Пурнӑҫӗ

1925 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче[1] Бондюжский Завод посёлокӗнче (халӗ — Тутарстанри Менделеевск хули) рабочий ҫемйинче ҫуралнӑ. Шкулта ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ, Карпов ячӗллӗ химзаводра пушар сыхлавӗнче ӗҫленӗ[2].

1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарне хӗсмете чӗнсе илнӗ. 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен Удмурт АССРӗнчи запасри ҫар пайӗнче пулнӑ[3]. Ҫав ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче, 22-мӗш гварди мотострелоксен бригадин (Воронеж фрончӗн 3-мӗш гварди танк ҫарӗнчи 6-мӗш гварди танк корпусӗ) 3-мӗш батальонӗн отделенине ертсе пынӑ. Днепршӗн пынӑ ҫапӑҫура палӑрнӑ[3].

1943 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗнче хӑйӗн подразделенийӗнче чи малтисенчен пӗри пулса Днепр урлӑ каҫнӑ. Унӑн отделенийӗ Украина ССРӗнчи Черкассы облаҫӗн Канев районӗнчи Григоровка ялӗ патӗнчи тӗп ҫӳллӗшри нимӗҫсен хӳтӗленӳ ҫыххине ярса илнӗ те ӑна батальонӑн ытти подразделенийӗсем ҫитиччен тытса тӑнӑ, ҫав хушӑра тӑшманӑн 11 тапӑнӑвне сирсе янӑ тата вӗсене пысӑк сиен кӳнӗ[4]. Авӑнӑн 24-мӗшӗнче Бурмистров гварди старшини ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.

Ӑна Григоровка хӗрринче пытарнӑ[3].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1944 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнчи «Хӗрлӗ Ҫарӑн генералӗсене, офицерӗсене, сержанчӗсене тата рядовойӗсене Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят парасси ҫинчен» Хушӑвӗпе «нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтра хастарлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫӳллӗ ят панӑ[5].

Ҫавӑн пекех ӑна Ленин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр (1943 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ, 53/н №-лӗ приказ) орденӗсемпе[6], тата темиҫе медальпе чысланӑ.

Астӑвӑм

Менделеевскра Бурмистровӑн бюстне вырнаҫтарнӑ (1993 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче уҫнӑ, скульпторӗ — Рашид Шигабутдинов[7]), Менделеевскпа Елабуга хулисенче урамсене унӑн ятне панӑ[3]. 2020 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Бурмистров урамӗнчи 2-мӗш ҫурт ҫинче асӑну хӑми уҫнӑ[8]. 2025 ҫулта паттӑр ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа Менделеевскри Таврапӗлӳ музейӗ «Вилен Бурмистров — паттӑрӑн 100 ҫуллӑхӗ» лекцисен ярӑмне йӗркеленӗ[9].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 7 июля — день в истории. Tatfrontu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ Бурмистров Вилен Иванович. Биография Героя. Менделеевск.ру. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Бурмистров Вилен Иванович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  4. ^ Последний бой старшины Бурмистрова. Tatfrontu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  5. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР «О присвоении звания Героя Советского Союза генералам, офицерскому, сержантскому и рядовому составу Красной Армии» от 10 января 1944 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1944. — 19 кӑрлачӑн (№ 3 (263)). — . 2021 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ Бурмистров Вилен Иванович. Орден Красной Звезды. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  7. ^ Аллея Героев в Менделеевске. Tatfrontu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  8. ^ В Менделеевске открыли памятную доску Герою Советского Союза В. И. Бурмистрову. mendeleevsk.tatarstan.ru (24 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  9. ^ Цикл лекций «Вилен Бурмистров – к 100-летию героя». kulturamnd.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.

Каçăсем