои боев за Крым. Симферополь, 1972. / стр.50-51.
  • Овеянные славой имена. Одесса, 1983. / стр.46-48.

Каҫӑсем